Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти йӗрке хуралҫисенчен 39 ҫулти хӗрарӑм пулӑшу ыйтнӑ. Ултавҫӑсене вӑл 1 миллион та 526 тенюкӗ укҫа куҫарса панӑ. Ун патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ. Хӑйӗнпе банкӑн хӑрушсӑрлӑх енӗпе тӑрӑшакан ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Вӑл хӗрарӑмӑн банкри счечӗ ҫинче такам укҫа вӑрласшӑн тесе ӗнентернӗ. Укҫасӑр юлас мар тесен карттӑ ҫинчи тупрана илсе банкри хӑрушсӑр счет ҫине куҫармалла тенӗ.
Ҫавӑн пекрех тӗслӗх Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 81 ҫулти хӗрарӑмпа та пулса иртнӗ. Пенсионеркӑна та банкран шӑнкӑравлатпӑр тесе тыттарнӑ. Ӑна та пур банкри укҫана илмелле тесе ӗнентернӗ. Преступниксем хӗрарӑм валли такси чӗнсе илнӗ. Унпа хӗрарӑм ҫывӑхри банк уйрӑмне кайнӑ. Кредит учрежденине ҫитсен укҫана илсе ултавҫӑсен счечӗ ҫине куҫарнӑ. Тепӗр кунхине хӗрарӑм банка каллех ҫул тытнӑ. Хальхинче вӑл счет ҫинче юлнӑ 650 пин тенке пӗлмен-туман счет ҫине куҫарнӑ.
Асӑннӑ тӗслӗхсемпе пакунлисем пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Халӗ ултавҫӑсене шыраҫҫӗ.