Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм Севастопольте хваттер туянма палӑртнӑ. Анчах ӗмӗчӗ пурнӑҫланайман. Ултавҫӑсен аллине лекнӗскер полицирен пулӑшу ыйтнӑ.
Хӗрарӑм пӗлтерӳсен сайтӗнче Севастопольте хваттер сутни пирки вуланӑ, сутуҫӑпа ҫыхӑннӑ. Лешӗ хваттершӗн залог 200 пин тенкӗ пама ыйтнӑ. Ку ӗненнӗ. Анчах укҫа-тенке куҫарсан сутуҫӑ ҫухалнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти хӗрарӑм та шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Ун патне «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ, карттӑпа пӑтӑрмахсем сиксе тухнине пӗлтернӗ. Ҫавна май хайхи ҫын укҫана урӑх счет ҫине куҫарма ыйтнӑ. Хӗрарӑм карточка ҫинчен 148 пин тенкӗ илнӗ те лешӗ кӑтартнӑ счет ҫине куҫарнӑ.