Республикӑра
![]() Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти арҫын А4 форматлӑ хут туяннӑ чухне шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче 2 пин пачка хут саккас панӑ, сутуҫӑ куншӑн малтанлӑха ҫур хакне – 130 пин тенкӗ – куҫарса пама ыйтнӑ. Арҫын укҫана кӑтартнӑ счет ҫине куҫарнӑ, анчах хут килмен. Шупашкарта пурӑнакан 24-ри каччӑ диван сутни пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ тӑратнӑ. Анчах сутас вырӑнне хӑй укҫа ҫухатнӑ: ултавҫӑсене 1800 тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 37-ри хӗрарӑм вара тӗнче тетелӗнче тест тухса банк бонусӗсем выляса илнине ӗненнӗ. Унӑн счечӗ ҫинчен 4900 тенкӗ ҫухалнӑ. Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 80-ри кинемей вара «банк ӗҫченне» пула 40 пин тенке яхӑн ҫухатнӑ. Куратӑр пулӗ: ултавҫӑсем ҫын шанчӑкне кӗрсе пуйма хӑтланаҫҫӗ. Унашкал тӗслӗх нумай, полицейскисем кун пирки кашни кун тенӗ пекех пӗлтереҫҫӗ. Ҫапах ултавҫӑсен аллине ҫакланакансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Асӑрхануллӑ пулӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |