Республикӑра
![]() severstolici.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 63 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та юмах юптарнӑ: вӑл вклад уҫнӑ банкра ултавҫӑсем пур иккен, вӗсем унӑн ячӗпе кредит илесшӗн имӗш. Хайхискер банкри ултавҫӑсене тупмашкӑн пулӑшма ыйтнӑ. Ватӑскер ӗненнӗ. Ҫапла хӗрарӑма 150 пин тенкӗ кредит илме ӳкӗте кӗртнӗ. Унтан ҫав арҫын каллех шӑнкӑравланӑ, ултавҫӑсем тепӗр банкра та ӗҫлеме пултарнине каланӑ, каллех 150 пин тенкӗ кредит илме ыйтнӑ. Ватӑ хӗрарӑм ҫав укҫа-тенке арҫын кӑтартнӑ счетсем ҫине куҫарнӑ. Ҫав кунах Шупашкарти 51 ҫулти арҫын улталаннӑ. Ун патне «банкӑн хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ» шӑнкаравланӑ, унӑн счечӗ ҫинчен такам укҫа куҫарма хӑтланнине пӗлтернӗ. Вӑл арҫынна банк уйрӑмне кайса 415 пин тенке илме, «резерв фондне» куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |