Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан ватӑ хӗрарӑма улталанӑ ҫынна полици шырать. Вӑл тивӗҫлӗ канури кинемее 400 пин тенкӗлӗх улталанӑ. 18-ти тата 40 ҫулти пек курӑнакан икӗ хӗрарӑм Эльгер урамӗнче пурӑнакан кинемей патне утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пынӑ. Хайхискерсем 75 ҫулти хӗрарӑма укҫа реформи пуласси пирки юптарнӑ. Вӗсем ватӑскере хӑйӗн укҫи-тенкине упраса хӑварма пулӑшу сӗннӗ. Ултавҫӑсем кинемейпе пӗрле банка кайса укҫи-тенкине илнӗ. Пӗтӗмпе – 400 пин тенке яхӑн. Укҫана лешсем хӑйсен кӗсйине чикнӗ. Ун вырӑнне вара хаҫатпа чӗркенӗ тӗрке тыттарнӑ. Унта вара «приколсен банкӗн» укҫи пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |