Пӑтӑрмахсем
![]() Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи йӗрке хуралҫисенчен карас ҫыхӑнӑвӗн салонӗсенчен пӗринче администраторта ӗҫлекен ҫын пулӑшу ыйтнӑ. Пакунлисене вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, салона пӗр арҫын кӗнӗ. Вӑл батарейка туяннӑ. Япалашӑн 5 пин тенкӗлӗх укҫапа татӑлнӑ. Сутуҫӑ ытлашши укҫана тавӑрса панӑ хыҫҫӑн арҫыннӑн вакки те тупӑннӑ. Администратора вӑл вак укҫа тыттарнӑ, 5 пин тенкӗлӗххине каялла илнӗ. Арҫын лавккаран тухса кайсан сутуҫӑ 2 пин тенкӗ ҫитменнине асӑрханӑ. Улталанӑ тесе шухӑшлакан арҫынна Чулхула облаҫӗнчи Лысково хулинче тытса чарнӑ. Ӑна Чӑваш Ене конвойпах илсе килнӗ. Арҫын чӳк уйӑхӗн 15 тата 16-мӗшӗсенче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта та ҫавӑн пек улталаса ҫӳренӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӗрӗнпур облаҫӗнче пурӑнаканскер тӗрмерен кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче ҫеҫ тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |