Республикӑра
![]() samddn.ru сӑнӳкерчӗкӗ Наци политикине аталантарас, нацисем тата тӗрлӗ конфесси хушшинчи хутшӑнӑва тухӑҫлӑн аталантарас тӗллевпе Чӑваш Енре ҫӗнӗ канаш йӗркеленӗ. Нацисем тата конфессисем хушшинчи хутшӑнусемпе ӗҫлекен республикӑри канаш йӗркелесси ҫинчен калакан йышӑнӑва республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута яланхиллех влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра вырнаҫтарнӑ. Нацисем тата конфессисем хушшинчи хутшӑнусемпе ӗҫлекен канашсене районсемпе хуласенче те йӗркелеме сӗннӗ. Вӗсем епле ӗҫлессишӗн районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхсен яваплӑ пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Патӑрьел урамӗ тӑрӑх таса мар шыв юхать, ачасене урама кӑларма май ҫук тесе ҫырнӑччӗ тӗнче теиелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне. Республика ертӳҫи яваплисем лару-тӑру йӗркеллех тесе хӑйне хуравланине пӗлтернӗччӗ. Ҫапах та Патӑрьелте тӗрӗслев ирттернех. Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин специалисчӗсем вырӑна ҫитсе пӑхнӑ. Яковлев урамӗнче вырнаҫнӑ канализаци ҫӑлкуҫӗнчен таса мар шыв, чӑн та, юхса тӑрать иккен. Унта малтанхи кун насус шӑтса кайнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗн иккӗмӗш ҫурринче насуса ылмаштарнӑ, канализаци тытӑмне йӗркеллӗ ӗҫлеттерсе янӑ. Канализаци йӗркеллӗ ӗҫлемен тӗслӗхсем унччен те пулкаланине шута илсе вырӑнтисене хушма мерӑсем йышӑнма каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳре вырнаҫнӑ юсанмалли 9-мӗш колонире хура аист скульптурине юсаса ҫӗнетнӗ. Кун пирки Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби ҫак йӗркесен авторне пӗлтерчӗ. Хура аист учрежденин элемӗ тесе хыпарларӗҫ. Унтах фонтан ӗҫлеттерсе янӑ. «Вӑл хитре кӑна та мар, усӑллӑ та. Фонтантан сирпӗнекен шыв сасси чуна лӑплантарать», — тесе шухӑшлаҫҫӗ учрежденире тӑрӑшакансем. Конструкцие юсаса ҫӗнетме колонире айӑплава ирттерекенсем хутшӑннӑ. Тӑрӑшса вӑй хунӑшӑн вӗсене колони ӗҫченӗсем тав тунӑ. Сӑмах май, колонире декоративлӑ прикладной пултарулӑхӗн кружокӗ ӗҫлет. Айӑплава ирттерекенсем унта ҫӳреҫҫӗ, илемлӗ тӗрлӗ япала ӑсталаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнче 17 ҫулхи каччӑ наркотикпе ҫакланнӑ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 228-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе, ҫавӑн пекех 30-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Халӗ ӗҫсене суда ярса та панӑ ӗнтӗ. Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче каччӑ Шупашкар районӗнчи вӑрманти вӑрттӑн вырӑна кайнӑ. Унтан вӑл 9,7 грамм ытла психотроплӑ япала илме ӗмӗтленнӗ. Ку вӑл, сӑмах май каласан, пысӑк виҫеллӗ наркотик шутланать. Анчах илсе ӗлкӗреймен — йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Ҫул ҫитменнисене преступлени тума явӑҫтарнӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 150-мӗш статйипе явап тытарма пулать-ха. Уншӑн 8 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Элӗк районӗнче типӗ курӑк ҫунтарни чутах инкекпе вӗҫленмен. Ҫулӑма 1 гектар ҫинчи улӑма тӗп тунӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Тури Татмӑш ялӗ ҫывӑхӗнче типӗ курӑка чӗртсе янӑ. Анчах асӑрханулӑх техникине пӑхӑнманран ҫулӑм сарӑлнӑ, улӑма тӗп тунӑ. Ҫав кунах Куславккара, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Муркаш, Улатӑр, Шупашкар районӗсенче ҫӳп-ҫап ҫуннӑ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1040 пушар тухнӑ. Инкексенче 32 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 47 ҫын суранланнӑ. 49 ҫынна ҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() ЧР Спорт министерствин сайтӗнчи сӑн Шупашкарта пурӑнакан спортсмен Сергей Скрипкин арҫынсен хушшинче парӑс спорчӗ енӗпе иртнӗ Раҫҫей Кубокӗнчен пӑхӑр медальпе таврӑннӑ. «Кайтбординг курс-рейс» ӑмӑрту Тольяттире ҫурла уйӑхӗн 5-10-мӗшӗсенче иртнӗ. Ҫак вӑхӑтра 14 гонка пулнӑ, ҫил хӑвӑртлӑхӗ те улшӑнсах тӑнӑ. Пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑнсене Пензӑри икӗ спортсмен йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑн вара – пирӗн ентешӗн, спорт мастерӗн кандидачӗн Сергей Скрипкинӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Патшалӑх Канашӗн пресс-службин сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Раҫсей Феедерацийӗн коммунистсен партийӗн фракцийӗн ертӳҫи Дмитрий Евсеев сӑмах каланӑ. Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртекен суйлавра Евсеев республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевшӑн сасӑлассине пӗлтернӗ. Аса илтерер: суйлава коммунистсен партийӗн пайташӗ Александр Андреев та (унӑн кандидатурине парти ырланӑ) хутшӑнать. Анчах Евсеева коммунистсен партийӗн республикӑри ертӳҫисем килӗшмеҫҫӗ-мӗн. Ҫавӑнпа вӑл Олег Николаевшӑн сасӑлама палӑртать. Дмитрий Евсеев Олег Николаевпа республика парламентӗнче килӗштерсе ӗҫленине аса илнӗ. Николаевӑн мӗнпур шухӑшне ырлаймасан та вӑл тепӗр ҫынна итлеме пӗлнине, конструктивлӑ йышӑнусем тума пултарнине Евсеев ырланине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Egov-buryatia.ru сайтри сӑн Кӑҫал Чӑваш Енре «Земство вӗрентекенӗ» программӑпа килӗшӳллӗн 4 педагог 1 миллион тенке тивӗҫӗ. Ҫак программа пулӑшнипе Муркаш районӗнче тата Ҫӗмӗрлере ваканси ыйтӑвӗ татӑлнӑ. Муркаш районӗнче акӑлчан чӗлхине вӗрентекен икӗ педагог ҫитмен, Ҫӗмӗрлере вара – физика тата акӑлчан чӗлхи учителӗсем. Конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ ӗнтӗ, килӗшӳсем тӑвасси ҫеҫ юлнӑ. Палӑртмалла: «Земство вӗрентекенӗ» федераци программи ҫӗршывра кӑҫал пурнӑҫланма тытӑннӑ. 50 пин ҫын таран пурӑнакан ял-салана ӗҫлеме каякан вӗрентекенсене 1 миллион тенкӗ параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ҫулла чӳречесенчен ачасем тухса ӳкни – хӑрушӑ пулӑм. Кӑҫал 22 ача ҫапла майпа шар курнӑ. Шел те, вӗсенчен 3-шӗ вилнӗ, иккӗшӗ суранланнӑ. Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин травматалогипе ортопеди уйрӑмӗн заведующийӗ Игорь Ластухин каланӑ тӑрӑх, пысӑках мар ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ ачасен ҫеҫ чӗрӗ юлас шанчӑк ытларах. 7-9-мӗш хутсенчен ӳкекенсем вилеҫҫӗ. Ачасем ҫӳллӗшӗнчен ӳкни аслисен тимсӗрлӗхӗпе ҫыхӑннӑ. Нумайӑшӗ кантӑк ҫине блокировка лартмасть. Халӗ асӑннӑ уйрӑмра икӗ ача выртать: пӗри – иккӗмӗш, тепри тӑваттӑмӗш хутран ӳкнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() чувашинформ.ру сайтри сӑнӳкерчӗк Паян пирӗн республикӑра ҫӗнӗ канаш йӗркеленӗ. Унӑн ячӗ — Инвестици тата усламҫӑсен пуҫарулӑхне аталантарас, предпринимательсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗ. Указа республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документра каланӑ тӑрӑх, канаша инвестицин пӗрлехи политикине йӗркелес тата пурнӑҫа кӗртес тӗллевпе туса хунӑ. Асӑннӑ канаш республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне тӗпе хурса ӗҫлемелле. Ҫӗнӗ канашӑн ертӳҫи республика Элтеперӗ хӑй пулӗ. Канаш йышне те вӑл хӑех ҫирӗплетӗ. Кун пирки те Указра палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |