Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Авӑнӑн 4-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Ҫатракасси ҫывӑхӗнче авари пулнине пӗлтернӗччӗ. Шкул автобусӗ ҫине «Лада Приора» пырса кӗнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, автобус водителӗ ҫӑмӑл автомашинӑна ҫул паман. Аса илтерер: «Приора» салонӗнче арҫын тата икӗ ача пулнӑ. Авари хыҫҫӑн ҫӑмӑл машинӑн водителӗ, 34 ҫулти арҫын, вилнӗ. Ачасене пульницӑна илсе кайнӑ. Шел те, паян хурлӑхлӑ хыпар пӗлтернӗ. 8 ҫулти арҫын ача та вилнӗ. 6-ри ача пульницӑра. Палӑртмалла: ачасем салонра ятарлӑ креслӑра ларман, пиҫиххипе ҫыхӑнман. Автобус водителӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ковида пула пандеми тесе йышӑннӑранпа кӑшӑлвирусран вилнисен шучӗ Чӑваш Енре 73-е ҫитнӗ. Ҫав шутран тата тепӗр ҫын иртсе кайнӑ талӑкра пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кун пирки федерацин информаци центрӗ пӗлтернӗ. Кӑшӑлвируспа чирленисене юлашки талӑкра пирӗн тӑрӑхра тепӗр 28 ҫӗнӗ тӗслӗх шута илнӗ. Эпидеми тапхӑрӗ пуҫланнӑранпа, официаллӑ статистикӑна ӗненсен, кӑшӑлвируспа пӗтӗмпе 7923 ҫын чирленӗ. Ҫав шутран 6553-шӗ сывалнӑ, вӗсенчен 21-шӗ – иртсе кайнӑ тапхӑрта. Чирлекенсем те тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Ку вирусран хальхи вӑхӑтра 1297 ҫын сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» савут «Союз-5» ракета-носитель валли оборудовани кӑларӗ. Ҫакӑн пирки авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш Республикине «Роскосмос» патшалӑх корпорацийӗн генкюеральнӑй директорӗ Дмитрий Рогозин килсен калаҫса татӑлнӑ. Ырӑ хыпара корпорацин пресс-служби пӗлтернӗ. Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» заводра пулнӑ чух Дмитрий Рогозин асӑннӑ предприятин хӑватне пысӑка хурса хакланӑ. Ҫавна май енсем савут «Союз-5» ракета-носитель валли оборудовани кӑларма тытӑнассине тишкернӗ, ӗҫе пуҫӑнма май пуррине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑшӑлвирус инфекцийӗ лӑпланманнине кура суйлава пирӗн республикӑра виҫӗ кун: авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен тытӑнса 13-мӗшӗччен — ирттерӗҫ. Ҫав вӑхӑтра вӗренӳ процесне епле йӗркелемеллине республикӑри тӳре-шара ӗнер сӳтсе явнӑ. Чылай ҫӗрте участокри суйлав комиссийӗсем шкулсенче ӗҫлеҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнас тӗллевпе ҫитес эрнери эрнекунпа шӑматкун ачасене инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗрентӗҫ. «Суйлав кунӗнче шкулта ачасем ан пулччӑр тесе йышӑну турӑмӑр. Шкул ачисем суйлавҫӑсемпе ан хутшӑнччӑр», — тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштабӑн ларӑвӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пирӗн республикӑна Раҫҫейӗн культура министрӗн ҫумӗ Ольга Ярилова килнӗ. Республикӑна килсе ҫитнӗ каҫхине вӑл Хӗрлӗ лапама кайса курнӑ. Шупашкарта пилӗк ҫул каялла пулнӑранпа хула тӗпрен ылмашнине палӑртнӑ вӑл. Мускавран килнӗ ҫынна сайра тӗл пулакан реликвариум – уҫӑ тӳпе айӗнчи музей — уйрӑмах тыткӑнланӑ. Вӑл Шупашкар тата тӑван халӑх историйӗпе паллаштарать. Чӑваш халӑхӗн тымарӗсем патне илсе каякан коллекцие урӑх ниҫта та курманнине палӑртнӑ Ярилова. Ҫакӑн пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра пӗлтернӗ. Паян Ольга Ярилова Шупашкар хулин 550 ҫулне, Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявлас енӗпе пуҫарнӑ йӗркелӳ комитечӗн пӗтӗмлетӳллӗ ларӑвне хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() https://kartarf.ru/subekty/chuvashiya сӑнӳкерчӗкӗ Пӑрачкав районӗнчи Ряпино ялӗнче – карантин. Ку хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ҫапла йышӑнӑва республика ертӳҫи «Ветеринари ҫинчен» федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн тата Чӑваш Ен Патшалӑх ветеринари службин ертӳҫи сӗннипе тунӑ. Чӗрчунсен урнӑ чирне палӑртнӑ хыҫҫӑн ял ҫыннисен выльӑх-чӗрлӗх сутса туянма юрамӗ. Асӑннӑ террриторири чӗрчунсене куравсене те илсе кайма чарнӑ. Урнӑ чире пула йышӑннӑ карантин вӑхӑчӗ ӗнер пуҫланнӑ. Республика ертӳҫин хушӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, чару мерисем выльӑх чирленӗ хыҫҫӑн икӗ уйӑх иртсен вӗҫленӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн йышне икӗ ҫӗнӗ ҫын кӗнӗ. Асӑннӑ пӗрлешӳ черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта ытти тӗрлӗ ыйтупа пӗрлех союза кӗме заявлени ҫырнисене те пӑхса тухнӑ. Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, профессионал ҫыравҫӑ пысӑк ята Мальвина Петрова тата Инесса Шашкина ҫамрӑк авторсем те тивӗҫнӗ. Мальвина Петрова сӑвӑсем тата сатирӑллӑ юптарусем ҫырать, Инесса Шашкина — калавсем. Вӗсен ӗҫӗсем Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ «Пирӗшти патне янӑ ҫыру» кӗнекере пичетленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() primamedia.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче ачасене шкулта вӗри апатпа тивӗҫтерес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Унта пысӑк хуласемпе районсенче апатлану комбиначӗсем пуррине, вӗри апата унтан турттарассине Алла Салаева вице-премьер пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах 8 районта йывӑртарах пулма пултарать. Вӗсем ачасене апатлантарас ыйтӑва татса паман иккен-ха. Ҫак хыпара илтсен руспублика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кӑмӑлсӑрланӑвне пытарман. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсене вӗри апатпа тивӗҫтерме ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин хушнине аса илтернӗ. Ҫак енӗпе йӗркене пӑсакан пуҫлӑхсен явап тытма тивесси пирки асӑрхаттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Dshalikov.livejournal.com сайтри сӑн ЧР Культура министерстви Роспотребнадзора архивсене, музейсене, кинотеатрсене тата кинозалсене уҫма ирӗк пама ыйтнӑ. Ҫавӑн пекех театрсемпе концерт ӗҫӗ-хӗлне ҫӗнӗрен йӗркелеме ыйтнӑ. Кӑшӑлвируспа кӗрешессипе ӗҫлекен оперштабӑн паянхи ларӑвӗнче ҫак ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Кинотеатрсене уҫма тӑхтанӑ, музейсемпе архивсене вара Роспотребнадзор ӗҫлеме ирӗк панӑ. Артистсем репетицисем ирттерме пултараҫҫӗ – ирӗк панӑ, анчах куракансен пулмалла мар. Алла Салаева вице-премьер каланӑ тӑрӑх, хушӑвӑн проектне хатӗрленӗ, Роспотребнадзор ӑна ырланӑ. Паян документа ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пусмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Slavdelo.dn.ua сайтри сӑн Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан 63 ҫулти арҫынна хӗрӗн кил-ҫуртне чӗртсе янӑшӑн суд тунӑ. Вӑл айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Арҫынна тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑпланӑ. Следстви палӑртнӑ тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кӑҫал ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫак арҫын ӳсер пулнӑ, Шӑрттан ялӗнчи хӗрӗ патне кӗнӗ. Хайхискерсем тем пайлайман пул, арҫын урайне бензин тӑкса шӑрпӑк тивертнӗ. Кил-ҫурт пурӑнма юрҫахсӑра тухнӑ, ашшӗ хӗрне 550 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |