Хулара
![]() mosgortrans.ru сайтри сӑн Мускаври усӑ курнӑ троллейбуссене Чваш Ене илсе килӗҫ. Вӗсем пирӗн республикӑна тӳлевсӗрех лекӗҫ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинчен 16 троллейбус илсе килӗҫ. Вӗсене Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче пайлӗҫ. Транспорт 2013 ҫулта туса кӑларнӑскер. Вӗсене Чӑваш Ене кӑҫал тӑваттӑмӗш квартал тӗлне илсе ҫитерӗҫ. Мускаври транспорт ҫӳллӗ мар, унта халӑх нумай кӗрет - 100 ҫын таранах. Пӗтӗмпе 26 лармалли вырӑн. Сусӑрсем валли – икӗ вырӑн. Троллейбус автономи мелӗпе ҫӳреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() cheb.ru сайтри сӑн Кӑҫал «Вилӗмсӗр полк» акцие утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑччӗ. Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ӑна эпидемиологи лару-тӑрӑвне шута илсе ирттермелле, дистанцие пӑхӑнмалла. Кӑҫал пирӗн республика акцие виртуаллӑ майпа хутшӑннӑ. Урам тӑрӑх паттӑрсен потретне йӑтса утасси пирки сӑмах та ҫук – Чӑваш Ен ун чухнех ӑна ирттерме хирӗҫленӗ. Раҫҫейре «Вилӗмсӗр полка» ҫитес ҫул ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирттерме сӗннӗ. «Раҫҫейри Вилӗмсӗр полк» тӗп штабӗн сопредседателӗ Елена Цунаева пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие ҫынсем ҫемйипех хутшӑнни, пурте юнашар утни – тӗп самантсенчен пӗри. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Анатолий Аксаков 12 ҫӗршывра «Мир» наци карттипе тӳлеме май килӗ. Ку хыпара «Дума ТВ» канала РФ Патшалӑх Думин финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков пӗлтернӗ. «12 ҫӗршывпа кирлӗ килӗшӳсем тунӑ. Вӗсенче «Мир» карттӑпа тӳлеме май килӗ. Сӑмах чи малтанах Евроази союзӗнчи ҫӗршывсем пирки пырать. Унсӑр пуҫне пирӗн туристсем канма каякан ҫӗршывсем – Турци, Египет, Кипр», – тенӗ Анатолий Аксаков. Дума комитечӗн ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, Европӑри хӑш-пӗр ҫӗршыв та «Мир» карттӑпа тӳлеме май туса парасшӑн. Аса илтерер: VISA тата MasterCard тӳлев тытӑмӗн транзакцийӗ хӑрушсӑр мар тесе пирӗн ҫӗршывра наци карттине шухӑшласа кӑларӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Паян «Россия 1» (чӑв. Раҫҫей 1) ирхи 9 сехет те 30 минутра Галина Изратова ӳнерҫӗне халалланӑ фильм эфира тухнӑ. «Илемлӗ ҫынччӗ Галя. Черчен чунлӑ чечен хӗрарӑмччӗ. Унӑн тӑмран, кӗҫҫерен, пусмаран ӑсталанà кӗлеткисем ытла та селӗмччӗ – чӗм вӗрсе кӗртетчӗ тейӗн вӗсене маҫтӑр...», – тесе ҫырнӑ Фейсбукра Марина Карягина тележурналист, сценарист. «Халӑх хӗрӗ» ярӑмри фильма пӑхма сӗнетӗп. Ӑна Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗ Галина Изратова ӳнерҫӗ пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑранпа 3 ҫул ҫитнине асӑнса хатӗрлес терӗм», – пӗлтернӗ чӑваш тӗнчинчи пултаруллӑ та кӑсӑклӑ ҫынсемпе паллаштаракан тележурналист. Галина Изратова Елчӗк районӗнчи Кавалта ҫуралнӑ. Галинӑн аппӑшӗ Татьяна Шаркова та – ӳнерҫӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Галина Васильевна хӑйӗн пуканийӗсене тӑмран, кӗҫҫерен, ҫӗтӗкрен, йывӑҫран тунӑ. Вӗсем чунлӑ-юнлӑ тейӗн пулса тухнӑ. Ӑста пурнӑҫран йывӑр чире пула уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче «Населенные пункты Чувашской Республики. 1917–2019 годы» кӗнеке пичетленнӗ. Администраципе территори пайланӑвӗпе ҫыхӑннӑ справочника В.А. Нестеров, Ф.Н. Козлов, О.В. Александрова пухса хатӗрленӗ. Редакторӗ – В.В. Степанов. Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн тиражӗ – 1000 экземпляр. Ҫавӑн йышши справочник 1981 ҫулта пичетленнӗ-ха. Ӑна В.А. Нестеров пухса хатӗрленӗ. Унта 1917– 1981 ҫулсенче кӑтартусене кӗртнӗ. Хальхи кӗнекене хатӗрленӗ чухне 1981–2019 ҫулсенче пулса иртнӗ улшӑнусене шута илнӗ. Кӗнекере ялсемпе хуласен ячӗсем, вӗсен категорийӗ, унта пурӑнакансем хӑш наци ҫынни пулни, хӑш территорие кӗни вырӑн тупнӑ. Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, справочникӑн тӗп пайӗсенчен пӗри – ятсене алфавит йӗркипе кӑтартни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Республикӑри пултарулӑх коллективӗсене 2021 ҫулта пурнӑҫа кӗртмелли проектсем валли Чӑваш Ен Элтеперӗн укҫине парӗҫ. Кашни коллектива 2 миллион та 800 пин тенкӗшер лекӗ. «Кӗмӗле» тивӗҫнӗ организацисен шутӗнче – Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ (ертӳҫи – Юрий Васильев). Вӑл «Сурский рубеж. Помни. Знай. Не забывай» (чӑв. Сӑр чикки. Асту. Пӗл. Ан ман) театрализациленӗ концерт программи хатӗрлӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Наталия Сергеева режиссер ертсе пынипе Михаил Сунтал пьеси тӑрӑх «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун!» спектакль лартӗ. Чӑваш патшалӑх филармонийӗ (ертӳҫи – Николай Казаков) «Очень добрая сказка про очень серого волка» – интерактивный мюзикл для детей и взрослых» проекта пурнӑҫа кӗртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫулла ҫитсен халӑх ҫутҫанталӑкра канма юратать. Анчах хӑшӗсен хӑйсем хыҫҫӑн йӑлари хытӑ каяш пӑрахса хӑварас йӑла пур. Утӑ уйӑхӗн 8 тата 11-мӗшӗсенче Изьяр кӳлли тавра тирпей-илем кӗртме пуҫтарӑннӑ. Асӑннӑ кӳлӗ Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗн шутланать. Вӑл лесничествӑн ҫурҫӗр участокӗн 50-мӗш кварталӗнче пуҫтарӑннӑ. Ҫутҫанталӑка сыхлассипе ҫыхӑннӑ акцие «Шупашкарти вӑрман хуҫалӑхӗ» бюджет учрежденийӗ, «Вӑрман хуралӗ» хысна учрежденийӗ тата «ВТБ» банкӑн Шупашкарти операци офисӗ хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе 30 ҫын пуҫтарӑннӑ. Экологи акцийӗн вӑхӑтӗнче 16 кубла метр каяш пухнӑ. Ятарлӑ техникӑна «Заволжье» МУП ятарлӑ техника уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ирхи 1 сехет те 28 минутра Шупашкарта мотоциклист инкеке лекнӗ. Карл Маркс тата Воробьев композиторсен урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта, светофор симӗс тӗспе ҫуннӑ чухне, «HONDA» мотоцикла тытса пыракан ҫамрӑк арҫын тимӗр карта ҫине пырса кӗнӗ. 33 ҫулти арҫын вилнӗ. Инкек вырӑнне йӗрке хуралҫисем пырса ҫитнӗ. Вӗсем мотоциклистӑн прави тата ОСАГО страхламалли полис ҫуккине палӑртнӑ. 33 ҫулти арҫын, вӑл Канаш районӗнчен пулнӑ, транспортпа ҫӳреме права пулман. Ӑна унсӑр хӑварнӑ. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пулса иртнӗ инкек сӑлтавне палӑртассипе йӗрке хуралҫисем малалла ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Куславкка районӗнчи пӗр ҫыннӑн пахчинче мӑкӑнь ӳснӗ. Пурӗ 106 тӗм. Ҫавна полицин участокри уполномоченнӑйӗ асӑрханӑ. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 50 ҫулти кил хуҫмэи пахчара мӑкӑнь ӳснине курнӑ. Анчах йӑран ҫумланӑ чухне вӑл ӑна тӗкӗнмен. Кӑштахран мӑкӑне йӗрке хуралҫи асӑрханӑ хыҫҫӑн кил хуҫи тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерстви пахчара мӑкӑнь тата кантӑр ӳстерме юраманни, асӑрхасан ӑна ҫумласа тӑкмалли пирки аса илтерет. Ахальлӗн саккун РФ Пуҫиле кодексӗн 231-мӗш статйипе килӗшӳллӗн явап тыттарма ирӗк парать. Вӑл статьяпа 300 пин тенкӗ таран штрафлама е 2 ҫул таран хупса хума юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри ҫамрӑксене иртнӗ ҫулшӑн патшалӑх премине парассине ӗнер савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура пӗлтернӗ. Укҫана тивӗҫнӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа Правительство ҫуртне йыхравланӑ. Преми илме 61 ҫын 34 ӗҫ тӑратнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, темиҫе авторӑн пӗрлехи ӗҫӗ те пулнӑ. Сӑмахран, Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн «Агровыбор» пресс-центрӗн тӑрӑшулӑхне, унта «Агровыбор Чувашии» информаципе аналитика журналӗ кӑларса тӑнине палӑртнӑ. Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗ ята иртнӗ ҫулшӑн пурӗ 29 ҫамрӑка пама йышӑннӑ. Вӗсем – тӗрлӗ отрасль пайташӗсем: литературӑпа ӳнер, культурӑпа журналистика, сывлӑха сыхлас ӗҫ тата спорт... Премие И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тӑрӑшакансемпе вӗренекенсем уйрӑмах йышлӑн тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |