Сывлӑх
![]() Шупашкарта Саранскри, Питӗрти тата ытти хӑш-пӗр хулари пек пульница пулӗ. Тӗрӗсрех каласан, унтисен проектне тӗпе хурса тӑвӗҫ. Шупашкарта тума палӑртнӑ нумай профильлӗ 1000 вырӑнлӑх поликлиника проектне ытти регион тӗслӗхне шута илсе хатӗрлеме йышӑннӑ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин ӗҫченӗсем Хусанти, Саранскри, Питӗрти тата Курскри ҫавӑн пек пульницӑсемпе маларах паллашнӑ. Ҫӗнӗ пульница хальхи вӑхӑт ыйтнисене шута илсе ҫӗкленӗ. Паллах, оборудовани те унта хальхи йышши пулӗ. Хатӗр проект ӗҫе хӑвӑртрах кӳленме май парӗ. Шупашкарта ҫӗнӗ пульница кирлине республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче Мускавра пулнӑ чух Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗпе Наталья Хороваяпа сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Республикин Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаева суйлава хутшӑнма ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем 24 миллион тенкӗ пухса панӑ. 725 пин тенкине ҫынсем пухнӑ, 23 миллион та 625 пинне – юридици сӑпачӗсем. Тепӗр 50 пин тенкине Олег Алексеевич кӗсйинчен кӑларнӑ. Укҫа нумай пухӑннӑ, 8 миллион тенкине каялла та тавӑрса пама тивнӗ. Паянхи кун тӗлне Олег Николаев пичет материалӗсене кӑларма, сарма 3 миллион та 288,5 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Алӑ пуснине пуҫтаракансем валли 198 пин тенкӗ кайнӑ. 205 пин тенкӗ суйлавҫӑсен алӑ пуснине йӗркелес ӗҫе тӑкакланнӑ. Информаци тата кунсультаци 190 пин тенке кайса ларнӑ. Тепӗр 4 миллион та 475,7 пин тенки ытти расхута саплаштарнӑ. Ҫапла майпа 8 миллион та 240,7 пин тенкӗ юлнӑ. Ытти кандидатсем, Александр Андреевпа Сергей Матвеев, хӑйсен 30 пинне тӑкакланӑ. Николай Степанов 100 пин тенкӗ хурса 28 пинне пӗтернӗ. Константин Степанова ЛДПР суйлава хутшӑнма 500 пин панӑ. Хальлӗхе 28 пинне тӑкакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкрати Иван Яковлев проспектне каярах хута ярса пӗтерӗҫ. Асӑннӑ проспекта лаптӑкӑн-лаптӑкӑн юсаса пычӗҫ. Кӑҫал ӗҫсене Кӑнтӑр поселокӗ тӗлӗнче пурнӑҫларӗҫ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе вӑхӑтра вӗҫлеме ҫумӑр час-час ҫуса тӑни кансӗрленӗ. Тӑпра типӗ мартан тротуар пахалӑхӗ начар пулать тесе васкаман. Ҫавна май «Никитин урамӗ» чарӑну тӗлӗнчи тротуара тата чарӑнӑва туса пӗтереймен. Шупашкарти Сӑкӑт кӗперӗ ҫинче те юсав ӗҫе малалла пырать. Унти асфальта тӗрӗсленӗ те пахалӑхӗ тивӗҫтермен. Ҫавна май ҫул-йр организацийӗн хӑйӗн шучӗпе ӑна ҫӗнӗрен сарма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен хушшинче йывӑррисем те пур. Унашкаллисем – 19 ҫын. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов вӗсене йывӑр чирлӗ пациентсем тенӗ. Республикӑра пӗтӗмпе 7448 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 6114-шӗ сывалнӑ. 68 ҫын вилнӗ – ку статистика, телее, юлашки кунсенче улшӑнман. 978 ҫыннӑн чирӗ хӗрӳ самантра, вӗсем сипленеҫҫӗ. Паян кӑшӑлвирус сарӑлас енӗпе кӗрешекен оперштаб ларӑвӗнче республикӑра аттракционсемпе суту-илӳ центрӗсене уҫасси пирки калаҫнӑ. Вӗсене ҫитес вӑхӑтра уҫма пултарӗҫ. Чӑваш Енре кӑшӑлвирус сарӑлнин коэффициенчӗ 1-пе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Doorinworld.ru сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр ача пахчинче инкек пулнӑ. Ӗҫ кунӗ вӗҫленнӗпе пӗрех ӗнтӗ – унта тӑрӑшакан воспитательница вилнӗ. Инкек Лермонтов урамӗнчи 45 ача пахчинче пулнине пӗлтереҫҫӗ. 17 сехетре унта ҫурт умне васкавлӑ медпулӑшу машини, полицейскисем килнӗ. Каярахпа судмедэкспертсем те ҫитнӗ. «Чудесинка» ятлӑ ача пахчинче вопитательница ӗҫ вырӑнӗнчех вилнӗ. Следовательсем хӗрарӑм мӗншӗн вилнине уҫӑмлатаҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм вилнӗ тӗслӗхре криминал ҫук. Халӗ процессуаллӑ тӗрӗслев иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Тӑвай районӗнче ӗнер ҫул ҫинче авари пулнӑ, унта ачасем шар курнӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет. 15 сехет те 50 минутра Кивӗ Пуянкасси ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ, Канаш районӗнче пурӑнакан 28 ҫулти хӗрарӑм ҫул ҫинче велосипедпа пыракан 10-ри арҫын ача ҫине кӗрсе кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ача тепӗр енне каҫма шутланӑ, айккинелле пӑхман. Хӗрарӑм ун ҫине кӗрсе каяс мар тесе тӑрӑшнӑ-ха, анчах иномарка юпа ҫине пырса тӑрӑннӑ. Салонра вара 3 ача пулнӑ. Вӗсем – 1-5 ҫулсенче. Юрать, вӗсем ятарлӑ кресло ҫинче ларнӑ. Салонри ҫынсем кӑштах ҫеҫ суранланнӑ. Руль умӗнче хӗрарӑм урӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Юлашки кунсенче ҫынсем куртка тӑхӑнса ҫӳреме пуҫларӗҫ. Нивушлӗ кӗркуннехи ҫанталӑк пуҫланчӗ? Ҫулла тек килмӗ-и? Синоптиксем савӑнтараҫҫӗ – ҫуллахи ҫанталӑк тата пулӗ-ха. Юлашки 10 кун нормӑран 2-7 градус сивӗрех тачӗ. Кун пекки 23 ҫул пулман. Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗ ӑшӑ пулӗ. Вӑтамран 17-18 градус тӑрӗ, ку нумай ҫулхи кӑтартусенчен 3 градус ӑшӑрах. Ҫумӑр ҫумӗ. Ҫапах ҫитес шӑматкун ҫумӑр ӳкес хӑрушлӑх пур. Вырсарникун вара Чӑваш Енре 19-24 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче тата ӑшӑтӗ – термометр 25-27 градус кӑтартӗ. Юнкун ҫумӑр ҫӑвас, аслати авӑтас хӑрушлӑх пур. Малалла татах шӑрах кунсем тӑрӗҫ, сывлӑш температури 28 градуса та ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти йӗрке хуралҫисенчен 43 ҫулти арҫын пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл вӗсене велосипед ҫӗтни пирки пӗлтернӗ. Арҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, велосипеда подъездра хӑварнӑ. Йӗрке хуралҫисем велосипеда шырама пуҫӑннӑ. Вӑрах нушаланма тивмен. Часах вӑрӑ йӑрӗ ҫине ӳкнӗ. Велосипеда Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти арҫын куҫ хывнӑ тесе шухӑшланӑ. Судпа унччен те айӑпланнӑ арҫын вӑрӑ тунӑ вырӑнтан аякрах та пулман. Ӳсӗрскере патрульпе пост службин ӗҫченӗсем юнашар ҫурт умӗнче асӑрханӑ. Велосипеда вӑрланӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ. 17пин тӑракан пурлӑха хуҫине хуҫине тавӑрса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() aminoapps.com сӑнӳкерчӗкӗ Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Кугеси | Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ | Халӑх канашӗ) пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑшӗсен ачисем ҫӳп-ҫапа чӳречерен ывӑтаҫҫӗ. «Хисеплӗ ашшӗ-амӑшӗ, хӑвӑр ачӑрсене ҫӳп-ҫапа витрене пеме хӑнӑхтарӑр тархасшӑн. Урама мар, витрене. Сирӗн витре пурах пулӗ. Паян Совет урамӗнчи 100-мӗш ҫуртри хваттер чӳречинчен шкул ҫулӗсенчи пӗр ача кола кӗленчисене, чипс тата соус хутаҫҫисене урама печӗ. Ашшӗ-амӑшӗ, ачӑрсемпе калаҫӑр!», – тесе чӗнсе каланӑ пӗри. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() wiki2.org/ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри АПК ветеранӗсен канашӗн пайташне Валентин Агафонова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑлама йышӑннӑ. Хушӑва паян, ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ. Валентин Агафонов 1935 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнчи Выползово ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗнче, Общество ӑслӑлӑхӗсен академийӗнче вӗреннӗ. Малтан Ҫӗрпӳри опытлӑ ял хуҫалӑх станцийӗнче ӗҫленӗ, парткомпа райком тытӑмӗсенче тӑрӑшнӑ. Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ тата министрӗ пулса ӗҫленӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗ Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. РСФСР Верховнӑй Совечӗн депутатне суйланнӑ. Унта вӑл Верховнӑй Совет ертӳҫин ҫумӗ те пулнӑ. Патшалӑх Думин депутатне те суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |