Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче кӗрхисене акма тытӑннӑ. Кӗрхисем валли 67,4 пин гектар ҫӗр, е планпа пӑхнин 64,4 процентне, хатӗрленӗ. Кӗрхисене акма 5 районта тухнӑ. Вӗсене 435 гектар (2019 ҫулхи ҫак кун тӗлне – 1,1 пин гектар) акнӑ. Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене вырасси те малалла пырать. Хальлӗхе 95,4 пин гектар вырнӑ, е планпа пӑхнин 32,7 процентне. Тӗштырӑна 332,4 пин тонна тӗшӗленӗ. Тухӑҫ вӑтамран гектар пуҫне 35,0 центнер тухать. Чи пысӑк тухӑҫ – Ҫӗрпӳ тата Красноармейски районӗсенче. Унта гектартан 48,9 тата 41,5 центнера ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Obzor-akvaparkov.ru сайтри сӑн Чӑваш Енер аквапарк тӑвасси пирки унчченех калаҫатчӗҫ. Анчах ӑна хӑҫан тата ӑҫта тӑвасси паллӑ марччӗ. Республикӑра хамӑрӑн аквапарк пулатех. Ҫакна республикӑн 2025 ҫулчченхи аталану программине кӗртнӗ. Эппин, планра пур-ха. Унсӑрӑн Чӑваш Енре пурӑнакансен аквапарка Хусана е Сочие каймалла. Чӑваш Енре аквапарк тӑвасси пирки ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Ӑна «Этникӑллӑ Чӑваш Ен» проектпа килӗшӳллӗн хута ярӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти «Университет» микрорайонта ҫӗнӗ чарӑнусен ячӗсене суйланӑ. Яланхиллех халӑхпа. Урамсен ячӗсемшӗн «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) порталта сасӑланӑ. Икӗ тапхӑрпа. Пӗтӗмлетӗве те асӑннӑ порталтах пӗлтернӗ. 1-мӗш чарӑнӑва «РНАн академикӗн Х. М. Миначевӑн урамӗ» теме йышӑннӑ, 2-мӗш чарӑнӑва — «Филипп Лукин урамӗ», 3-мӗш чарӑнӑва — «Университет-2», 4-мӗш чарӑнӑва — «Лесная» (чӑв. Вӑрман чарӑнӑвӗ). Шӑпах ҫак ятсемшӗн пӗрремӗш тапхӑрта ытларах сасӑланӑ та. Ҫав ятсене Шупашкарти урам-чарӑну ячӗсене суйлакан комисси пӑхса тухӗ. Маларах асӑннӑ чарӑнусем Раҫҫейӗн ӑслӑлӑх академийӗн академикӗн Х. М. Миначевӑн тата Филипп Лукин урамӗсене тунӑ май йӗркеленнӗ. Вӗсене авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне уҫмалла. Унтан ҫав чарӑнусене 32 тата 52-мӗш автобуссем ҫитме тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ача ҫурчӗсенче пурӑнакан Чӑваш Енри тӑлӑхсем ҫуллахи каникула ҫемьесенче ирттернӗ. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 23 ачана ҫуллахи вӑхӑтра ҫемьесем хӑнана йышӑннӑ. Ача ҫуртӗнче пурӑнакансене каникулта ҫемьене парас йӑла республикӑра унччен те пулнӑ. Унта лексем арҫын ачасемпе хӗрачасем ҫемьери ырӑ хутшӑнусене кураҫҫӗ, кил-тӗрӗшри ӗҫе пурнӑҫлама хӑнӑхаҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫулла пилӗк ача ҫемьере тӗпленнӗ. Ҫак уйӑх вӗҫлениччен тата тепӗр 4 ачана опекӑна илӗҫ. Ачасене хӑналанӑ ҫемьесем ҫавӑн пек тума йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() imgpng.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан 36 ҫулти хӗрарӑма ют ҫын карттипе усӑ курнӑшӑн суд тӑвӗҫ. РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ ӗҫе суда ярса панӑ. Республикӑн тӗп хулинче пурӑнакан арҫын хаваслӑ пӗр ушкӑнра хӗрарӑмпа паллашнӑ. Те хӗрарӑм ҫав териех килӗшнӗ ӗнтӗ — вӑл ӑна хӑйӗн банк карттине кӑларса тыттарнӑ. Парольне те каланӑ. Унпа ӑна лавккана «хаяррине» туянма ӑсатнӑ. Хӗрарӑм эрех илнипех ҫырлахман. Хӑйне валли ҫи-пуҫ, сӑрланмалли туяннӑ. Пурӗ 30 пин тенкӗ пӗтернӗ. Арҫынна кун пирки шарламан. Смс та хыпарламан — карттӑ хуҫи ун пек пулӑшупа усӑ курман. Карттӑ ҫинчен самай укҫа ҫухалнине арҫын темиҫе кунтан ҫеҫ сиснӗ. Хӗрарӑмран укҫана ыйтнӑ та лешӗ килӗшмен. Аптӑранӑ арҫын йӗрке хуралҫисене евитленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкарта ҫуралнӑ Дмитрий Марков Тула облаҫне ӗҫлеме куҫӗ. Унта вӑл Правительство ертӳҫин ҫумӗн должноҫне йышӑнӗ. Тулӑра Чӑваш Ен сывлӑх сыхлав, мировой тӳресемпе загс органӗсен ӗҫне сӑнаса тӑрӗ. Росздравнадзорӑн, Роспотребнадзорӑн регионти уйрӑмӗсемпе, социаллӑ страховани, медицина страховани фончӗсемпе килӗштерсе ӗҫлессишӗн те яваплӑ пулӗ. Дмитрий Марков 1970 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра сиплев ӗҫне алла илнӗ. Аслӑ шкулта, Шупашкар хула администрацийӗнче тӑрӑшнӑ, Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницин тӗп врачӗн ҫумӗ пулнӑ. 2013 ҫулта Мускав облаҫӗнче сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗнче, 2016-мӗшӗнче министрта тӑрӑшма пуҫланӑ. 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе Социаллӑ страховани фончӗн Мускав облаҫӗнчи уйрӑмӗн пуҫлӑхӗнче вӑй хурать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти аэровокзала юсаса ҫӗнетме хатӗрлесси вӗҫленсе пырать. Аэропорт Инстаграмра хыпарланӑ тӑрӑх, хатӗрленӳ ӗҫӗн чи вӑрӑм тапхӑрне пӗтернӗ. Проектпа смета документацине патшалӑх экспертизи витӗр тухма панӑ. Пулас терминалӑн проектне экспертсем виҫӗ уйӑх хушшинче хакласа пӗтермелле. Аэропортра палӑртнӑ тӑрӑх,аэровокзал комплексне юсаса ҫӗнетес ыйтӑва 2016 ҫулта «Аэрофьюэлз» компани пуҫарнӑ. Ҫав тӗллевпе аэропорта «Международный аэропорт Чебоксары» (чӑв. Шупашкарти халӑхсем хушшинчи аэропорт) тулли мар яваплӑ обществӑна, уйрӑм ҫын аллине, панӑ. Хуҫа улшӑннӑ хыҫҫӑн пассажирсене турттарасси виҫӗ хут ӳснине ӗнентереҫҫӗ. Аэровокзала «Аэрофьюэлз» компани хӑйӗн укҫипе юсаса ҫӗнетӗ. Ун валли федераци е республика хыснинчен кӗмӗл ыйтмӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() chips-journal.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницисенче ҫынсем мӗн ҫырнине вуласах тӑрать. Мӗнпур ыйтӑва хӑй хуравлама ӗлкӗреймесен те яваплӑ ведомствӑсем вӗсене сӑнаса тӑнине вӑл маларах пӗлтернӗччӗ. Хӑй те ҫынсен ыйтӑвӗсене тӑтӑш уҫӑмлатать. Ҫынсем пирӗн республикӑра аквапарк ҫукки пирки те ҫырнӑ. Хусана е Сочине кайма тивнине пӗлтернӗ. Хамӑр патрах тума май ҫук-ши тесе кӑсӑкланнӑ. Олег Николаев Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, «Этнослӑ Чӑваш Ен» проектпа килӗшӳллӗн Шупашкарта аквапарк тумалла. Ӑна республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн 2025 ҫулчченхи комплекслӑ программине кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре суя укҫасем тупса палӑртнӑ. Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта ун пеккисене 36 штук асӑрханӑ. Ҫав шутран 23-шӗ — 5 пинлӗххисем. Унсӑр пуҫне 1 тенкӗллисем 10 штук тупӑннӑ, 100, 500 тата 2000 тенкӗллисене — пӗрер. Сӑмах май, пӗлтӗрхи иккӗмӗш кварталта суя укҫана тата нумайрах асӑрханӑ. Ун пекки пурӗ 53 штук тупӑннӑ. Раҫҫейӗн Тӗп банкӗн Атӑл-Вятка тӗп управленийӗн Чӑваш Енри Наци банкӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр-пӗр укҫана шанмасан кирек епле банка кайса тӗрӗслеттерме пулать. Алла лекнӗ укҫа суя пулни пирки иккӗленмесен йӗрке хуралҫисене пӗлтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кӑшӑлвируса йывӑррӑн чирлесе ирттернисене санаторисенче 10-12 кун реабилитацилеме 45 пине яхӑн кайса ларӗ. Ҫынсене ҫав шутран 10-11 пинне ҫеҫ тӳлеттерӗҫ. Ытти тӑкака, пурӗ 70 процентне яхӑн, республика хӑй ҫине илӗ. 45 пине яхӑн путевка шучӗпе ҫынсене пысӑк квалификациллӗ тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳме, сиплев процедурисене туса ирттерме шантараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне кунне пилӗк хутчен апатлантарӗҫ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен стационарсенче 2 пин ытла ҫын реабилитаци витӗр тухайӗ, унсӑр пуҫне кӑнтӑрлахи стационарсенче тепӗр ҫавӑн чухлӗ ҫынна пулӑшӗҫ. Ку цифрӑсене республикӑн Правительствин вице-премьерӗ Алла Салаева тунтикунхи планеркӑра асӑнса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |