Политика
![]() amp.ukrainianwall.com сайтри сӑн Правительство аккаунчӗсене тытса пымалли йӗркене палӑртнӑ. Ку енӗпе вӗсене ЧР Министрсен Кабинечӗен председателӗн ҫумӗ Алла Салаева сӑнаса тӑрӗ. Сӑмах «Пӗркласрисем», «Конактра», «Фейсбук», «Инсаграм» халӑх тетелӗсенчи правительство аккаунчӗсем пирки пырать. Вӗсене тытса пынӑ чухне текстсемпе, сӑнӳкерчӗксемпе, инфографикӑсемпе, карточкӑсемпе, анимацисемпе, видеосемпе усӑ курмалла, тӳрӗ эфира тухмалла, ыйтӑмсем тумалла. Постсен тексчӗсене ахаль ҫынна ӑнланмалла ҫырмалла. Чӑваш Республикин страницисем ҫинче эрнере Элтепер тата Министрсен Кабинечӗн ӗҫне кӑтаратакан 10 постран кая мар пулмалла, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен - 5 постран кая мар. Аккаунта пӑхса тӑракан ҫынсем ҫырнӑ спам-рассылкӑсене, хӑртса ҫырнисене, усал сӑмахпа усӑ курнӑ комментарисене тасатмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() goodfon.ru сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Пӑрмас ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире ача шар курнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл автомашина водителӗ руле итлеттереймен – транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та грузовикпе ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл автомашина рулӗ умӗнче Питӗрти 33-ри арҫын пулнӑ, грузовикре – Ростоври 35 ҫулти арҫын. Хыҫалта ларнӑ ача суранланнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу киличчен вӑл тӑнне ҫухатнӑ. Тухтӑрсем ӑна шина хунӑ, ыратнине ирттерекен укол тунӑ, ӳпкене сывлаттармалли аппарат лартса пульницӑна, Шупашкара, илсе кайнӑ. Вӗсене хирӗҫ реанимаци машини тухнӑ. Ҫур ҫулта вӗсем тӗл пулнӑ, реанимаци мероприятийӗсем ирттерсе ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ вӑл реанимаци уйрӑмӗнче выртатать, сывлӑхӗ йывӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх филармони ҫуртне юсаса ҫӗнетесси графикпа килӗшӳллӗн пулса пырать. Кун пирки Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтерет. Хальхи вӑхӑтра унта территорие хӑтлӑлатас ӗҫсене пурнӑҫланӑ. Тротуарсене сарнӑ, монолит лапамсене бетонланӑ. Стенасене штукатуркӑлаҫҫӗ, ҫуртӑн стенисене урам енчен керамогранитпа витеҫҫӗ, ытти ӗҫе пурнӑҫлаҫҫӗ. «Реконструкци графикпа килӗшӳллӗн пырать. Мӗнпур ӗҫе кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче вӗҫлесшӗн», – тенӗ ЧР Культура министерствин культура еткерлӗхне хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ Евгений Гришин Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ. «Ҫӗнӗ концерт залӗнче хальхи вӑхӑтри ҫутӑ тата сасӑ оборудованийӗ вырнаҫтармалла», – тенӗ филармони пуҫлӑхӗ Николай Казаков. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑри икӗ организаци валли пуҫлӑх шыраҫҫӗ. Пӗрин валли конкурса республикӑн Финанс министерстви ирттерет, теприн валли — Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви. «Республикӑри бухгалтер учечӗн центрӗ» хысна учрежденин ертӳҫин экономика пӗлӗвӗллӗ пулмалла, финанспа бухгалтери енӗпе ӗҫлени тата ертсе пыракан должноҫсенче 5 ҫултан кая мар тӑрӑшни кирлӗ. Конкурса хутшӑнакансен докуменчӗсене утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ҫӗрпӳри ветеринарипе санитари утилизаци завочӗн пуҫлӑхӗ пулас текенсен документсене утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пама юрать. Кандидатӑн специалитетран кая мар е магистратура шайӗллӗ пӗлӳ пулмалла, ертсе пыракан должноҫра 5 ҫултан кая мар ӗҫлени те пӗлтерӗшлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ял хуҫалӑх таварне туса илекенсен техника ҫӗнетме кӑҫал майсем анлӑрах. Ку хыпара Чӑваш Ен ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Фейсбукра пӗлтернӗ. Министр хыпарланӑ тӑрӑх, ял хуҫалӑх техникине туяннин 40 процент таран саплаштараҫҫӗ. Техника туянассин хисепӗ 112 единица хушӑннӑ. Техника туянма патшалӑх пулӑшни хаклӑ техника, трактор тата комбайн илнӗ чух пушшех кирлӗ. Вӗсене туянасси пӗлтӗрхинчен 1,9 хут нумайланнӑ. Сӑмах май каласан, ял хуҫалӑх предприятийӗсенче выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ. Утӑ ҫинче Куславкка, Шӑмӑршӑ тата Ҫӗмӗрле районӗсем уйрӑмах хастар. Вӑрнар, Шупашкар, Елчӗк районӗсем те хӑвӑрт ӗҫлеҫҫӗ. Хуҫалӑхсенче сенаж тата силос хатӗрлессипе те ҫине тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ (кӗскен — ТСК) республика Элтеперӗн пукане йышӑнас кӑмӑллисенчен документсем малалла йышӑнать. Республика ертӳҫин пуканне тӗмсӗлекенсен ретӗнче тивӗҫлӗ канури ҫынсем те пур. Маларах Пенсионерсен партийӗн пайташӗ Николай Степанов ҫав ӗмӗтлине пӗлтернӗччӗ. Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 61 ҫулти Николай Коклейкин ваккат документсем тӑратнӑ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн унчченхи созывӗнче вӑл ТСКн пайташӗ пулнӑ. Ӑна унта Коммунистсен партийӗ сӗннӗ. Халӗ вара Коклейкин коммунистсемпе хӑйне нимӗн те ҫыхӑнтарманнине ӗнентернӗ. Суйлава вӑл хӑй тӗллӗн хутшӑнать. Апла пулин те ытти парти пулӑшасса шаннине пытарман. Мускав тӑрӑхӗнче вӗрентӳ тата консалтинг енӗпе ӗҫлесе пурӑнакан 46 ҫулти Андрей Ильдеменов та документсем тӑратнӑ. ТСКна вӑл виҫӗ хутчен ҫитнӗ, виҫҫӗмӗшӗнче ӑннӑ, документсем йӗркеллех пулнине кура унӑн хучӗсене йышӑннӑ. Элтепер пулас ӗмӗтлисем хальлӗхе ҫаксем: Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев, «Раҫҫей патриочӗсем» парти пайташӗ Сергей Матвеев, «Раҫҫейри пенсионерсен социаллӑ тӗрӗслӗхшӗн партийӗн» пайташӗ Николай Степанов, Шупашкарта пурӑнакан Юрий Шакеев, Николай Коклейкин тата Андрей Ильдеменов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарти Мускав районӗнче улттӑмӗш хӗрарӑм ӗнтӗ килте ача ҫуратнӑ. Ку хыпара асӑннӑ хулари Мускав район администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ. Шупашкар хулинчи Мускав районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм килте ҫӑмӑлланнӑ. Ҫут тӗнчене ывӑл килнӗ. Ача ҫурални ҫинчен калакан свидетельствӑна илме вырӑнти загс уйрӑмне пепкен ашшӗ пынӑ. Вӑл Раҫҫей Федерацийӗн «Граждан тӑрӑмӗсен акчӗсем ҫинчен» саккунӑн 14-мӗш тата 16-мӗш статйисене тӗпе хурса хӑйӗнпе пӗрле кӳнтелене чӗннӗ. Кӳнтелен ача ҫуралнине ӗнентерме кирлӗ пулнӑ. Телейлӗ ашшӗ-амӑшне загс ӗҫченӗсем саламланӑ, ача ҫурални ҫинчен калакан свидельство тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 5025 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине шута илнӗ. Кунта сӑмах пандеми пуҫланнӑ хыҫҫӑнхи тапхӑр пирки пырать. COVID-19 диагнозӗллӗ тата тепӗр 52 ҫынна шута илнӗ паян. Пандеми пуҫланнӑранпа 2882 ҫын сывалнӑ. Анчах вилекенсем те пур. Паянхи кун тӗлне хурлӑхлӑ ҫакӑн пек 31 тӗслӗхе шута илнӗ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче районсемпе хуласенчи лару-тӑрӑва тишкерекен таблица та хатӗрленӗ. Анчах ӑна паян ҫӗнетсе ӗлкӗрейменччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнчине тишкерсен хӑш-пӗр цифрӑна илсе парар. Улатӑрта 139 ҫын чирлине шута илнӗ, Патӑрьел районӗнче – 131 ҫын, Комсомольски районӗнче – 153, Хӗрлӗ Чутай районӗнче – 149, Шупашкар районӗнче – 225. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Александр Сурин (1955- 2018) ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнӗ. Александр Сурин – Чӑваш Енӗн паллӑ культура ӗҫченӗ. Вӑл чӗрӗк ӗмӗр ытла Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ пулса тӑрӑшнӑ. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ хӑйсен ӗҫтешӗ пулнӑ сцена ӑстине вылякан пукане ӳнерне тата профессилле театра аталантарассине пысӑк тӳпе хывнӑ тесе хаклаҫҫӗ. Александр Сурин пукане театрӗнче профсоюз комитетне чылай ҫул ертсе пынӑ. Ӳнер учрежденийӗн илемлӗх канашне темиҫе хут та суйланнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-90-мӗш ҫулӗсенче вӑл Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн правленийӗн пайташӗ, актерсен «Антракт» клубӗн пайташӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() yandex.com сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Великобританирен Чӑваш Ен ҫыннисене тӑван ҫӗршыва илсе килнӗ. Кӑшӑлвирус пандемине пула ҫӗршывпа ҫӗршыв хушшинче самолетсем вӗҫме чарӑнсан ентешӗмӗрсем ют ҫӗрте тӑрса юлнӑ. Вӗсене тӑван тӑрӑха таврӑнма ҫӗршыв шайӗнче пулӑшаҫҫӗ. Ҫӗртмен 26-мӗшӗнче Великобританирен Мускава килнӗ самолетра пирӗн республикӑри икӗ ачапа икӗ ҫын пулнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗ каҫхине Италирен Чӑваш Ен ҫыннисем иккӗн таврӑннӑ. Ют ҫӗршывран килнисене Муркаш районӗнчи санаторисенчен пӗрне обсерватора ӑсатнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне 245 ҫын Раҫҫей тулашӗнче тӑрса юлнӑ, ҫав шутра – 32 ача. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнченпе тӑван тӑрӑха пирӗн республикӑри 147 ҫынна таврӑнма пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |