Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Ҫулпа ҫутӑ ҫуккишӗн Путина евитленӗ

Сутатӑп "Ваттисен чавашла-вырăсла сăмахĕсемпе каларăшсем", иккĕмĕш кăларăм, ав...
Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Таисия Ташней 08.10.2021 19:03 | 232 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ
cheb.ws сайтри видеоран илнӗ скриншот
cheb.ws сайтри видеоран илнӗ скриншот

Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнчи Загорское коттедж посёлокӗнче пурӑнакансем ӗнер, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, ҫӗршыв ертӳҫи ячӗпе видеоҫыру хатӗрленӗ. Сӑмах май, ӗнер Владмир Путинӑн ҫуралнӑ кунӗ пулнӑ.

Загорское коттедж посёлокӗнче пурӑнакансем яла пыма йӗркеллӗ ҫул ҫуккишӗн, урамсенче ҫутӑ ҫуккишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Ҫавна май общество транспорчӗ тата шкул автобусӗ ҫӳремест иккен.

«Пирӗн посёлок патне ҫитме ансӑр ҫулсем ҫеҫ, вӗсем ГОСТ ыйтнине тивӗҫтермеҫҫӗ. Общество транспорчӗн чарӑнӑвне 4 километр ытла утмалла. Пирӗн тротуарсем те ҫук. Посёлокра ватӑ ҫынсем нумай», — ӑнлантарнӑ вырӑнти хастарсенчен пӗри.

Асӑннӑ посёлокӑн застройщикӗ — «Удача» компани — инженери инфраструктурине тума шантарнӑ та пурнӑҫа кӗртмен.

#пӑтӑрмахсем, #Ҫӗньял, #Ӑстакасси, #Шупашкар районӗ, #строительство, #ҫул-йӗр

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb.ws/news.htm?shownews=261556
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкар районӗнче икӗ машина ҫапӑннӑ
2021, 01, 10
Чаканар ялӗ ҫывӑхӗнче ҫапса хӑварнӑ хӗрарӑм вилнӗ
2021, 02, 28
Карачура ҫывӑхӗнче авари пулнӑ: пӗр ҫын вилнӗ
2021, 06, 10
Хӗрарӑмсем те ӳсӗрле руль умне лараҫҫӗ
2021, 08, 28
Трактор ҫаврӑнса ӳкнӗ, водитель аяла пулса вилнӗ
2021, 09, 18

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org