Культура
![]() Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ «Чӑваш тӗрри – халӑх пуянлахӗ» курав уҫӑлнӑ. Ӑна халӑх пултаруллӑх кафедри тата «Паха тӗрӗ» фирма йӗркеленӗ. «Паха тӗрӗ» фирма директорӗн ҫумӗ Маргарита Павлова «Паха тӗрӗ» фирмӑн кунӗ-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑ пулӑмсемпе паллаштарнӑ. Ҫак паллӑ предприятипе хӑйсен кун-ҫулне Е. Ефремова, М. Симакова, Т. Петрова, Анастасия Андреева тата ытти нумай художник ҫыхӑнтарнӑ. Вера Архипова пӗлтернӗ тӑрӑх, культурӑпа ӳнер институчӗн доценчӗсем Зинаида Вороновӑпа Раиса Васильева халӑх-йӑли йӗркине, хӑйне евӗрӗ тӗррине, ҫи-пуҫне упраса хӑварас тата ҫак ӗҫе ҫамрӑксене явӑҫтарас тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |