Чӑвашлӑх
![]() Чӗмпӗр хулинче Чӑваш ҫыравҫисен регионсен хушшинчи конференцийӗ иртет. Культура мероприятине Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи ҫыравҫӑсем кӑларса тӑракан «Атӑл юрри» журналӑн 1-мӗш номерӗ тухнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конференцие Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ тата «Канаш» хаҫат редакцийӗ тӑрӑшнипе йӗркеленӗ. «Атӑл юрри» журнала редактор пулса 100 ҫул каялла паллӑ чӑваш публицисчӗ, поэчӗ, куҫаруҫи, этнографӗ, фольклорисчӗ Алексей Прокопьев (Милли) кӑларнӑ. Асӑннӑ литература журналӗ пуҫарнӑ ӗҫе «Илемлӗ литература», «Сунтал», «Ялав», «Тӑван Атӑл» журналсем тӑснӑ тесе калама юрать. Халӗ ӑна Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи хастарсем кӑлараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |