Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Экономика
edu.vgsa.ru сӑнӳкерчӗкӗ
edu.vgsa.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Федераци хыснинчен Чӑваш Ене укҫа килсе ҫитнӗ. Кун пирки республикӑн Финанс министерстви паян пӗлтернӗ.

Мускавран 1,3 миллиард тенкӗ килнӗ. Вӑл тупрана кӑшӑлвирус инфекцине пула илеймен тӑкаксене саплаштарма уйӑрнӑ. Асӑннӑ укҫаран 192,2 миллион тенкине муниципалитетсене уйӑрса парӗҫ.

Чӑваш Ен Финанс министерстви районсемпе хуласем кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта илнӗ тупӑша тишкернӗ те, хушма укҫана 19 муниципалитета пама йышӑннӑ. Уйрӑмах пысӑк сумма Шупашкар хулипе Етӗрне районне тивӗҫӗ.

Маларах каланӑ тӗллевпе кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенче 13 муниципалитета 64,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Ҫапла вара хӑйсен тупӑшӗ чакнине пула муниципалитетсене кӑҫал хыснаран 256,3 миллион тенкӗ хушма укҫа панӑ.

 

Республикӑра
Николай Егоров. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Николай Егоров. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республики умӗнче хисепе тивӗҫнисене паян орденпа тата орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн регион аталанӑвӗн центрӗн ертсе пыракан ӗҫченне, паллӑ чӗлхеҫӗне, Николай Егорова тата Г.А. Ильенко ячӗллӗ «ЭЛАРА» ӑслӑлӑхпа производство комплексӗн директорӑн патшалӑх влаҫӗсемпе ҫыхӑну тытас енӗпе тӑрӑшакан ҫумне Наталия Партасовӑна чыслама йышӑннӑ. Асӑннӑ предприятин персонал тата режим енӗпе ӗҫлекен директорне Ольга Киселевӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ парӗҫ.

 

Сывлӑх

Шупашкар хулинче пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче монтажник ӳксе суранланнӑ. Вӑл газ кӗртес енӗпе ӗҫленӗ. Арҫын пусма ҫинче тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра монтажник асфальт ҫине 1,8 метр ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. 52 ҫултискер темиҫе ҫурӑм шӑммине суранлатнӑ. Ҫакна тухтӑрсем сывлӑха йывӑр сиен кӳни тесе хакланӑ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, предприятире хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнассишӗн тӗп инженер яваплӑ пулнӑ. Пусмана ҫирӗплетессишӗн те вӑлах яваплӑ тесе палӑртнӑ. Ҫавна кура тӗп инженер тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 142-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарнӑ.

Анчах суд пуҫиле ӗҫе чарса лартма йышӑннӑ, мӗншӗн тесен тӗп инженер маларах судпа айӑпланман, хӑйӗн айӑпне туллин йышӑннӑ, сывлӑха сиен кӳнине саплаштарнӑ. Суд тӗп инженера 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.

 

Республикӑра

Волонтерсен ӗҫне хакласа Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «Чӑваш Республикинче волонтерлӑха аталантарнӑшӑн» паллӑна туса хурасси ҫинчен калакан указ кӑларнине эпир утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: республика ертӳҫи документа нимеҫӗсемпе тӗл пулса калаҫнӑ чух алӑ пуснӑччӗ. Унсӑр пуҫне нимеҫӗсене Хисеп грамотипе те хавхалантарӗҫ.

Паян асӑннӑ паллӑпа Хисеп грамоти ҫинчен калакан положение ҫирӗплетнӗ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Кӑкӑр ҫине ҫине ҫакмалли паллӑна тивӗҫиччен Хисеп грамотиллӗ пулмалла. Хисеп паллипе чысланӑ хыҫҫӑн ҫулталӑк иртсен кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑпа хавхалантарма юрать.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян Канаш хула администрацийӗ ҫурт тӑрринчен рабочи ӳксе вилнине, унӑн ҫывӑх ҫыннисемпе хурланнине пӗлтернӗ.

Инкек утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнчех пулнӑ. Ҫав кунхине строительство организацийӗсенчен пӗри нумай хваттерлӗ ҫурт ҫивиттине сарнӑ. 18 сехет те 40 минутра рабочи ҫурт тӑрринчен, пиллӗкмӗш хутран, персе аннӑ. Йывӑр суранланнӑскере Канашри пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах арҫын унта ӗмӗрлӗхе куҫ хупнӑ.

Канаш хула администрацийӗ юсав ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чух йӗркене пӑхӑнмалли пирки аса илтернӗ. Пушар хыҫҫӑн шыв кирлӗ мар теҫҫӗ, апла пулин те асӑрхаттарни ытлашши пулас ҫук-тӑр. Хӑрушсӑрлӑх мерисене яваплисем туллин пӑхӑнманни пысӑк инкекпе вӗҫленет.

 

Культура
Кӗнеке хуплашки
Кӗнеке хуплашки

«Йӗкрешсен пурнӑҫӗнчен» — ҫапла ят панӑ Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай серб халӑхӗн ку чухнехи паллӑ ҫыравҫин Милутин Джуричкевичӑн хӑй чӑвашла куҫарнӑ калавӗсен ҫак кунсенче Шупашкарта кун ҫути курнӑ пуххине. Кӗнеке ячӗ хӑйех пире ку калавсенче сӑмах мӗн пирки пынине уҫӑмлӑн калать — ҫапла, ҫапла: М. Джуричковичӑн питех те ансат та сӑнарлӑ чӗлхепе ҫырнӑ кӗске калавӗсенче эпир аякри сӑрт-туллӑ ҫӗршывра икӗ пӗртӑван-йӗкреш еплерех ӳссе харсӑр та пултаруллӑ йӗкӗтсем пулса тӑни ҫинчен вуласа пӗлетпӗр. Кулмалли те пайтах ку калавсенче, тарӑн шухӑша яраканни те, куҫҫуль кӑлараканни те.

«Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ», — тенӗ ваттисем. 2019 ҫулта Белградра, «Алма» издательствӑра Валери Туркайӑн Даяна Лазаревич сербла куҫарнӑ сӑввисен «Мелодия ночи» ятлӑ пуххи кун ҫути курнӑччӗ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе М.Джуричкович та хастар хутшӑннӑччӗ, чӑваш поэчӗн сербла тухнӑ кӗнеки валли ятарласа статья ҫырнӑччӗ. Халӗ вара чӑваш вулаканӗ серб ҫыравҫи калавӗсене тӑван чӗлхипе вуланса киленме пултарать.

Милутин Джуричкович, серб халӑхӗн паллӑ поэчӗ, прозаикӗ тата литературовечӗ, 1967 ҫулта Югославири Дечаны ятлӑ хулара ҫуралнӑ.

Малалла...

 

Тӗнчере

Чӑваш ҫыннисем Черногорие кайма пултараҫҫӗ. Ырантан, ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен, Черногори Раҫҫей ҫыннисемшӗн хӑйӗн чиккине уҫассине пӗлтернӗ. Асӑннӑ ҫӗршыв «симӗс» зонӑна Раҫҫее кӗртнӗ. Анчах унта пирӗн патран самолетсем хальлӗхе вӗҫмеҫҫӗ.

Кӑшӑлвируса пула хупӑннӑ чикӗсем майӗпен уҫӑлма тытӑнчӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пирӗн ҫӗршыв Турци, Великобритани, Танзани тата Абхази чиккисене уҫрӗ. Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен самолетсем Швейцаринчи Женева хулине эрнере пӗрре вӗҫме тытӑнӗҫ.

Абхазие Краснодар крайӗнчи Адлерти чукун ҫул вокзалӗнчен тата Сочири аэропортран пӗрлехи билетпа ҫитме май килӗ. Кун пирки Раҫҫейӗн Транспорт министерстви пӗлтернӗ. Пӗрлехи билетпа Абхазинчи пилӗк хулана: Гагрӑна, Пицундӑна, Гудаутӑна, Ҫӗнӗ Афона тата Сухума — кайма май пур.

 

Культура
misis.ru сайтри сӑн
misis.ru сайтри сӑн

Канмалли кунсенче КВН тӗнчине лайӑх хыпар сарӑлнӑ – Чӑваш Енри команда ҫурмафинала тухнӑ.

КВН вӑййине федераци каналӗпе ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче кӑтартнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн пӗрлештернӗ команди премьер-лигӑра пулнӑ. Пирӗн ентешсем маттурлӑхӗпе палӑрса ҫурмафинала тухнӑ.

Вӑйӑ маларах иртнӗ, ӑна вара халь кӑна кӑтартаҫҫӗ. ЧПУ командин эфирӗ малтан пулнӑ, 4-мӗш вӑйӑ вӗҫленсен Дмитрий Хрусталев ЧПУн пӗрлештернӗ команди те ҫурмафинала тухни пирки пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/65929
 

Ҫутҫанталӑк

Канмалли кунсенче Чӑваш Енре ҫумӑр нумай ҫурӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑна каллех шӑрӑх килет.

Ыран Шупашкарта – 21-23 градус, республикӑра 26 градус таран ӑшӗ пулӗ. Эрне варринче термометр 30 градус кӑтартӗ. Эрнекун аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче каллех кӑштах сивӗтӗ. Вырсарникун ҫумӑр ҫума пултарӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче каллех ҫумӑр килӗ, 15-20 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Кун хыҫҫӑн ҫанталӑк нумайлӑха мар ӑшӑтӗ.

 

Республикӑра
moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн
moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн

Ҫурла уйӑхӗнче Чӑваш Енре Чаваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине тата Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне уявлассине пӗлтернӗччӗ. Анчах хальлӗхе кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑру массӑллӑ мероприятисем ирттерме памасть.

Ҫавна май палӑртса хунӑ хӑш-пӗр мероприятие хӗллене куҫарӗҫ, теприсене онлайн режимра ирттерӗҫ. Чӑваш Ен хальлӗхе кӑшӑлвируса пула йышӑннӑ чарусене пӑрахӑҫламалли виҫҫӗмӗш тапхӑра кӗмен-ха. Массӑллӑ мероприятисене вара ун чухне ҫеҫ ирттерме юрать.

Хӗлле фейерверксен фестивалӗ, ҫутӑ шоу иртӗҫ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсене Ҫӗнӗ ҫулта йӗркелӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1445, 1446, 1447, 1448, 1449, 1450, 1451, 1452, 1453, 1454, [1455], 1456, 1457, 1458, 1459, 1460, 1461, 1462, 1463, 1464, 1465, ... 3912
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лӑпкӑ эрне пулӗ. Ӑна юратнӑ ҫынпа пӗрле ирттерӗр. Хӑвӑр кутӑнлашмасан кӑмӑл улшӑнмӗ. Халӗ сире япӑх шухӑшсемпе кӑмӑл-туйӑм сиен кӑна кӳрӗҫ. Ку сире юратнӑ ҫынпа хирӗҫтерме те пултарӗ. Кайран вара мирлешме йывӑр пулӗ.

Ҫӗртме, 09

1918
107
Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ.
1945
80
Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ
1958
67
Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ.
1965
60
Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...