Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: СССР халӑх артистки Вера Кузьмина пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ

Сутатӑп "Ваттисен чавашла-вырăсла сăмахĕсемпе каларăшсем", иккĕмĕш кăларăм, ав...
Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 22.10.2021 12:18 | 1308 хут пӑхнӑ
Культура
regnum.ru сӑнӳкерчӗкӗ
regnum.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш ҫӗрӗн мухтавлӑ ҫынни, СССР халӑх артистки Вера Кузьмина пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вӑл 97 ҫулта пулнӑ, пурӑннӑ пулсан ҫитес уйӑхра 98 ҫул тултармаллаччӗ...

Вера Кузьмина К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 1947 ҫултанпа ӗҫленӗ. Ҫак ҫулсенче вӑл 100 ытла сӑнара калӑпланӑ. Вӑл 1923 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ. Мускавра ГИТИСра вӗреннӗ. Тӑван ҫершывӑн аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче вӑл ыттисем пекех йывӑр ӗҫе хутшӑннӑ, вӑрман та каснӑ.

Вера Кузьмина — К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премине, «Ылтӑн маска — 2017» премисене тивӗҫнӗ.

#ҫухатусем, #артистсем, #театрсем, #Енӗш Нӑрваш, #Тӑвай районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш сӑнарӗсене вылянӑ артист вилнӗ
2021, 02, 10
Чӑвашла юрланӑ узбек хӗрӗ пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ
2021, 05, 05
Тамара Супонина куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ
2021, 05, 31
Пукане театрӗн артисчӗ пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ
2021, 07, 27
Чӑваш халӑх артистки пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ
2021, 09, 15

Комментари:

Ячё // 2159.76.3400
2021.10.22 21:05
Нӑрваша килнӗччӗ-ха. Темле видео-та илсе килнӗ. Мӑн асатте мӗнле сиккеленине кӑтартнӑччӗ. Ун чухне авал ури пурччӗ ун, вӑрҫӑччен..... Сӳпӗлтетрӗҫ Нӑрвашсем... Паранк лартса парсан тата лайӑхччӗ те...
Agabazar // 3066.51.1900
2021.10.22 22:45
Agabazar
Шел, 100 çула çитеймерĕ. Питĕ шаннăччĕ.
Agabazar // 3066.51.1900
2021.10.22 23:51
Agabazar
Юлашки хут хаҫан курнӑ? Унчченхи РФ культура министрӗ Мединский килсен.
Хаклӑ хӑнана питӗ сумлӑн кӗтсе илме пулӑшрӗ. Тӑрӑшни сая каймарӗ. Часах Мускавран килнӗ министр Шупашкарта Хаяр Иван палӑкне лартассине хирӗҫ тухса каларӗ. Вӑл шутра историк куҫӗпе пӑхса та (Мединский — истори ӑславӗсен докторӗ).
Ну, палӑкне, тетте пекскерне, лартрӗҫ-ха, анчах унтан ытла мар!
Ҫапла пулса тухнишӗн, ыттисемпе пӗрле, Вера Кузьминичнана та тав тӑвас пулать.
Вулакан // 2773.32.0761
2021.10.23 09:28
Питӗ маттур пулнӑ. Ун трахома видевоисем халь те куҫра
Agabazar // 3066.51.1900
2021.10.23 14:31
Agabazar
Мĕнле «траххум» тата? ((
Вулакан // 9435.6.3359
2021.10.23 15:39
Ӗлӗкхи чир. Короновируспек усал. Халь кинора ҫеҫ
Agabazar // 3066.51.1900
2021.10.24 08:05
Agabazar
Ан сÿпĕлтет.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org