Культура
![]() Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ опера труппин малтанхи солисчӗсенчен пӗри пулнӑ Тамара Супонина куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Чӑваш халӑх артистки пурнӑҫран ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ. Пулас артисткӑн ачалӑхӗ Минск облаҫӗнчи Лебедево ялӗнче иртнӗ. Белоруссинчи патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. Пирӗн республикӑра ҫамрӑк артистка сцена ҫине пуҫласа 1967 ҫулта тухнӑ, К. Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх лартнӑ оперӑра вылянӑ. Тамара Михайловна каярах аса илнӗ тӑрӑх, ӑна Чӑваш драма театрне пуҫарса яраканӗсенчен пӗри Ольга Ырсем нумай пулӑшнӑ, илемлӗ те пуян чӑваш чӗлхин хӑйне евӗрлӗхне уҫса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |