РСФСР тата Чӑваш АССР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Большаков ӗмӗрлӗхе куҫне хупнӑ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вилнӗ.
Анатолий Кузьмич 1938 ҫулхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Иккӗмӗш Ирҫе ялӗнче ҫуралнӑ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫумӗнчи актер студийӗнче вӗреннӗ. 1957 ҫулта ҫав театра артист пулса ӗҫе вырнаҫнӑ, ҫав вӑхӑтрах режиссер пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ, каярах ӑна труппа заведующине куҫарнӑ.
Анатолий Большаков радио- тата телеспектакльсенче ӳкерӗннӗ. Вӑл тӑлмачӑ пулнипе те паллӑ. Федерико Гарсии Лоркӑн «Юнлӑ туй», «Арҫынсӑр хӗрарӑм», Виктора Розовӑн «Хир сысни», Бориса Дроздӑн «Авланатӑп эпӗ, авланатӑп», Эмилиь Брагинскийӑн «Тӗлӗнтермӗш хӗрарӑм», Алексея Поповӑн «Телейлисем», «Юратура — телей» тата ытти ӗҫсене чӑвашла куҫарнӑ. Анатолий Кузьмич 10 ытла пьеса авторӗ. Ҫав шутра — «Ах, юрату, юрату», «Ан кай», «Хӑп-хап».