Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.0 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Валерий Яковлев ҫинчен кӑларнӑ кӗнекене хӑтлӗҫ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 21.01.2020 20:14 | 417 хут пӑхнӑ
Культура

Ыран, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрне «Моя жизнь – театр / Пурнӑҫӑм — театр» кӗнеке хӑтлавӗ иртӗ. Кӗнекене СССР халӑх артистне, маларах асӑннӑ театрӑн тӗп режиссерне Валерий Яковлева халалланӑ. Хӑтлав 17 сехетре пуҫланӗ. Кайран «Эс ман чунра (Пихампар чунӗ манра)» спектакль кӑтартӗҫ. Ку ӗҫе режиссер тата художник-постановщик пулса Валерий Яковлев лартнӑ.

СССР халӑх артисчӗ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх премийӗсен лауреачӗ Валерий Яковлев 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче 80 ҫул тултарнӑ. Ҫавна май Чӑваш кӗнеке издательствинче «Моя жизнь – театр/ Пурнӑҫӑм – театр» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ӑна издательство Федерацин пичет тата массӑллӑ коммуникацисен агентствин гранчӗпе пичетленӗ.

#культура, #юбилейсем, #театрсем, #артистсем, #кӗнекесем, #хӑтлавсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Полина Чамжаева ҫинчен ҫырнӑ кӗнекене хӑтлӗҫ
2019, 01, 20
Владимир Семенов артистӑн юбилей каҫӗ иртӗ
2019, 04, 17
Андриян Павлов режиссера юбилейпа саламлаҫҫӗ
2019, 08, 28
Шӑмӑршӑсем Валерий Яковлев юбилейне уявлӗҫ
2019, 09, 25
Артистпа сӑвӑҫа юбилей медалӗпе чысланӑ
2019, 12, 16

Комментари:

Agabazar // 3705.74.6567
2020-01-21 22:38
Agabazar
Кĕнеке кăлараççĕ-ха та, анчах Яковлевсем пире пурпĕрех Иван Кроснăйран хăтараймарĕç.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org