Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Республикӑра
![]() Федерацин Атӑлҫи округӗнче «Наш День Победы» (чӑв. Пирӗн Ҫӗнтерӳ кунӗ) юрӑ марафонӗ пырать. Вӑл округри тӗрлӗ регионти юрӑҫсене пӗр пысӑк коллектива пухать. Музыка ансамблӗсем «День Победы» (музыки — Давид Тухмановӑн, сӑмахӗсем — Владимир Харитоновӑн) хӑйсен наци чӗлхисемпе шӑрантарса эстафетӑна пӗрне-пӗри параҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче паллӑ юрӑ чӑвашла янӑрӗ. Ӑна клип евӗр ӳкернӗ. Клипа «Россия 1» тата «Россия 24» телеканалсен регионсенчи эфирӗсенче, ҫавӑн пекех халӑх сечӗсенче кӑтартӗҫ. Видеоролика Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче, Ҫар мухтавӗн музейӗнче, Трактор тӑвакансен культура керменӗнче ӳкернӗ. Юрра шӑрантарма Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн артисчӗсем, «Соловушки» хор «Классика» юрӑ капелли, «Живи и помни» ансамбль, паллӑ юрӑҫсем хутшӑннӑ. Юрӑ сӑмахӗсене Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер чӑвашла куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |