Чӑваш чӗлхи
![]() Тӗлӗнмелле ҫак пӑтӑрмах пирки Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Турцинче ӗҫлесе пурӑнакан Надина Джавадова Фейсбукра ҫырса пӗлтернӗ. Вӑл икӗ ҫул каялла тӑван ене килнӗ. Шупашкарта унӑн аптекӑна кайма тивнӗ. «Чӑвашра пулнипе хӗпӗртесе кайса-ши, сутуҫӑпа чӑвашла калаҫас терӗм. Анчах та, кӗтмен ҫӗртен шовинистла сӑмахсем илтмелле пулчӗ: «Так прилично выглядите, а говорите по-чувашски», — терӗ куҫӗсене чарса пӑрахса, вырӑсла пӗлнӗ таран...», — ҫырса кӑтартнӑ ентешӗмӗр. Тӑван республикӑмӑрта наци чӗлхипе калаҫакан чӑваш хӑйне хӳтӗлеме хӑтланни фармацевта ӳкӗте кӗртеймен. Вӑл хыҫран тем каласа вӑрҫса юлнӑ. Ют ҫӗршывра, Раҫҫей турисчӗсем йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче, вырӑнтисем вырӑсла пӗлеҫҫӗ-ши тесе вырӑсла хӑюсӑррӑн сӑмах пуҫарнине ӑнланма пулать-ха. Анчах чӑваша килсен Шупашкарта чӑвашла калаҫма шикленни, чӑн та, тӗлӗнтермӗшех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |