Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.0 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Иван Яковлевӑн кӗҫӗн мӑнукӗ вилнӗ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 25.06.2019 18:03 | 266 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, РСФСР халӑх артистки, театр тата кино актриси Алла Покровская вилнӗ. Вӑл 81 ҫулта пулнӑ. Лента.ру пӗлтернинче вилӗм сӑлтавне асӑнман. Сцена ӑстине ӑҫта пытарассине тата унпа хӑҫан сывпуллашассине каярах пӗлтерӗҫ.

Покровская МХАТ студин профессорӗ пулнӑ. 2004 ҫултанпа Чехов ячӗллӗ театр труппинче ӗҫленӗ, «Современник» сцени ҫине те тухнӑ.

«Строится мост», «Выбор цели», «Однофамилец», «Охота на лис» тата «Высоцкий. Спасибо, что живой» фильмсенче ӳкерӗннӗ. «Великан-эгоист», «Сказка о царе Салтане», «Перевал» тата «Когда-то давно...» мультфильмсене калаҫтарма хутшӑннӑ.

Артистка Борис Покровский опера режиссерӗн, СССР халӑх артисчӗн тата Тӗп ача-пӑча театрӗн режиссерӗн Анна Некрасован ҫемйинче ҫуралнӑ. Олег Ефремовӑн мӑшӑрӗ пулнӑ. Вӑл — Михаил Ефремов актерӑн амӑшӗ.

#театрсем, #артистсем, #ҫухатусем, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш драматургине лартма ӗмӗтленнӗ Трер пурнӑҫран уйрӑлнӑ
2018, 11, 20
Иосиф Дмитриевпа хӑҫан сывпуллашасси паллӑ
2018, 11, 21
Хормейстера патшалӑх пособийӗ парӗҫ
2019, 03, 15
Владимир Семенов артистӑн юбилей каҫӗ иртӗ
2019, 04, 17
Патшалӑх наградине артистсем те тивӗҫнӗ
2019, 06, 24

Комментари:

Станьял // 2439.69.6229
2019-06-26 10:41
Некрасовсен хваттерӗнче чӑваш студенчӗсемпе пӗрле калаҫни асра. Питӗ ӑшшӑн хисеп турӗҫ ҫилҫунатҫӑсене,ҫавӑншӑн халь те пулин тавах. Канлӗ ҫывӑр, хаклӑ ҫыннӑмӑр!
Станьял // 2439.69.6229
2019-06-26 11:19
При встрече с матерью и бабушкой у Некрасовых Михаил Олегович Ефремов чебоксарских студентов пригласил в тот вечер на свой спектакль и пропустил, лично встречая у входа как "дорогих чувашских гостей".Такое не забывается.
Примите искренние соболезнования с уходом матери. Держитесь и радуйте народ И.Я.Яковлева.
Чувашия, Станьял
Agabazar // 3157.85.3316
2019-06-26 17:35
Agabazar
Мĕнле "кĕçĕн мăнук" тата?
Agabazar // 3157.85.3316
2019-06-26 17:35
Agabazar
И.Я.Яковлевӑн тӑваттӑмӗш (е виҫҫӗмӗш?) сыпӑкри тӑхӑмӗ темелле.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org