Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Чӑваш сӑнарӗсене вылянӑ артист вилнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 10.02.2021 19:48 | 2079 хут пӑхнӑ
Персона
Маргарита Красотина журналистӑн Фейсбукри сӑнӳкерчӗкӗ
Маргарита Красотина журналистӑн Фейсбукри сӑнӳкерчӗкӗ

РСФСР халӑх артисчӗ Алексей Красотин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл кун-ҫул кӗнекин 101-мӗш страницине уҫма ӗлкӗрнӗ. Юлашки вӑхӑтра артист йывӑр чирленӗ. Унӑн чӗри тапма чарӑнни пирки артистӑн кинӗ, Маргарита Красотина журналист, паян Фейсбукра пӗлтернӗ.

Ярославль тӑрӑхӗнчи Приимково ялӗнче 1920 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗскер 100 ытла сӑнара калӑпланӑ. Ҫав шутра — чӑваш драматургийӗн вилӗмсӗр хайлавӗсенче те. Вӗсене Вырӑс драма театрӗнче вырӑсла куҫарса лартнӑ.

Пулас артист, сӑмах май, Киевра пилотсен, Иркутскра автомеханиксен шкулӗсенче вӗреннӗ. Шупашкара куҫса киличчен Чӗмпӗрти, Кӑнтӑр Сахалинскри, Тӗменти, Магнитогорскри театрсенче вылянӑ.

Петр Осиповӑн «Айтарӗнчи» Айтара Алексей Красотин епле калӑпланине вӑл вӑхӑтри куракансем астӑваҫҫӗ-тӗр. Е тата Ухсай Яккӑвӗн «Тутимӗрӗнчи» Чемее.

Алексей Красотинпа ыран, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче 10 сехетрен пуҫласа 11 сехет те 30 минутчен сывпуллашӗҫ.

#Чӗмпӗр, #Шупашкар, #Кӑнтӑр Сахалинск, #Киев, #Хабаровск, #ҫухатусем, #театрсем, #артистсем, #Кӑнтӑр Сахалинск, #Тӗмен, #Магнитогорск

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем