Персона
![]() Нелли Смородинова (Аникина). culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, чӑваш халӑх артистки Нелли Смородинова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Хурлӑхлӑ хыпара Чӑваш Республикин Театр ӗҫченӗсен союзӗ Фейсбукра пӗлтернӗ. Нинелия Смородинова (качча кайсан вӑл упӑшкин хушаматне илсе Аникина пулса тӑнӑ) Муркаш районӗнчи Чуманкасси ялӗнче 1938 ҫулхи ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1961 ҫулта Мускаври ГИТИСри чӑваш студийӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1961–2004 ҫулсенче Нинелия Семёновна Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ. Нелли Смородинова 100 ытла сӑнар калӑпланӑ. Теле- тата радиоспектакльсенче, кинофильмсенче ӳкерӗннӗ, концертсене хутшӑннӑ, вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ фильмсенче сӑнарсене чӑвашла калаҫтарнӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, артисткӑна паян, авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, юлашки ҫула ӑсатӗҫ. Унпа Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра 12 сехетрен пуҫласа 12 сехет те 45 минутчен сывпуллашӗҫ, 13 сехетрен пуҫласа 13 сехет те 30 минутчен — Шупашкарти Хӗрлӗ лапамри 7-мӗш ҫурт (унта Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ вырнаҫнӑ) умӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |