Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта ку пӑтӑрмах ҫулталӑк каяллах, пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, пулнӑ. Администраци ҫурчӗсенчен пӗрне юсанӑ чухне пӗр рабочи ҫивитти ҫинчен персе аннӑ. Йывӑр суранланнӑскер инкек вырӑнӗнчех кӑштахран вилсе кайнӑ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 216-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку статьяпа строительство ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чух асӑрханманни ҫын вилнипе вӗҫленсен айӑплаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем строительство ӗҫсене пурнӑҫлакан организацин 43 ҫулти пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Пуҫлӑх ӗҫ сыхлавӗн парвилисене пӑснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Рабочие вӑл ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисемпе паллаштарман ҫеҫ мар, ӳкесрен хӳтӗленмелли ятарлӑ хатӗрсӗр тата тӗпӗ шуҫтарман пушмаксӑр хӑпартса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: эрех ӗҫме юратакан, киккирикне хӗртсен усалланса каякан пӗр арҫын ывӑлне хӗненӗ, арӑм пулнӑ хӗрарӑма вӗлерессипе хӑратнӑ. 10-ри ачана ачана амӑшне хӳтӗлеме тӑнишӗн патак лекнӗ. Пӑтӑрмах Йӗпреҫре пулса иртнӗ. Ниҫта та ӗҫлемен вӑйпитти арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 117-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе (ҫул ҫитмен ачана пӗрмай хӗненӗшӗн) тата 119-мӗш статьян 1-мӗш пайӗпе (вӗлерессипе хӑратнӑшӑн) айӑпланӑ. Ӗҫсен хайне пачах тытма пӗлмен этеме суд тӗрмене хупмасӑр 3 ҫул та 7 уйӑхлӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта ӗнер, авӑн уйӑхӗн 7-мӗшенче, ҫиччӗри ача балконтан ӳксе вилнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ачана аслисем килте пӗччен хӑварна. Хӗрача чӳречине кантӑк лартнӑ балконтан ӳкнӗ. Тӑваттӑмӗш хутран персе аннӑскерӗн пурнӑҫӗ самантрах татӑлнӑ. Инкек вырӑнне тӗпчевҫӗсемпе криминалистсем ҫитнӗ. Вӗсем пӑтӑрмах сӑлтавне палӑртӗҫ. Специалистсем инкек вырӑнне пӑхса ҫаврӑннӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе вӗсем тӗпчев пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗчӗк ачасене килте пӗччен хӑвармалла марри пирки аса илтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем Куславккара пурӑнакан 17 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Яшӑн ҫын пурлӑхне ҫаратнӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 161-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе тата ют пурлӑха вӑрланӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тытма тивӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вӑл Куславккари Воложка юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер ҫывӑхӗнче 46-ри ӳсӗр арҫынна асӑрханӑ. Унӑн карас телефонне, сигартне, пӗр кӗленче эрехне тата 100 тенкӗ укҫине уҫҫӑн ҫаратнӑ. Тӗпчевҫӗсем тӑкак виҫи 9 пин тенкӗ ытла тесе пӗлтереҫҫӗ. Тепӗр тӑватӑ кунтан, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи каҫхине, каччӑ Куславккари автозаправка станцийӗн территорийӗнчи автомобиль пылесосне вӑрланӑ. Ку япала 7 пин тенкӗ ытла тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Чикӗ леш енне агропромышленность продукцине ӑсатассипе иртнӗ эрнере пирӗн республика ҫӗршывра та палӑрнӑ. Ҫӑнӑхран хатӗрленӗ кондитер изделийӗн тата ҫу культурисен экспорт калӑпӑшӗпе Чӑваш Ен Раҫҫейри регионсем хушшинче тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ; чӑх ашӗпе – 11-мӗш; шӑккӑлатпа – 13-мӗш. Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне пирӗн тӑрӑхри аграрисем 17,4 АПШ долларӗллӗх продукци ӑсатнӑ, ку вӑл пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтринчен 26 процент нумайрах. Ҫӑнӑхран хатӗрленӗ кондитер изделийӗсен калӑпӑшӗ 48 процент ӳснӗ. Асӑннӑ продукци Чӑваш Енрен Китая, Грузие, Казахстана, Украинӑна, Японие, Азербайджана тата ытти хӑш-пӗр ҫӗршыва ӑсанать. Сӗт-ҫу тата аш-пӑш продукцине, тӗпрен илсен, Китай туянать. Ҫу культурисем Германие, Бельгие, Польшӑна, Румыние каяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Канмалли кунсенче Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» паркӗнче Сӑр чиккине чавнӑ ҫынсене халалланӑ палӑкӑн пӗрремӗш чулне вырнаҫтарнӑ. Ку мероприятие ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев, ЧР культура министрӗн ҫумӗ Ольга Ярилова хутшӑннӑ. Ҫак вырӑна ахальтен суйламан. Паркра вӑрҫӑ астӑвӑмӗ упранать. Ҫитес ҫул республикӑра Сӑр тата Хусан чиккисене чавнӑ ҫынсене халалланӑ ҫулталӑк пулӗ. «Тӗпчемен япалана тӗпчемелле. Ҫакна тума пире ҫӗршыв президенчӗ тӗллесе ярать», - тенӗ Олег Николаев. Палӑртмалла: ҫак чикӗсен тӑршшӗ 300 ҫухрӑмпа танлашнӑ, ку ӗҫе 171450 хӗрарӑмпа ҫамрӑк хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() goodfon.ru сайтри сӑн Урамра кӗркунне мар, ҫулла тейӗн. Паян ӑшӑ, ыран та, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, 22-27 градус ӑшӑ тӑрӗ, ҫумӑр ҫумӗ. Ҫапах кӗркунне хӑйӗннех тӑвӗ. Юнкун республикӑра кӑштах ҫумӑр ҫукалӗ, ҫил те самай вӑйланӗ – ҫеккунтра 20-22 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрме пултарӗ. Термометр 15-20 градус кӑтартӗ. Кӗҫнерникун ҫанталӑк кӑштах лайӑхланӗ, хӗвел тухӗ, ӑшӑтӗ. Тепӗр кунах, эрнекун, циклон ҫил, ҫумӑр илсе килӗ. Сывлӑш 13-18 градус таран ӑшӑнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче самаях сивӗ пулӗ: 11-16 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, «карчӑк ӑшши» уйӑхӑн виҫҫӗмӗш декадинче пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Анастасия Варламова авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 17 сехет ҫурӑра килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Вӑл – 36 ҫулта. Аппӑшӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл унччен нумайлӑха тухса кайман. Тӑванӗсем ун патне шӑнкӑравлаҫҫӗ, анчах телефонӗ сӳннӗ. Настьӑна тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ. Тӑванӗсем ӑна малтан хӑйсем шыранӑ, Настя ҫӳренӗ кафесене кӗнӗ. Пульницӑсемпе моргсене те тӗрӗсленӗ. Тусӗсем те Настя ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ. Унӑн сулахай хулӗ ҫинче чӗрепе кинжал ӳкернӗ татурировка пур. Хӑй вӑл 175 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ хӑмӑр. Килтен кайнӑ чухне тӗттӗм хура костюм, сӑрӑ футболка, кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курсан полицие пӗлтерӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() culture.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑҫал утӑ уйӑхӗнче, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 560 ҫын ытларах вилнӗ (43 процент). Пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнче 1301 ҫын вилнӗ, кӑҫал – 1861. Ку кӑтартупа Чӑваш Ен виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пӗрремӗш вырӑнта – Тутарстан (54,2 процент), иккӗмӗш вырӑнта – Пушкӑрт Республики (47,7 процент). Кӑҫалхи ҫичӗ уйӑха илес тӗк, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 1352 ҫын ытларах вилнӗ. 2019 ҫулхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче 8948 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ, кӑҫал ҫичӗ уйӑхра 10300 ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шулю ялӗнче пушар алхаснӑ. Шел те, инкекре ҫынсем вилнӗ. Пушар каҫхине пулнӑ. Икӗ хутлӑ ҫурт ҫуннӑ, ҫулӑм хыҫҫӑн нимӗн те юлман, вӑл пурӑнма юрӑхсӑр. Пушара сӳнтерсен хӗрарӑмпа арҫын виллисене тупнӑ. Вӗсем – аппӑшӗпе шӑллӗ. Хӗрарӑм – 50-ра, арҫын 47 ҫулта пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар асӑрханмасӑр пирус туртнӑран тухнӑ. Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, ку инке криминалпа ҫыхӑнман. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |