Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сайтри сӑнӳкерчӗк Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта машина ҫухалнӑ. Ӑна шырани пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ. Автомобиле ирхи 4 сехет тӗлӗнче такам хускатса кайнӑ. Машина Эгер бульварӗнчи 4-мӗш ҫурт тӗлӗнче ларнӑ. «Дэу Нексия» маркӑллӑ автомобиль хӗрлӗ тӗслӗ. Унӑн патшалӑх регистрацийӗн номерӗ — Е 803 ТЕ 21 RUS. Автомобиле юлашки хутчен Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче ирхи 4 сехет те 13 минутра асӑрханӑ. Транспорт ӑҫтине пӗлекенсене 24-09-73, 24-32-62 е 102 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |