Пӑтӑрмахсем
![]() autolegal.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Паян Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисенчен Етӗрне районӗнче пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑм пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл вӗсене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, водитель удостоверенине укҫалла туянас (суя документпа усӑ куракансене саккунпа килӗшӳллн явап тыттарасси урӑх калаҫу тейӗпӗр. — Т.Т. асӑрхаттарӑвӗ) тенӗ. Ара, унччен хӗрарӑм права илес тесе вӗреннӗ иккен-ха. Анчах экзамен тытма сакӑр хутчен кайсан та праваллӑ пулайман. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл водитель правине туянас шухӑш патне ҫитсе тухнӑ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче водитель правине сутакансен пӗлтерӗвне асӑрханӑ. «Пулӑшушӑн» 35 пин тенкӗ тӳлемелле-мӗн. Палламан ҫынсене ӗненсе хӗрарӑм укҫа куҫарса панӑ, анчах удостоверени паракан пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |