Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр арҫын Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцине ӗҫе вырнаҫма ӗмӗтленнӗ. Пули-пулми илес ҫук тесе шухӑшланӑран ултавҫӑ-хӗрарӑм капкӑнне ҫакланнӑ. Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗнпе паллаштарнӑ чухне автоинспекцире тӑрӑшатӑп тесе тыттарнӑ. Ҫынна пулӑшма килӗшенҫи пулнӑ вӑл. Арҫынран вӑл 21 пин тенкӗ ыйтнӑ. Ара, тӑкӑксӑр май ҫук: судпа айӑпланманни ҫинчен справка тутармалла, медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухмалла, ӗҫре кирлӗ тумтире туянмалла, ШӖМӗн Чулхулари академийӗнче вӗренмелле. Чӑннипе хӗрарӑм ҫынсене унччен те пӗрре кӑна мар улталаннӑ иккен. Халӗ ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе явап тыттарӗҫ. Ҫынна улталанӑшӑн 5 ҫул таран хупса хума пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |