Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Инкекре ҫын вилнӗ хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 23.04.2021 06:04 | 1570 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, каҫ енне, тата тӗрӗсрех каласан, 17 сехет тӗлӗнче, Шупашкара хӗвеланӑҫ енчен кӗнӗ тӗлте инкек пулса иртнӗ. Халӗ ҫав тӗслӗхпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ.

Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Порше-Кайен» автомобиль водителӗ пӑрӑннӑ чухне хирӗс килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Ҫулӑн ҫав енӗпе 58 ҫулти водитель тытса пыракан «Рено-Дастер» автомобиль пынӑ . Вӑл инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. «Порше-Кайен» автомобильти виҫӗ ҫынна – икӗ арҫынпа хӗрарӑма — пульницӑна илсе кайнӑ.

Асӑннӑ машина водительне ҫул-йӗр правилине пӑснӑшӑн административлӑ майпа пӗлтӗр 24 хутчен явап тыттарнӑ. Машинӑри ҫынсенчен пӗри те эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗслеттерме килӗшмен.

#сывлӑх, #пӑтӑрмахсем, #инкексем, #машинӑсем, #Шупашкар, #пуҫиле ӗҫсем, #ҫул-йӗр, #ШӖМ, #водительсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем