Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.5 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара

Шупашкар хитреленнӗҫем хитреленет, хӑтлӑланнӑҫем хӑтлӑланать. Ҫакна ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулинче ҫеҫ мар, тӗрлӗ ҫӗршывра пулса курнисем те палӑртаҫҫӗ. Атӑлӑн Мускав ҫыранӗнчи спорт зони тӗрлӗ оборудованипе тата пуянланмалла. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ. Юпа уйӑхӗн вӗҫӗччен ландшафт тӗмескисем, скейт-парк, дарт- тата памп-трексем вырнаҫтармалла. Ҫак енӗпе ӗҫсем пуҫланнӑ.

«Эрне каялла «лӑпкӑ зона» уҫрӑмӑр. Кӗске вӑхӑтрах унӑн пулӑшӑвӗпе 400 ытла ҫын усӑ курнӑ. Ҫыран хӗрринче хула ҫыннисем ҫемьесемпе уҫӑлса ҫӳренине, скейтсемпе, спорт велосипечӗсемпе, сигвейсемпе ярӑннине пӑхма кӑмӑллӑ. Электросамокатсем та анлӑ сарӑлчӗҫ. Трасса меллӗ, хам тӗрӗслерӗм», — пӗлтернӗ хулан сити-менеджерӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CDQiqPFAOVd/
 

Культура

Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ.

Унта хутшӑннӑ Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ Алла Салаева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, коллеги ларӑвӗнче Республикӑн 5 ҫуллӑх программинчи культурӑпа ҫыхӑннӑ пайне тишкернӗ. Алла Салаева каланӑ тӑрӑх, мухтаса та ырласа сахал калаҫнӑ. Ларура ҫивӗч ыйтусем, тимлӗх кирлӗ объектсем пирки сӑмах хускатнӑ. Сӑмахран, Оперӑпа балет театрне юсасси.

Ача-пӑчан вӗренӳ туризмне те сӳтсе явнӑ. Республикӑн районӗсемпе хулисенче пурӑнакан ачасене Шупашкарпа тӑтӑшрах паллаштарма тӑрӑшмалла. Тӑван тӑрӑх историне пӗлни вӗсенче мӑнаҫлӑх туйӑмӗ вӑратасса шанаҫҫӗ.

Культура ӗҫченӗсем музыка, художество, драма енӗпе ҫамрӑк специалистсем кирлине палӑртнӑ.

Чӑваш тӗррин кунне ҫирӗплетесси пирки те калаҫу пулнӑ.

 

Сывлӑх

Ыран, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш Енре пурӑнакансем юн паракансен кунне хутшӑнма пултараҫҫӗ. «Суббота доноров» (чӑв. Донорсен шӑматкунӗ) пӗтӗм Раҫсейри акцие эрне варринче юн пама каяйманнисем пуррине шута илсе йӗркеленӗ.

Юн памалли республикӑри станцире пӗлтернӗ тӑрӑх, донорӑн 18 ҫултан аслӑрах пулмалла, 50 килограмран кая мар таймалла, юн парас умӗнхи кун тата панӑ кунхине диетӑна пӑхӑнмалла, йӗркеллӗ апатланмалла.

Юн паракансене Шупашкар урамӗнчи Пирогов урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра кӗтеҫҫӗ. Унта ирхи 8 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен каймалла. Хӑвӑрпа пӗрле паспорт чикме тата маска тӑхӑнма манмалла мар.

 

Хулара

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗччен «Остров-2020» (чӑв. Утрав-2020) музыка фестивалӗ ирттерме шухӑшланӑ. Анчах кӑшӑлвирус алхасма чарӑнманни витӗм кӳнӗ.

Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен республикӑри оперштабӑн ларӑвӗ иртнӗ паян. Унта Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Елена Прокопьева пысӑк йышлӑ мероприятисене пухӑнма юраманнине палӑртнӑ. Ҫакна вӑл эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ тӑнӑҫсӑррипе сӑлтавланӑ.

Ҫапла вара «Остров-2020»

III музыка фестивальне ирттермӗҫ. Мероприяти пулмассине унӑн йӗркелӳҫисем фестивале хутшӑнас кӑмӑллисене систернӗ ӗнтӗ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре пурӑнакан кӑшӑлвирус диагнозӗллӗ тата тепӗр виҫӗ ҫын вилнӗ. Паян республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви официаллӑ статистикӑна пӗлтернӗ. Пурнӑҫран уйрӑлакансем хӑш тӑрӑхран тата вӗсем миҫерине, ытти мӗнле амакпа нушаланнине ҫырман. Ун пеккине тахҫанах хыпарлама пӑрахрӗҫ. Апла пӗлтерни вилнисен тӑванӗсене хурлантарать тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Пандеми пуҫланнӑранпа пирӗн тӑрӑхра кӑшӑлвирус диагнозӗллӗ 54 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Иртсе кайнӑ талӑкра тата тепӗр 40 ҫын чирлине шута илнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 6 734 ҫын чирленӗ.

Сывалнисен йышӗ – 3 725, ҫав шутран 45 ҫын юлашки талӑкра сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра 2 955 ҫын сывалнӑ.

Чир сарӑлнин индексӗ текен кӑтарту та пур тухтӑрсен. Пирӗн республикӑра ҫав цифра – 0,98.

 

Вӗренӳ

Паян Чӑваш Республикинчи ҫамрӑк ӑсчахсемпе специалистсен канашӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Унта 2019-2020 ҫулсенчи вӗренӳ ҫулне видеоконференцҫыхӑну мелӗпе тишкернӗ.

Лару пуҫланас умӗн аслӑ шкулти преподавательсен «Открытая лекция» (чӑв. Уҫӑ лекци) республикӑри IX фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. 1-мӗш вырӑна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн шкул ҫулне ҫитменнисене пӗлӗвӗн кафедрин аслӑ преподавателӗ Николай Петренко тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Шупашкарти коопераци институчӗн гуманитари дисциплинисемпе ют чӗлхесен кафедрин преподавателӗ Николай Петренко, виҫҫӗмӗшӗнче — Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн биотехнологи тата ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен кафедрӑн аслӑ преподавателӗ Олеся Чеченешкина тата И.Н. Ульянов Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ Елена Драндрова.

 

Республикӑра

Чӑваш Ен Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернетпа ҫыхӑнтарасси пирӗн республикӑра малалла пырать. «Ростелеком» предприяти специалисчӗсем ҫак енӗпе халӗ виҫӗ районта ҫине тӑраҫҫӗ.

Ҫывӑх вӑхӑтра пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернет Шупашкар районӗнчи Толик Хураски тата Мӑнал, Элӗк районӗнчи Вутлан, Муркаш районӗнчи Тойкилтӗ ялӗсенче ӗҫлесе кайӗ. Асӑннӑ ялсенчи шкулсем ун чухне тӗнче тетелне ҫӑмӑллӑнах тухайӗҫ. Ҫавӑн пекех Шупашкар районӗнчи Мӑналти фельдшерпа акушер пунктне тӗнче тетелӗпе ҫыхӑнтарӗҫ.

 

Ҫутҫанталӑк

«ОРТ» телеканал Патӑрьелте пулса репортаж хатӗрленӗ.

Патӑрьелте икӗ гектара яхӑн ҫӗре таса мар шывсем вараланӑ. Шурлӑх шӑрши кӗнине вырӑнтисем йӑлари хытӑ каяш шывӗ юхса тӑнипе ӑнлантараҫҫӗ. Канализаци шывӗ тасатмалли сооруженирен юхать иккен. Таса мар шыв ҫутҫанталӑка вараланин сӑлтавне ОТР корреспонденчӗ Марина Рябцева шыранӑ.

Патӑрьелти Дина Ванина каланӑ тӑрӑх, унӑн килӗнчи ҫӑлкуҫри шыв каллех вараланнӑ. Вӑл шӑварма ҫеҫ юрӑхлӑ. Еҫмелли шыва лавккара туянма тивет. Ялта централизациленӗ шыв пӑрӑхӗ ҫукран ҫынсем ҫӑлтан шыв ӑсса пурӑнаҫҫӗ.

Тасатмалли сооружени йӗркеллӗ ӗҫлеменни пирки вырӑнтисем администрацие те, Роспотребнадзорпа прокуратурӑна та ҫырнӑ. Сӑмаха ӗнентерме сӑн ӳкерчӗксемпе видеосем янӑ. Анчах тӳре-шара укҫа ҫук тесе калать-мӗн.

 

Сывлӑх

Кӑшӑлвируспа чирленисене Чӑваш Енре икӗ санаторире сиплӗҫ. Ҫакӑн пирки республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов ведомствӑн коллегийӗнче ӗнер, утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, пӗлтернӗ. Унта вӑл отраслӗн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен доклад тунӑ.

Министр каланӑ тӑрӑх, COVID-19-па чирленисене реабилитацилеме республикӑна тулли медицина никӗсӗ кирлӗ. Ун пек центрсене «Чувашиякурорт» тата «Надежда» (вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ) санаторисенче йӗркелӗҫ. Вӗсенче кирлӗ пурлӑхпа техника бази пур.

Проекта патшалӑхпа уйрӑм ҫын партнерствин мелӗпе те йӗркелеме палӑртаҫҫӗ.

Кӑшӑлвируспа чирленисене (сӑмах кунта шала кайнӑ чирпе нушаланакансем пирки пырать. Сӑмахран, чӗре чирӗллисем) реабилитацилес ыйтӑва Чӑваш Ене федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи полпречӗ Игорь Комаров килсен сӳтсе явнӑ.

 

Персона

Чӑваш Ен финанс министрӗ пулнӑ Светлана Енилина Питӗр хулинче ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫӗрте ӗҫе вӑл паянтан, утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен, кӳлӗннӗ. Светлана Енилина Питӗр хулинче финанс комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ пулса тӑрӑшӗ. Ку хыпара асӑннӑ хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.

Ҫӗнӗ ӗҫре Енилина хысна политикин тӑватӑ пайӗншӗн яваплӑ: халӑх социаллӑ хӳтлӗх пайӗшӗн; вӗрентӳшӗн; сывлӑх сыхлавӗшӗн; культурӑшӑн, ҫамрӑксен ӗҫӗшӗн тата спортшӑн.

Светлана Енилина Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьевпа пӗр командӑра ӗҫленӗччӗ. Республика Элеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама Олег Николаева шансан ӑна ӗҫрен хӑтарнӑччӗ. Светлана Енилина кӑҫалхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗччен Ленинград облаҫӗнче финанс комитечӗн ертӳҫин ҫумӗнче тӑрӑшнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1429, 1430, 1431, 1432, 1433, 1434, 1435, 1436, 1437, 1438, [1439], 1440, 1441, 1442, 1443, 1444, 1445, 1446, 1447, 1448, 1449, ... 3892
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 14

1880
145
Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ.
1919
106
Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ.
1938
87
Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
48
Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...