Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Паланлӑ юханшыв урлӑ хывнӑ кӗпер ҫинче асфальт сарма тытӑнаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.10.2021 21:13 | 1026 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр

Чӑваш Енре «Хӑрушлӑхсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем» наци проектне пурнӑҫланӑ май Ҫӗмӗрле районӗнчи Паланлӑ юханшыв урлӑ хывнӑ кӗпере тӗпрен юсаҫҫӗ.

Объектри ӗҫсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ. Юпан 24-мӗшӗнче подрядчик чи яваплӑ тапхӑра — асфальт-бетонӑн финиш сийне сарас ӗҫе — ирттерӗ.

Ҫавна май 13:00 сехетрен пуҫласа 17:00 сехетчен асӑннӑ объект тӑрӑх транспорта ҫӳреме чарӗҫ.

Объектри ӗҫсем, 2020 ҫулта пуҫланнӑскерсем, 2 тапхӑрта иртеҫҫӗ. Транспорт ҫӳреме юрӑхлӑ пулма эксплуатаци уйрӑмлӑхӗсене юсаса ҫӗнетес тата ҫул урлӑ каҫмалли вырӑна сыхласа хӑварас тӗллевпе кӗперӗн конструкцине, тӗрев пайӗсене туллин улӑштарнӑ, пролетлӑ хуралтӑсен ҫыхӑну тытӑмӗсене вӑйлатнӑ. Ҫавӑн пекех хӑрушсӑрлӑх валли кӗперпе ун патне илсе пыракан ҫул ҫинчи тимӗр картасене вырнаҫтарнӑ.

Объектри ӗҫсем пӗтӗмпех юпа уйӑхӗн вӗҫӗччен вӗҫленӗҫ.

#Паланлӑ, #Ҫӗмӗрле, #ҫул-йӗр, #юсав, #Ҫӗмӗрле районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3066.51.1900
2021.10.22 22:40
Agabazar
Кунта «юханшыв» тесе тăмасан та юранă. Паланлă шывĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем