Пӑтӑрмахсем
![]() "За рулем" порталти сӑн Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 14 сехет те 20 минутра Ҫӗмӗрле районӗнче ҫул ҫинче авари пулнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ачасем шар курнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Киа» машина рулӗ умӗнче ларнӑ 31 ҫулти хӗрарӑм транспорта итлеттереймен – кювета чӑмнӑ. Машинӑра виҫӗ ача пулнӑ: 2-ри хӗрача, 5-ри тата 6 ҫулти арҫын ачасем. Вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ачасем хыҫалта ятарлӑ креслӑсӑрах ларнӑ. Ку кӑна мар, салонра аслӑ ӳсӗмри тепӗр 3 ҫын пулнӑ: водитель, унӑн упӑшки тата хунямӑшӗ. Водитель хӑй урӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |