Культура
![]() Паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче М.Д. Михайлов ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери XXX опера фестивалӗ уҫӑлӗ. Музыка ӳнерӗн уявне Итали композиторӗн Винченцо Беллинин «Капулетти и Монтекки» оперипе уҫӗҫ. Вӑл ӗҫе «Культура.рф» порталти «Культурный стриминг» платформӑра тӳрӗ эфирта курма май килӗ. Опера паян 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Онлайн-трансляци валли ҫӗршыври уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ 40 пулӑма суйласа илнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен шутне Чӑваш оперӑпа балет театрӗн 2 мероприятийӗ лекнӗ. Тата хӑш спектакле е концерта кӑтартассине театр каярах хыпарлама шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |