Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран прививка тӑвас ӗҫ малалла пырать. Нумаях пулмасть Шупашкарти Тӗп пасарта вакцинаци туни пирки пӗлтернӗччӗ.
Тӗп хулара кӑшӑлвирусран прививка тумалли тепӗр пункт уҫнӑ. Вӑл маунтинбайк центрӗнче вырнаҫнӑ. Унта пациентсене ыран йышӑнаҫҫӗ, ирхи 9 сехетрен пуҫласа каҫхи 6 сехетчен пымалла. Ҫумра паспорт, СНИЛС, страхлав полисӗ пулмалла. Унтан Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницин тухтӑрӗсем ӗҫлӗҫ.
Аса илтерер: прививка тумашкӑн маларах ҫырӑнма пулать: поликлиникӑна шӑнкӑравламалла, Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче харпӑр кабинетра ҫырӑнмалла е телефонпа шӑнкӑравламалла - 26-00-28, 59-98-66, 23-54-28.