Персона
![]() www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш ҫӗрӗ хӑйӗн мухтавлӑ ҫыннипе, СССР халӑх артисткипе Вера Кузьминапа, сывпуллашрӗ. Ун пек пултаруллӑ, хӑйсем хыҫҫан тарӑн йӗр хӑваракан сумлӑ ҫынсем Ҫӗр ҫине ҫӗр ҫулта (е, тен, унран та сайрарах) пӗрре килеҫҫӗ пулӗ. Вӗсем кайсан тӗнче ҫавсен ҫывӑх ҫыннисемшӗн кӑна мар, пӗтӗм халӑхшӑн пушанса юлать пулӗ. Хӑй вара хӑйӗнпе мӑнаҫланса калаҫма юратман. «Сирӗн шая ҫитнӗ е ҫитме пултаракан артистсем пур пек-и паян театрта?» — тесе ыйтнӑччӗ ҫак йӗкесен авторӗ 2020 ҫулх нарӑс уйӑхӗнче журналист ӗҫӗпе тӗл пулсан. «Ан тӗлӗнтер-ха. Пурте манран иртсе кайнӑ халь. Ҫамрӑксем мӗнле лайӑх выляҫҫӗ. У-у-у! Вӗсенчен вӗренмелле те вӗренмелле. Эп халь вӗсенчен хам вӗренетӗп», — хуравланӑччӗ чӑваш театрӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ, хӑватлӑ сцена ӑсти. Вера Кузьминапа сывпуллашма республика Элтеперӗ Олег Николаев, депутатсем, тӗрлӗ шайри тӳре-шара, культура тата ӳнер ӗҫченӗсем, ӑна юратакан куракансем пуҫтарӑннӑ. Вера Кузьминана Шупашкрати Б. Хмельницкий урамӗнчи 1-мӗш масар ҫинче мӑшӑрӗпе, Петӗр Хусанкайпа, юнашар пытарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |