Пӑтӑрмахсем
![]() gkchs.cap.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи ҫӗрле Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче пушар тухнине, ҫавна пула йывӑҫ ҫурт ҫӗрпе танлашнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пушарта тӑватӑ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Леш тӗнчене 55 ҫулти кил хуҫи, унӑн виҫӗ пӗлӗшӗ – 47-ри арҫынпа унӑн 40-ри арӑмӗ, ҫак ялтах пурӑннӑ 49 ҫулти хӗрарӑм — ӑсаннӑ. Инкек хыҫҫӑн Патӑрьел районӗнчи тӳре-шара ларӑва пухӑннӑ. Унта республикӑри ГКЧС председателӗн ҫумӗ Сергей Павлов тата пушарпа кӗрешекен сулжбӑн пуҫлӑхӗ Герман Михайлов хутшӑннӑ. Ларура нумай ачаллӑ, пӗччен ватӑсем пурӑнакан тата эрех-сӑрапа иртӗхекен ҫемьесене ҫитсе тимлӗх пирки асӑрхаттармаллине сӳтсе явнӑ. Туса ирттерни пирки ятарлӑ комиссие хыпарламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |