Пӑтӑрмахсем
![]() hamidulina_19 архивӗнчи сӑн Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче каҫхи 9-10 сехетре Йӗпреҫ районӗнчи Хирти Выҫли ялӗнче ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Унта пурӑнакан ҫемье – арӑмӗпе упӑшки тата 12 ҫулти ывалӗ – урама ҫарранах чупса тухнӑ. Вӗсем каҫхине тӗтӗм шӑршипе вӑраннӑ. Ҫав вӑхӑтра пӳртре ҫулӑм алхаснӑ ӗнтӗ. Ҫемье урама ҫара уранах чупса тухнӑ, нимӗн те илсе ӗлкӗреймен, докуменчӗсем те ҫунса кайнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар электропралук юсавсӑр пулнӑран тухнӑ. Ҫемье ҫуртсӑр юлнӑ, вӗсене пулӑшу кирлӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон – 89279988242, Галина Андреевна Хамидулина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |