Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пушар тухнӑ хыҫҫӑн хулара инкеклӗ лару-тӑру режимӗ туса хунӑ.
Пушар утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 17 сехет те 45 минутра тухнӑ. Вут-ҫулӑм хулари Совет урамӗнчи 14-мӗш ҫуртра (вӑл общежити шутланать) алхаснӑ. Пушара 19 сехет те 30 минутра сӳнтернӗ.
Инкекре 1,3 пин тӑваткал метр лаптӑк ҫинче ҫивитти сиенленнӗ. Ҫынсем шар курман.
Ҫуртра пурӑнакансенчен 56 ҫынна, ҫав шутра — 12 ачана, эвакуациленӗ. 15 ҫынна, ҫав шутра 2 ачана, пурӑнмалли вӑхӑтлӑх вырӑна вырнаҫтарнӑ, ыттисем тӑванӗсем патне кайнӑ.
Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗрӗслеҫҫӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев та ҫивиттие вӑраха ямасӑр юсама хушнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин администрацийӗ «хӗрӳ лини» йӗркеленӗ. Унӑн номерӗ — 73-74-54.