Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисене сиплеме кислород ҫитмест. Чирлекенсем нумайланнипе ҫакнашкал лару-тӑру пулса тухнӑ. Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне лару-тӑру пӑртак йӗркеленнӗ. Юлашки 10 кунра республикӑра кислород туса кӑларасси 3 хут ӳснӗ. Унччен талӑкра 5 тонна кӑларнӑ пулсан халӗ – 17 тонна. Ҫитес вӑхӑтра тата 5-7 тонна ытларах туса кӑларма тытӑнасшӑн. Тӳре-шара ӑнлантарнӑ тӑрӑх, кислород кӑларасси – кӑткӑс ӗҫ. Хальхи производствӑна питӗ йывӑр лекет. Малашлӑхра тӳре-шара кислород туса кӑларакан ятарлӑ предприяти хута ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |