Чӑваш Енри кафесемпе ресторансем икӗ миллиард тенкӗлӗх шар курнӑ. Ҫакӑн пирки республикӑн экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов кӑшӑлвируспа кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперштабӑн эрнекун иртнӗ ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Министр хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑвашстатӑн цифрисемпе усӑ курнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач-чӳк уйӑхӗнсенче обществӑлла апатлану предприятийӗсен тавар ҫаврӑнӑшӗ икӗ миллиард тенкӗ ытла чакнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем налук тата ӗҫ укҫи тӳлесси унчченхинчен сахалланман.
Аса илтерер: кафесемпе ресторансем пӗр вӑхӑтра хупӑнчӗҫ, унтан вӗсене хатӗр апат-ҫимӗҫе киле парса сутма ҫеҫ ӗҫлеме ирӗк пачӗҫ. Ҫакӑ йӑлтах кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑччӗ.