Эрнекун кӑшӑлвируспа кӗрешессипе ӗҫлекен оперативлӑ штаб ларӑвӗ иртнӗ. Унта ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов статистикӑпа паллаштарнӑ.
Министр каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре килте амбулатори мелӗпе 3600 ытла пациент сипленет. Вӗсене 754 тухтӑр пӑхса тӑрать.
Нумаях пулмасть республикӑра килте сипленекенсене тӳлевсӗр эмелсем пама тытӑннӑ. Министр республикӑна 31,7 миллион тенкӗлӗх эмел килни пирки пӗлтернӗ. Ку таранччен тухтӑрсем пациентсене 3221 рецепт ҫырса панӑ, 1805 ҫынна кирлӗ эмелсемпе тӳлевсӗрех тивӗҫтернӗ.
«Пӗрремӗш эрнере 250-280 пациента тӳлевсӗр эмел панӑ, паянхи кун тӗлне вара – 1800 ытла ҫынна. Вӗсен шучӗ ӳссех пырать», - тенӗ Владимир Степанов.