Сывлӑх
![]() admpoyk.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑшӑлвируса сарӑлма парас мар тесе ҫӗршыв тата республика шайӗнче тӗрлӗ мера йышӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Халӗ, сӑмахран, халӑх йышлӑ вырӑнсенче (лавккасемпе аптекӑсенче, общество транспортӗнче т.ыт.те) маска тӑхӑнса ҫӳремелле. Кунсӑр пуҫне кафесемпе ресторансене, хавасланмалли-савӑнмалли тӗрлӗ учрежденисене ҫӗрле ӗҫлеме чарнӑ. Чӑваш Енри мӗнпур организацие ӗҫченсене килте ӗҫлеттерме сӗннӗ. Май килнӗ таран. Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштаб паян ларура ачасен кӗрхи каникулне епле йӗркелессине сӳтсе явнине пӗлтертӗмӗр-ха. Килте ӗҫлеттересси пирки шӑпах ҫавӑнта сӑмах хускатнӑ та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |