Хулара
![]() Шупашкарти Петров урамӗнчи тӑк тӑнӑ ҫӗрте ишӗлме тытӑннӑ ҫурт пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Эрнекунтан унӑн пӗр пайне сӳтме тытӑннӑ. Епле ӗҫсем тӑвасси тата мӗн чухлӗ вӑхӑтра вӗҫлесси пирки калама хула влаҫӗсем тӑхтаса тӑраҫҫӗ иккен, мӗншӗн тесен ҫурт тӑрӑмӗ пирки татса калама хӗн. Анчах хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, пӗрремӗш подъезда юпан 10-мӗшӗ тӗлне сӳтсе пӗтерешӗн. Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, унта пурӑннисен ҫурт-йӗр ыйтӑвӗ пӗр ҫулсӑр татӑлса пӗтеймӗ. Ҫынсене епле ҫурт-йӗр парасси пирки юлнӑ икӗ подъезда тепӗр хутчен экспертиза тунӑ хыҫҫӑн кӑна татса памалла иккен. Ҫынсен ҫапла вара сахалтан та ҫур ҫул кӗтме тивӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш подъездсене тӗкӗнес мар тесен юсаса ҫӗнетме хӑтланса пӗрех вӑхӑт иртӗ. Кунсӑр пуҫне укҫана ӑҫтан тупассине хальлӗхе татса парайман иккен-ха. Укҫа-тенкӗ пирки каласан, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей Правительствин Пуҫлӑхӗнчен Дмитрий Медведевран инкеклӗ лару-тӑрура уйӑракан ҫурт-йӗр сертификачӗ валли укҫа ыйтнӑ-ха. Анчах Мускавран хальлӗхе хурав килмен. Хальлӗхе ҫынсен тӑвансем патӗнче е вӑхӑтлӑх пурӑнмалли ятарлӑ пунктра тӗпленме тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер пирӗнтен ӗмӗрлӗхе чӑвашсен паллӑ ҫыравҫисенчен пӗри Валентина Элпи уйрӑлса кайнӑ. Вӑл чи ватӑ ҫыравҫӑ шутланатчӗ — ҫитес кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче 102 ҫул тултармаллаччӗ. Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗпе ыран, авӑнӑн 30-мӗшӗнче, 12 сехетре сывпуллашма май пулӗ. Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 47а ҫуртра вырнаҫнӑ хулан ритуаллӑ службине ҫитмелле. Элпи Валентина Андреевна (чӑн хушамачӗ Андреева) Тӑвай районӗнчи Кивӗ Пуянкассинче 1913 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе — кӑрлачӑн 31-мӗшӗ) ҫуралнӑ. Тӑван ялти пуҫламӑш шкулта, Кавалти сакӑр ҫул вӗрентекен шкулта пӗлӳ пухнӑ. 1930 ҫулта Шупашкарти медицина техникумне вӗренме кӗнӗ, анчах унта пӗлӳ илме май пулман. Тӗрлӗ хаҫат редакцисенче ӗҫленӗ, 30 ҫул хушши — 1938–1968 ҫулсенче — Радиокӑларӑмпа телевидени комитетӗнче ачасем валли хатӗрлекен кӑларӑмсен редакторӗ пулнӑ. Литературӑри пултарулӑха 1946 ҫулта пуҫланӑ. Малтанхи хайлавӗсем «Хыпар», «Советская Чувашия», «Чӑваш Ен» хаҫатсенче кун ҫути курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пресс-служби республика пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ячӗпе ҫак уйӑхра виҫӗ Тав ҫырӑвӗ килни пирки хыпарлать. Вӗсенчен пӗринче Раҫҫейри шыв каналӗсен VII конференцине хатӗрлесе ирттерме пулӑшнӑшӑн ырӑпа асӑннӑ иккен. Ҫырура Элтепере, республика Правительствине тата Строймина ӑшӑпа палӑртнӑ. Тав тӑваканни — Шывпа тивӗҫтерекенсен тата канализацие тытса тӑракансен Раҫҫейри ассоциацийӗ. Канашри транспортпа энергетика техникумӗн ӗҫченӗсем тата асӑннӑ хулари Йӗпреҫ шосси урамри нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем 1300 метр тӑршшӗ тротуар туса панӑшӑн савӑннӑ. Ямал-Ненецк автономи округӗнчи унти Муравленко хулинчи чӑвашсен «Пӗрлӗх» наципе культура автономийӗ асӑннӑ тӑрӑхпа экономика енчен килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ тунӑшӑн тав тунӑ. «Эпир сирӗнпе муханатпӑр!» — тенӗ хӑпартланнӑ ентешӗмӗрсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ачасен «KinderМУЗ Awards-2014» музыка премийӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Унӑн лауреачӗсем «Ачасен вунни — Яна Рудковскаяпа» музыка клипӗсен финалисчӗсем пулса тӑнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗн эстрада уйрӑмӗн вӗренекенӗсем маттурлӑхпа палӑрнӑ. Антон Самойловпа Мария Тихонова ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Ольга Печатнова патӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Антон чи лайӑх исполнитель пулса тӑнӑ, Мария Тихоновӑпа юрланӑ дуэт вара куракансен парнине ҫӗнсе илнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесене Филипп Киркоров, Валерия, Глюкоза юрӑҫем, «Ача-пӑча аварийӗ» ушкӑн тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Киров наркологӗсем улта ҫын паллӑ мар наркотик хутӑшне пула вилнине пӗлтереҫҫӗ. Халӗ стационарта 150 ҫын сипленет. Раҫҫей наркологӗсем чан ҫапаҫҫӗ. Кунашкал тӗслӗх Чӑваш Енре те пур-мӗн. Чӑваш Енри тӗп нарколог Ирина Булыгина каланӑ тӑрӑх, ытларикунран пуҫласа ҫакнашкал наркӑмӑшланнӑ ҫынсем килме пуҫланӑ. Ку препаратсем сывлӑхшӑн сиенлине аса илтернӗ. Сипленме килнӗ 7 ҫын — ҫамрӑксем, 18–25 ҫулсенчисем. Вӗсенчен нихашӗ те ҫав хутӑша ӑша янине астумасть. Чӑваш Енӗн тӗп токсикологӗ Александра Прохоровская каланӑ тӑрӑх, реанимацире пӗр ҫамрӑк выртать-мӗн. Тухтӑрсем наркӑмӑшланнисене ҫӑлас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Мӗн пур органа сиплеме тивет-мӗн. Чи интересли — ку хутӑш паллӑ наркотиксен хутӑшне кӗмест. Сиенлӗскер наркотик ҫаврӑнӑшне нумаях пулмасть кӗнӗ-тӗр. Халӗ ӑна кӳрсе килекенсене тупса палӑртас тӗллевпе тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Музыкантовсен ҫемйи Йӗпреҫ районӗнче «2014 ҫулхи ҫемье» конкурс иртнӗ. Малтан ӑна ял тӑрӑхӗсенче йӗркеленӗ, унта ҫӗнтернисем район шайӗнче тупӑшнӑ. Ӑмӑртӑва арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫпа 10 ҫул ытла пурӑнакан мӑшӑрсем хутшӑннӑ. Вӗсен ҫемйинче ҫул ҫитмен ачасем пуррине те шута илнӗ. Тата, паллах, районта пурӑннине, ҫемьери тӑрӑма. Юлашкинчен калани пирки ҫирӗплетсе калама хӗн-ха: алӑк урати урлӑ каҫсан мӑшӑрсем епле тытнине хӑйсемсӗр пуҫне камах пӗлейтӗр… Районти конкурса хутшӑнма тивӗҫнӗ ҫемьесене хаклама тӗрлӗ шайри тӳре-шарана суйланӑ. Нихӑш ҫемьене те кӳрентерес килменнине кура кашнинех тӗрлӗ номинаципе палӑртса кайнӑ: спортпа туслӑ ҫемье, ҫирӗп ҫемье, ҫавӑн йышши хитре сӑмахсем кашни валлиех ҫитнӗ. Конкурс ҫӗнтерӳҫи Эйпеҫри Олег Николаевичпа Елена Николаевна Музыкантовсем ҫӗнтернӗ. Халӗ вӗсен республикӑри ҫавӑн йышши конкурсра тупӑшма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ҫывхарнӑ май халӗ унта та кунта та тӗрлӗ уяв йӗркелеҫҫӗ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Паваркассинчи тӗслӗх вулавӑшра «Ҫул чӑрмав мар» каҫ иртнӗ. Уява районти социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӑн халӑха килте социаллӑ пулӑшу кӳрекен 2-мӗш уйрӑмӗн заведующийӗ Елена Семенова та хутшӑннӑ. Социаллӑ ӗҫчен хӑйсен служби ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ҫулланнисен пурнӑҫне лайӑхлатма туса ирттерекен ӗҫсемпе паллаштарнӑ. Уяв каҫӗнче клубӑн чи ҫамрӑк пайташне, Галина Леонтьева, ҫуралнӑ кунпа саламланӑ. Кунсӑр пуҫне мӗнпур ватта парне лекнӗ. Вӗсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Атаманов ватӑсем валли асӑнмалӑх парса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Астрономсем Ҫӗртен 124 ҫутӑ ҫул аяккарах вырнаҫнӑ тӗлӗнмелле планетӑна тупса палӑртнӑ. Унӑн условлӑ ячӗ — «Шыв тӗнчи». Планетӑн официаллӑ ячӗ — GJ1214b. Ӑсчахсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унти атмосфера пӑс евӗр. «Шыв тӗнчи» пирӗн планетӑран 2,5 хут пысӑкрах, 7 хут ҫӑмӑлрах. Астрономсен шухӑшӗпе, вӗсем унччен нихҫан уҫман планетӑн тӗсне тупса палӑртнӑ. Ҫав планета ытларах шывран тата паллӑ мар материалтан тӑрать. Ӑна ӑсчахсен палӑртма тивӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, планета ҫинчи шыв пысӑк температурӑна пула «вӗри пӑра» ҫаврӑнма пултарать. Планетӑна Чилири, Аслӑ Британири, Швейцарири, Америкӑри ӑсчахсен ушкӑнӗ уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Пукане: йӑларан вӑйӑ патне» ятпа Куславккари Н.И. Лобачевский ячӗллӗ ҫурт-музейра курав уҫӑлнӑ. Куҫса ҫӳрекен курава Чӑваш наци музейӗ вӑхӑтлӑх панӑ. Куславккасем те курава хӑйсен пуканисемпе пуянлатасса шанаҫҫӗ. Экспозицире чӑваш пуканисемсӗр пуҫне Итали пуканисем те пур. Ӑна музей-ҫурта Чӑваш Енӗн халӑх артистки Светлана Бубнова парнеленӗ. Куславккари ӳнер шкулӗнче ӗҫлекен преподаватель Любовь Скворцова тӑм сувенирӗсем тыттарнӑ, унсӑр пуҫне Аня Манюкова шкул ачин ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ. Курав раштавчен ӗҫлӗ. Сӑнсем (14) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Мускавра компьютерпа нумай енлӗ ӑмӑртассипе IV Пӗтӗм Раҫҫейри чемпионат иртнӗ. Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшри вӑтам шкулта истори тата обществознани вӗрентекен Вячеслав Сидоров «Патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗпе ӗҫлесси» номинацире пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗне Раҫҫейри пенсионерсен пӗрлешӗвӗн районти уйрӑмӗн ларӑвӗнче чыслама йышӑннӑ. Шӑпах ҫав организаци компьютер ӑсталӑхӗн ӑмӑртӑвне йӗркелес шухӑш тытнӑ та. Пуҫарӑва Раҫҫейӗн Пенси фончӗ, Федераци Канашӗн социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитечӗ, РФ Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви, РФ Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министерстви, «Пурнӑҫ пахалӑхӗ» ыркӑмӑллӑх фончӗ ырласа йышӑннӑ. Компьютер ӑсталӑхне пӗлнине ирттернӗ конкурса ҫӗршывӑн 59 тӑрӑхӗнчи тата Бельгири, Словакинчи, Белоруҫри, Казахстанри, Узбекистанри тата Абхазинчи 130 ытла пенсионер хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.08.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Лукианов Николай Егорович, паллă юрист, общество ĕçченĕ (ЧАП партийĕн йĕркелекенсенчен пĕри). | ||
| «Улатӑр хыпарӗ» хаҫатӑн 20 пинӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |