Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫакӑн пек чӗнсе калать ентешӗсене Елчӗк районӗнчи Тӑрӑм ял тӑрӑхӗн депутачӗ Л. Осипова. "Инкек куҫа курӑнса килмест тесе ытахальтен каламаҫҫӗ", - тесе пуҫланӑ вӑл тӑван район хаҫатӗнче пичтеленӗ хӑйӗн чӗнӗвне. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, лӑпкӑн пурӑннӑ ҫӗртех Тӑрмӑшри Феофан Яковлевич Щербаков ватлӑх кунӗнче нимсӗр тӑрса юлнӑ. Кỹршӗрен тухнӑ пушарта унӑн кил-ҫурчӗ, хуралтисем кӗле ҫаврӑннӑ. Ял ҫыннисем, "Урожай" хуҫалӑх инкеке лекнӗ 74 ҫулхи ватӑна май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшнӑ-мӗн-ха. Анчах пуҫтарӑннӑ укҫа-тенкӗ пӗчӗк ҫурт та пулин лартма ҫитейменни куҫ кӗрет. Ҫавӑнпа та район халӑхне, организаципе предприятисен, хуҫалӑхсен ертỹҫисене нушана лекнӗ ҫынна пулӑшма ыйтать депутат. "Елчӗксем ҫын хуйхи-суйхинчен аякра тӑракан марччӗ", - тенӗ май вӑл ӗмӗрне колхозра ӗҫленӗ ватӑна пулӑшас текенсене счет номерне пӗлтерет:Р/с 42307.810.9.7500.4806601 0613/0457 Чувашское отделение № 8613 Сбербанк России Щербакову Феофану Яковлевичу.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов Ҫӗртмен 27-28-мӗшӗсенче Хӗрлӗ Чутай районӗнче Чӑваш Республикин муниципалитет пӗрлешӗвӗсен пуҫлӑхӗн кунӗ иртнӗ. Шучӗпе хальхи – ҫиччӗмӗш. Ӑна Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗнчи илемлӗ вырӑнта, Чавал текен тӑрӑхра, йӗркеленӗ. Унта пырса ҫитнисем пӗрремӗш кунхине мероприятие официаллӑ майпа уҫнӑ хыҫҫӑн кӗҫех каҫхи апат хатӗрлеме тытӑннӑ. Вӑхӑтлӑх чарӑнма вӗсем палаткӑсем вырнаҫтарса тухнӑ. Палаткине те кашни тепринчен илемлӗрех йӗркелеме тӑрӑшнӑ-мӗн. Пырса ҫитнӗ кун ушкӑнсем пӗр-пӗрин хушшинче спортӑн тӗрлӗ енӗпе ӑмӑртнӑ: воллейбол вылянӑ, мини-футбол, хутӑш ӑмӑртура тупӑшнӑ тата ытти енпе тупӑшнӑ. «Пӑхаттир пуҫлӑх» тата «Ҫулсам, ҫава, сывлӑм чухне» конкурссем ыттисенчен уйрӑлса тӑнине пӗлтереҫҫӗ Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗнче. Утӑ ҫулакансем ҫак ӗҫе мӗнле пахалӑхпа тата епле хӑвӑртлӑхпа пурнӑҫлассипе, пакуссене епле вырнаҫтарса тухнипе пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑнӑ. Вырӑнти никама та хурламаҫҫӗ – пурте лайӑх ҫулнӑ тесе пӗлтереҫҫӗ. Ҫумӑр пуҫланнине пула программӑпа малтанласа палӑртнине ҫав кун пурне те пурнӑҫлама май килмен те, ҫапах хӑш-пӗр ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ. Хутӑш эстафетӑра, акӑ, Вӑрнар район ушкӑнӗ палӑрнӑ, иккӗмӗшне комсомольскисем тухнӑ, виҫҫӗмӗшне – улатӑрсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Адмкомисси ларӑвӗнче Йӗркине пӑхӑнсан чӑрмантармӗ те, анчах хӑш-пӗр хуҫасем вӗсене ҫынтан мала хураҫҫӗ тейӗн. Хаяр ӑратсене ирӗклӗнех урама илсе тухаҫҫӗ. «Ҫыртмаҫҫӗ», – теме юратаҫҫӗ кун пек чух хуҫисем. Анчах йытӑна пӗлсе пӗтер! Йытӑна усрамалли парвилӑна пӑснишӗн, акӑ, нумаях пулмасть Пӑрачкав район администрацийӗн правӑна административлӑ комиссийӗнче икӗ ҫын тӗлӗшпе ӗҫ пӑхса тухнӑ. Кунсӑр пуҫне ҫӗр хута шавласа та теприсем ҫынсене кансӗрлеҫҫӗ. Пӑрачкав районӗнче те ун пеккисем пур. Нумаях пулмасть иртнӗ ларура тӑватӑ ҫынна адмкомисси хӑйӗн ларӑвне чӗннӗ. Аса илтеретпӗр, каҫхи вунпӗр сехетрен пуҫласа ирхи ҫиччӗччен шавлама юрамасть. Ку вӑл – эрне варринче. Канмалли тата уяв кунӗсенче – каҫхи вунӑ сехетрен тытӑнса ирхи саккӑрччен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен тытӑнса Раҫҫейре ҫара ярассин ҫӗнӗ правилисем вӑя кӗрӗҫ. Пулас салтаксене малашне ҫарта мӗнле условире тата мӗн чухлӗ пурӑнассине хӑйсене суйлама ирӗк парӗҫ. Ҫулталӑклӑх кайсан казармӑра пурӑнма (хальхилле ӗнтӗ) пурӑнма пулать. Ҫар чаҫӗпе икӗ ҫуллӑх килӗшӳ туса ҫара тухса кайсан вӗсене «гражданкӑра» пурӑнӗҫ, ҫарта пулнишӗн укҫа илсе тӑрӗҫ. Маларах саккун контрактпа салхалтан та виҫӗ ҫул службӑра тӑма ирӗк панӑ. Халӗ икӗ ҫуллӑх службӑна суйлама ирӗк пама тытӑнӗҫ. Енчен те каччӑ ҫулталӑклӑх тесе кайнӑ хыҫҫӑн контрактпа службӑра тӑма шут тытсан икӗ ҫултан кая мар вӑхӑтлӑха килӗшӳ тумалла. Саккунӑн тӗп саманчӗ – призыв тата професси службин вӑхӑчӗ рядовойсемпе сержантсен пӗтӗмпе икӗ, виҫӗ е пилӗк ҫул пулмалла. Контрактпа кайнӑ ҫын профессионаллӑ ҫар ҫынни пулас шухӑша улӑштараять-ха. Икӗ енлӗ килӗшӳпе. Вара унӑн «срочник» евӗр ҫарта тӑма тивӗ. Контрактпа маларах службӑра тӑнӑ икӗ кун кун пек чух пӗр кунпа танлашӗ. Ҫавна кура каччӑн ҫарта тата миҫе кун тӑмаллине шутласа парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Юлашки кунсенче ҫанталӑк уяр тӑмасть-ха. Ҫапах та ял хуҫалӑх предприятийӗсем май килнипе выльӑх-чӗрлӗх апачӗ хатӗрлесе хӑварма тӑрӑшаҫҫӗ. Элӗк районӗнче те ҫак енӗпе ҫине тӑраҫҫӗ. Хальлӗхе унта нумай ҫул ӳсекен курӑксене 2 пин гектар ытла ҫулнӑ. Ку вӑл – планпа пӑхнин ҫурринчен кӑшт ытларах. Утӑ 2115 тонна хатӗрлеме палӑртнинчен 1270 тонна янтӑланӑ. Сенажа элӗксем 7711 тонна хатӗрлесшӗн. Ӑна хальлӗхе 3 пин тоннӑна яхӑн хурса хӑварнӑ. Выльӑх апачӗ хатӗрлессипе «Новый Путь» кооператив ӗҫченӗсем малта пыраҫҫӗ. «Авангард», «Правда», «Алмаз» хуҫалӑхсем те – лайӑх ӗҫлекенсен шутӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() «Пеледыш айо» - мари халӑхӗн юратнӑ уявӗ. Ӑна 80 ҫула яхӑн ирттереҫҫӗ. Ҫурхи ӗҫсене вӗҫлесен халӑх уява пухӑннӑ: чи хитре тум тӑхӑннӑ, наци алка-эрешне ҫакнӑ. Пӗрле пухӑнса чунтан савӑннӑ, юрланӑ, ташланӑ. Чи маттуррисене парнесемпе хавхалантарнӑ. Ҫулсем иртнӗҫемӗн уяв пуянланса пынӑ. Кӑҫал «Пеледыш айо» уява вокалпа хор ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Мари Республикинчи алӗҫ ӑстисем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Уявра спорт мероприятийӗсем иртнӗ, аттракционсем, ташӑ тата вӑйӑ лапамӗсем, наци кухньине сӑнлакан картишсем ӗҫленӗ. Концерт пуян пулнӑ: сцена ҫинче мари, вырӑс, ют ҫӗршыв композиторӗсен юррисем, халӑх тата автор юррисем янӑранӑ. Ҫак уява Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямаш ял тӑрӑхӗнчи «Ямаш» фольклор ансамблӗ хутшӑннӑ. Ямашсем мари халӑхне чӑваш халӑх юррисемпе савӑнтарнӑ. Уявра пирӗн ентешсене Дипломпа чысланӑ. Сӑнсем (40) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем Шӑмӑршӑ районӗнче Ҫамрӑксен кунӗнче ҫулсерен иртекен эстрада юррин «Ҫамрӑк сасӑсем» район фестивалӗ иртнӗ. Ку фестиваль Шӑмаршӑ районӗнче йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Вӑл ҫулсерен пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртма пулӑшать. Фестивале 14-35 ҫулсенчи солист вокалистсем, вокал ансамблӗсем хутшӑннӑ. 14-18 ҫулсенчисен йышӗнче «Соло-вокал» номинацире Мария Константинова ҫӗнтернӗ. 2-мӗш вырӑна Надежда Павлова тивӗҫнӗ. 3-мӗш вырӑнта – Михаил Кириллов. 18-35 ҫулсенчисен хушшинче вара Анастасия Мердеева ҫӗнтернӗ. 2-мӗш вырӑна Ольга Бибукова тухнӑ. 3-мӗш вырӑна Кристина Долгова тивӗҫнӗ. «Дуэт» номинацире Мария Тридвона тата Вика Иванова мала тухнӑ. «Вокал ансамблӗ» номинацире 1-мӗш вырӑна «Эдельвейс» вокал ансамблӗ тивӗҫнӗ. «Антонина» ача-пӑча ташӑ ушкӑнӗ Шӑмӑршӑри культура аталанӑвӗн центрӗн тавне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта темиҫе ҫул каяллах хӑпартма тытӑннӑ «Хевел» завод тинех ӗҫлесе кайнӑ. Хӗвел модулӗсем кӑлармалли ҫав предприятире халӗ производствӑн тӗп линийӗсене хута яма тытӑннӑ. Харӑсах пӗтӗмпех ӗҫлесе каймӗ-ха. Пӗчӗкшерӗн. Тапхӑрӑн-тапхӑрӑн. Линие «Tokyo Electron Limited» яппунсен корпорацийӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле хута янӑ. Заводӑн пресс-служби хӗвел модулӗсене юлашкинчен пухмалли мӗнпур участок ӗҫленине пӗлтернӗ. Сӑмахран, лазерпа скрайберлакан тытӑма йӗркелесе ҫитернӗ, хӗвел модулӗсене уйрӑм ячейкӑсем ҫине уйӑрма пулать тата ытти те. «KUKA» компани специалисчӗсем роботсем валли программӑна хатӗрлесе ҫитернӗ. Паянлӑха вара заводӑн инженерӗсемпе технологӗсен технологи ӗҫӗсене йӗркеелсе пӗтермелле те ҫулталӑкран проект хӑвачӗпе ӗҫлеме тытӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Марфа Кузьминана саламлаҫҫӗ Етӗрне районӗнчи Мӑрсакасси ялӗнче ҫуралнӑ Марфа Ефимовна Кузьмина ҫӗртмен 26-мӗшӗнче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ вӑл. Марфа 6 ҫул тултарсан ашшӗ ҫӗре кӗнӗ. Пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен унӑн. Пӗчекренпех ӗҫпе пиҫӗхсе ӳснӗ. 80 ҫулта чухне те колхоз ӗҫне хутшӑннӑ. Мӑшӑрӗпе, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗпе Павел Тимофеевич Кузьминпа 6 ача ҫуратса ӳстернӗ. Пӗрле 39 ҫул пурӑннӑ. Халӗ Марфа Ефимовна 8 мӑнукӗпе, вӗсен 3 ачипе киленет. Вӑл – ӗҫ ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ. Ӑна «Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ. Марфа Ефимовна РФ Президенчӗн саламне тивӗҫнӗ. Юбиляра ентешӗсем, тӑванӗсем вырӑнти тӳре-шара, «Пилеш» фольклор ансамблӗ саламланӑ. Сӑнсем (24) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Вадим Ефимов министр Екатерина Образцова СССР халӑх артисткипе Ҫак уйӑхӑн 24–28-мӗшӗсенче Шупашкарта тӗнчери пукане театрӗсенчен чи пысӑккин С.В. Образцовӑн патшалӑх академи тӗп театрӗ гастрольпе пулчӗ. Мускаври театр пултарулӑхне пирӗн куракансем пысӑка хурса хаклани каламасӑрах паллӑ-тӑр. Асӑннӑ театр репертуарӗпе темиҫе ӑру ӳснӗ. Шупашкара тӗп хула профессионалӗсем «Атӑ тӑхӑннӑ кушак» классика юмахне тата «Гулливерӑн ҫул ҫӳревӗ» историе илсе килнӗ. Аслисем пирки те манман Мускав «пуканисем». Вӗсем валли «Тӗлӗнтермӗш концерт» кулӑшла ревю лартнӑ. Ку спектакль – тӗнчере пуринчен ытла ҫын пӑхнине кура Гиннес рекорчӗн кӗнекине лекнӗскер. Чаплӑран та чаплӑ пукане ӑстин Сергей Образцовӑн мӑнукӗпе, асӑннӑ театрӑн режиссер-постановщикӗпе, СССР халӑх артисчӗпе Екатерина Образцовӑпа Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов тӗл пулнӑ. Вӑл гастролӗн тӳпине пысӑка хурса хак панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |