Пӑтӑрмахсем
Тӑвай районӗнче пурӑнакан 43 ҫулти П. хушаматлӑ хӗрарӑма тепӗр ҫынна йывӑр сиен кӳнӗшӗн айӑплаҫҫӗ. Сучӗ хальлӗхе пулман-ха — айӑплавне вырӑнти район прокурорӗ ҫирӗплетнӗ. Харкашу пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче пулса иртнӗ. Ун чух вӑл тата хӑйӗнпе пӗрле пурӑнакан арҫын паллакансем патӗнче эрех ӗҫсе ларнӑ. Кӗвӗҫӗве пула иккӗшӗн хушшинче харкашу сиксе тухнӑ. Тарӑхса кайнӑ хӗрарӑм алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ те арҫынна ҫурӑмран чикнӗ. Пӳлӗме кӗрсе тӑнӑ кил хуҫисене хӗрарӑм арҫын сӗтеле лектерсе савӑт-сапана ватрӑмӑр, арҫын ун ҫине персе анчӗ тесе суйнӑ имӗш. Кайран вӗсем киле тухса кайнӑ. Анчах арҫынна йывӑрлатса кайнине кура хӗрарӑм тухтӑрсене чӗннӗ. Шур халатлисем вӑхӑтра пулӑшу кӳнине кура ӑна ҫӑлса хӑварма май килнӗ. Хӗрарӑм арҫынна суранлатнине йышӑнмасть-мӗн-ха. Прокуратура вӑл унччен те, 2007 ҫулта, алла ҫӗҫӗ ярса илнине пӗлтерет. Ун чух вӑл ӑна кӑкӑртан ҫӗҫӗпе чикнӗ, уншӑн ларса тухнӑ. |
Культура
Паян, пушӑн 17-мӗшӗнче, Куславккари «Пчелка» ача пахчине Шупашкартан хӑнасем ҫитнӗ. Ахальлисем мар: Пукане театрӗ! Пӗчӗккисем «Люблю ромашки» (чӑв. «Салтак тӳмми чечекне юрататӑп») спектакль курнӑ. Ачасем постановка сӑнарӗсемпе пӗрле савӑннӑ, хурланнӑ. Пукане постановкисем пӗчӗккисене савӑнӑҫ кӳреҫҫӗ. Ара, ача теттепе выляса ӳсет-ҫке. Тетте «чӗрӗлни» вара шӑпӑрланшӑн — чӑн-чӑн тӗлӗнтермӗш. Пӗчӗккисем хӑйсене юмаха лекнӗн туйнӑ. Ҫак ача пахчин шӑпӑрланӗсем Пукане театрӗн спектаклӗсемпе уйӑхсерен киленеҫҫӗ. Вӗсем артистсене татах хӑнана кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Пушӑн 14-мӗшӗнче ЧР Правительствин председателӗ Иван Моторин кӑҫалхи Республика кунне уявлас енӗпе йӗркелӳ комитечӗпе лару ирттернӗ. Тӗп мероприятисем Шупашкарта тата Комсомольски районӗнче пулӗҫ. Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ, ЧР Элтеперӗн администрацин ертӳҫи Александр Иванов тӗп мероприятисен программипе паллаштарнӑ. Яланхи пекех «Раҫҫей регионӗсем — ҫирӗп аталану» экономика форумӗ, «Регионсем: чикӗсӗр хутшӑну» курав, фейерверксен фестивалӗ, халӑх пултарулӑхӗн «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль, «Руҫ ӑстисем» алӗҫӗсен конкурсӗ, пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйӗ» иртӗ. Александр Иванов ҫак мероприятисем ҫулран ҫул лайӑхланса пынине палӑртнӑ. Республика кунне халалланӑ спорт, культура мероприятийӗсем ҫу уйӑхӗнчех пуҫланӗҫ. Ҫӗртмен 18-мӗшӗнче Шупашкарта Атӑлҫи федераци округӗнче Культура ҫулталӑкӗ уҫӑлнине уявлӗҫ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Афанасьев муниципалитетсем Республика уявне мӗнле хатӗрленнине каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев район-хула ертӳҫисемпе чылай ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ҫав шутра — республикӑри социаллӑ ушкӑнри ҫынсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессине те. Кӑҫалхи икӗ уйӑхра пурӑнмалли 24 пин тӑвакал метра хута янӑ. Ҫулталӑк вӗҫне ку кӑтарту 850 пине яхӑн тӑваткал метрпа танлашмалла. Кун пирки ЧР ҫурт тӑвӑм министерӗ Олег Марков пӗлтернӗ. Социаллӑ ушкӑнри ҫынсене кӑҫал ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес тӗллевпе хыснасенчен укҫа уйӑрӗҫ. Акӑ ҫамрӑк ҫемьесене пулӑшу паракан федераци программипе килӗшӳллӗн 2014 ҫулта республика бюджетӗнчен 210 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Вырӑнти хыснасем 63 миллион парӗҫ. Федераци хыснинчен 126 миллион тенкӗ ҫитмелле. Кунсӑр пуҫне республика хыснине 95 ветерана пулӑшу памашкӑн 100 миллион тенкӗ ытла килӗ. Ветерансем, сусӑрсем, сусӑр ача ӳстерекен ҫемьесем валли 51 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. 85,8 миллион тенкӗ нумай ачаллӑ ҫемьесене уйӑрӗҫ. Кӑҫал 253 тӑлӑх ачана ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерӗҫ. Кун валли 244 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ. Шупашкарта тӑлӑхсем валли 61 хваттер пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Пӗлтӗрхи диктант вӑхӑтӗнче Паян 14 сехетре Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗтӗм чӑваш диктантне йӗркелесе ирттерес ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Унта тӗпчев институчӗн ӑсчахӗсемсӗр пуҫне вӗренӳ тата педагогика институчӗсен ӗҫтешӗсем хутшӑнчӗҫ. Кӗскен пӗтӗмлетсен, диктант акан 25-мӗшӗнче 13:00 сехетре пуҫланмалла. Пӗлтӗрхи пекех текста наци радиовӗпе вулама палӑртнӑ. Паянхи ларура ӑна кама вулаттарассине те пӑхса тухрӗҫ. Ку ӗҫе СССР халӑх артистки Вера Кузьмина пурнӑҫласса шанаҫҫӗ. Ҫыру ӗҫӗ университетпа педагогика университетӗнче тата вӗренӳ институтӗнче иртмелле. Пӗлтӗр диктанта вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов хутшӑннӑ пулсан кӑҫал халӑхпа пӗрле ҫырма культура министрӗ Вадим Ефимов явӑҫасса кӗтеҫҫӗ. Ҫыру ӗҫӗ Шупашкарти аслӑ шкулсенче ҫеҫ мар, пӗр харӑсах республикӑри кашни районтах иртессе шанаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех пӗлтӗр сиксе тухнӑ кӑлтӑксемпе йывӑрлӑхсенчен кӑҫал малтанах хӑтӑлма шутлаҫҫӗ. Сӑмах май тексчӗ хатӗр, ӑна Марина Карягина ҫырнӑ. Хальхи вӑхӑтра институт ӗҫченӗсем ӑна тӗрӗслеҫҫӗ, авторӗпе пӗрле стилистика тӗлӗшӗнчен якатаҫҫӗ. |
Республикӑра
Паянтан пуҫласа республикӑра «Вилӗм ӑҫта сутнине пӗлтер» наркотика хирӗҫле уйӑхлӑх иртет. Ӑна республика прокуратури правӑна сыхлакан тата патшалӑхӑн влаҫ, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле йӗркелет. Ҫак вӑхӑтра пур ҫӗрте те анонимлӑ ҫырусемпе шнкӑравсене йышӑнма майсем туса панӑ. Республика прокуратурине, сӑмахран, ирхи 9 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен 8 (8352) 39-20-12 номерпе, талӑкӗпех вара 62-48-49 номерпе пӗлтерме юрать. 8-937-013-93-41 номер ҫине СМС-хыпар та яма юрать. Е тата prokur@cap.ru адреспа электронлӑ ҫыру шӑрҫалама пулать. Наркотик ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен управленин номерӗ — 8 (8352) 23-01-00, республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин — 8 (8352) 24-16-55 е 02. Наркотик сутакансем пирки хыпара пухма ял-хуласенче ятарлӑ ещӗксем вырнаҫтарнӑ. Шупашкарта, акӑ, вӗсене «Каскад» тата «МТВ-центр» суту-илӳ центрӗсенче, «Шупашкар» пасар территорийӗнче, республика прокуратуринче, хула администрацийӗнче, Юстици ҫуртӗнче, Тӗп вокзалта, «Салют» культура ҫуртӗнче, «Ача-пӑча тӗнчи» лавкка умӗнчи пӗлтерӳсем ҫакмалли хӑма патӗнче ҫакнӑ. Уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче ещӗксене ытти вырӑнта та сарасшӑн. Ещӗке пыракан ҫырусене прокуратури ҫыннисем тӑтӑшах тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Вырӑс патшалӑх драма театрӗнче «Хулара пӗччен, е хаваслӑ ОБЖ урокӗсем» премьера пулнӑ. Мӗн пирки-ха ку спекаткль? Ятӗнченех паллӑ: ку — ачасем валли. Постановка пӗчӗккисене хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнма, урамра, ҫул ҫинче хӑйсене йӗрекеллӗ тытма вӗрентет. Ку полицейскисемшӗн пысӑк пулӑшу. Кӑсӑклӑ сюжет, юрӑ-ташӑ — ку пӗтӗмпех пӗчӗк куракансене тыткӑна илет, ҫав вӑхатрах хӑрушсӑрлӑх правилисене вӗрентет. Ӑна Ирина Широбокова сценарийӗпе хатӗрленӗ. Постановка режиссерӗ — Владимир Красотин. Премьера пушӑн 14-мӗшӗнче пулнӑ. Зал ҫын лӑк туллиех пухӑннӑ. Постановка ачасене хӑрушсӑрлӑх ӑҫта тата хӑҫан сиксе тухнине кӑна мар, полицейскисене шанма, вӗсенчен пулӑшу ыйтма вӗрентет. Пӗчӗк куракансем спектакль геройӗсемпе пӗрле пӑшӑрханнӑ, савӑннӑ. Постановкӑна куҫ илмесӗр пӑхаканскерсем сӑнарсене мӗн тумаллине вырӑнтан кӑшкӑрса калама та хӑтланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
ЧР Наци вулавӑшӗн «Мерчен» залӗнче Культура ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн «Наци музыкин, поэзийӗн тата ӳнерӗн «Тӑван ен» республика фестивалӗн страницисем тӑрӑх» ятлӑ хӑтлав иртнӗ. Республика шайӗнчи иртекен ҫак фестиваль — Шупашкарти Ф.М.Лукин ячӗллӗ 5-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗнче час-часах иртекен проект. Пилӗк ҫулта унта Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Улатӑрти, Етӗрнери музыка шкулӗсем, ӳнер шкулӗсем, тӗп хулари Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищи хутшӑннӑ. Юлашки виҫӗ ҫулта фестивальте чӑваш чӗлхипе тата литературипе инҫет мелӗпе иртнӗ конкурса хутшӑннисене, унӑн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Пӗлтӗртенпе «Тӑван ен» проект анлӑланнӑ. Ун патне халӗ чӑваш музыка литературипе инҫет мелӗпе ирттерекен олимпиада тата ҫамрӑк музыковедсен республика конкурсӗ кӗрет. Мероприяти Чӑваш Республикин гимнӗпе уҫӑлнӑ. Ӑна Шупашкарти 5-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗн вӗрентекенӗ О.Н.Рузавина юрланӑ. Ҫав шкул вӗренекенӗсем сцена ҫинче пултарулӑхне кӑтартнӑ. Куракансем юрӑҫсен пултарулӑхӗпе киленнӗ май экран ҫинчи слайда пӑхнӑ: чӑваш ӑрӑхӗнчи пейзажсем культура деятелӗсен портречӗсемпе, чӑваш ӳнерҫисен картинисемпе ылмашӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Шӑматкун, пушӑн 15-мӗшӗнче, Крыма пӗрлештернипе килӗшекеннисемпе пӗрлех вӑрҫа хирӗҫҫисем те пухӑннӑ. Расна вырӑнта. Влаҫ политикине ырлакансем — чылайӑшне унта хистесе илсе тухнӑ теҫҫӗ — Хӗрлӗ тӳремре пуҫтарӑннӑ пулсан вӑрҫа хирӗҫҫисем «Мир Луксор» кинотеатр умне тухнӑ. Халӑх чылайӑнах пулман — пӗр 25–30 ҫын кӑна пухӑннӑ. Акцине РПР-ПАРНАС тата Раштавӑн 5-мӗшӗн партийӗн вырӑнти уйрӑмӗсем йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех чӑваш тата вырӑс халӑхӗшӗн пӑшӑрханакансем те хутшӑннӑ. Вырӑсла плакатсемсӗр пуҫне чӑвашли те пулнӑ, тӗслӗхрен, «Вӑрҫӑ ан пултӑр! Эпир тӑнӑҫлӑхшӑн!». Пикетра Раҫҫей, Украина тата Чӑваш Ен ялавӗсем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Пушӑн 14-мӗшӗнче Тӑвай районӗнче кӑна мар, Муркаш районӗнче те чиперуксен конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫал «Муркаш пики — 2014» конкурса 8 хӗр хутшӑннӑ. Пикесем пилӗк конкурса витӗр тухнӑ: «Визит карточки», «Интеллектуаллӑ конкурс», «Пултарулӑх конкурсӗ», «Чӑваш халӑх апачӗ», «Чӑваш стилӗ». Жири конкурсҫӑсене чи малтанах ӑнӑҫу суннӑ. Пикесене тӗрлӗ енлӗн тӗрӗсленӗ. Паллах, конкурссене парӑнтарма ҫӑмӑл пулман. Хӗрсем сцена ҫинче ташланӑ, юрланӑ, наци апат-ҫимӗҫӗ пирки калаҫнӑ. Чи маттурри — Елизавета Смирнова. Муркаш вӑтам шкулӗнче вӗренекенскер «Муркаш пики — 2014» ята тивӗҫнӗ. Ҫав шкултах ӑс пухакан Елена Николаева «Вице Муркаш пики» ята ҫӗнсе илнӗ. Чуманкасси шкулӗнчи Елена Иванова «Хӳхӗм пике» номинацире ҫӗнтернӗ. Калайкасси шкулӗнче вӗренекен Кристина Арчикова «Ҫепӗҫ пике» пулнӑ. Ярославка ял тӑрӑхӗнчи Виктория Иванова «Ӑс пике» номинацире палӑрнӑ. Муркаш шкулӗнчи Ольга Павлова «Пултаруллӑ пике» ята тивӗҫнӗ. «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» номинацире вара Алена Кузьмина ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |