Ҫутҫанталӑк
![]() Муркаш пикисем те чечекӗсем те илемлӗ Ял-урамра чечек лартнипех никама та тӗлӗнтерейместӗн пулӗ те, ҫапах та ӗҫлемесӗр пулмасть те тӑрӑшакансене палӑртмаллах. Муркашра пурӑнакансем те, ав, хӑйсен салине вӗҫӗмех чечекпе илемлетеҫҫӗ. Унта район шайӗнче йӗркеленӗ хӗрарӑмсен канашӗ тата арҫын-ашшӗсен канашӗ (ҫапла, ун пекки те пур) кӑҫал «Юратнӑ салана — чечек!» акци ирттерме шут тытнӑ. Ӗнер район администрацийӗн ӗҫченӗсем, ял тӑрӑхӗн ӗҫченӗсем каллех чечек лартма тухнӑ. Калчине Муркаш ял тӑрӑхӗн администрацийӗ туяннӑ. Салара кӗске вӑхӑтрах илемлӗ чечек куҫа илӗртме тытӑннӑ. Сӑнсем (24) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Тест тухмалли хатӗр Нумаях пулмасть Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем наркотиксемпе усӑ курнипе курманнине тестпа тӗрӗсленӗ. «Тест ирттернин тӗллевӗ — вӗренекен ҫамрӑксем наркотикпа усӑ курнине тупса палӑртасси», — тесе пӗлтерет «Каҫал Ен» хаҫат. Теста наркотикпа усӑ курнин сиенӗ ҫинчен вӗренекенсене шухӑшласа пӑхма сӗнес тӗллевпе те ирттернӗ-мӗн. Тест 5 тӗрлӗ наркотика тупса палӑртаять иккен. Тӗрӗслев вӗренекенсем наркотикпа усӑ курманнине кӑтартса панӑ. Аса илтеретпӗр, 15 ҫултан аслӑраххисен тест витӗр тухма ҫырса ирӗк памалла, 14 ҫултисем валли ашшӗ-амӑшӗ килӗшни кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ҫӗнӗ тракторпа ӗҫлеме те аван Кӑҫалхи 4 уйӑхра Элӗк районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем автотранспорт паркне 10 миллион та 580 пин тенкӗлӗх ҫӗнетнӗ тесе пӗлтерет унти «Пурнӑҫ ҫулӗпе» хаҫат. Кивҫен илнӗ укҫапа 3 миллион та 365 пин тенкӗлӗх чухлӗ техника туяннӑ, хӑйсен шучӗпе — 7 миллион та 215 пинлӗх. «Новый путь» (чӑв. Ҫӗнӗ ҫул) ял хуҫалӑх производство кооперативӗ кӑҫал тӗрлӗрен ял хуҫалӑх техникипе хатӗр-хӗтӗр туянма 4 миллион та 642 пин тенкӗ тӑкакланнӑ. «Алмаз» хуҫалӑх уй-хирӗнче ҫӗнӗ «Беларус-2022.3» трактор «кӗрлеттерсе» ҫӳрет-мӗн, ҫурхи тырӑна ҫӗнӗ сеялкӑпа акнӑ. Вӗсене туянма 2 миллион та 955 пин тенкӗ «тухса кайнӑ». Э.Лебедев хресчен-фермер хуҫалӑхӗпе «Килӗшӳ» уҫӑ обществӑн машина-трактор паркӗсем «Беларус-82.1», «Авангард» ял хуҫалӑх производство кооперативӗн автопаркӗ «Беларус-89.2» тракторсемпе ҫӗнелнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Юхма Мишши кӗнекисемпе ачасем кӑсӑкланса паллашаҫҫӗ Патӑрьел районӗнчи Первомайски вӑтам шкулӗнче хӑнара паян чӑваш писателӗ, вӑл тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ Михаил Юхма пулнӑ. Вӑл ачасемпе тӗлпулу ирттернӗ. Вӗренекенсем ҫыравҫӑн пурнӑҫепе тата пултарулӑхӗпе кӑсӑкланнӑ май ыйту ҫине ыйту пачӗҫ тесе хыпарлать Первомайски ял тӑрӑхӗ. «Сӑмах май, ака уйӑхӗнче паллӑ ҫыравҫӑ 78 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ. Ҫав-ҫавах мӗн пуррипе ҫырлахмасть иккен, малалла та ҫавӑн пек хавхаланса ӗҫлес, вулакансене ҫӗнӗ хайлавсемпе савӑнтарас туйӑмпа пурӑнать», — тесе хыпаралаҫҫӗ унтисем. Тӗлпулура ачасемпе вӗрентекенсем Юхман чӑвашла тата вырӑсла пичетленсе тухнӑ кӗнекисемпе паллашнӑ, сутӑн илсе вулас текенсем те тупӑннӑ. Юлашкинчен ҫыравҫӑпа пӗрле асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ӗҫ кал-кал пырать Вӑрнар районӗнчи Мулакасси Мӑрат халӑхӗ хӑйӗн вӑйне шанать, ыттисем пулӑшасса кӗтсе лармасть. Кунти пӗве пӗлтӗрех татӑлнӑ-мӗн. Касӑва ҫӳрекен ӗнесене шыв ӗҫтермелли вырӑн пулнӑ иккен вӑл. Ахальтен мар халӑхра ӑна «Кӗтӳ пӗви» теҫҫӗ. Ҫуллахи шӑрӑхра ҫак пӗве типмех пуҫланӑ. Ку ял халӑхне самай шар кӑтартнӑ. Ялта пуҫаруллӑ ҫынсем пурах ҫав. Вӗсем тӑрӑшнипе ҫак пӗвене кӑҫал картлама шухӑшланӑ. Каланине пурнӑҫланӑ. Халӑх ҫу уйӑхӗнчи кунсенче пахча ӗҫӗсене вӗҫлесен пӗве патне тухнӑ. Никам та ӗҫрен юлман: ачасем те, арҫынсем те, хӗрарӑмсем те, туя тытнисем те. Ӗҫе ҫӑмӑл алӑллӑ Владислав Петров пуҫӑннӑ. Ӗҫ чӑнах та кал-кал пынӑ. Николай Иванов тракторист ҫырмари пӑрӑха туртса кӑларнӑ. Михаил Иванов тӑм кӳрсе килнӗ. Викентий Павлов та мотоблок хыҫне прицеп кӑкарса тӑм турттарма пикеннӗ. Пӗрисем тӑм тиенӗ, теприсем ӑна пӗве патӗнче йӗркелесе хунӑ. Пурте тӑрӑшса ӗҫленӗ, никам та айккинче пӑхса тӑман. Халӑх пӗрле ӗҫлесен ӗҫӗ те часах пулать ҫав. Мулакасси Мӑратсем пӗвене тӑватӑ сехет хушшинче пӗвеленӗ те. Ӗҫе техника та ҫӑмӑллатать ҫав. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.mvd.ru сайтри сӑн Руль умне ларсан тимлӗхе самантлӑха та ҫухатмалла марри пирки яланах асархаттараҫҫӗ-ха, ҫапах ҫакна уяманнисем тупӑнаҫҫӗ. Вӗсене пула ҫын пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлать. Нумаях пулмасть Шупашкара кӗнӗ ҫӗрте пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Муркаш районӗнче пурӑнакан 76 ҫулти старик Етӗрне ҫулӗпе пынӑ чухне ҫул урлӑ каҫакан хӗрарӑма асӑрхаман — ҫапса хӑварнӑ. Хӑй вара пӑтӑрмах вырӑнӗнчен тарса ҫухалма хӑтланнӑ. Нумай тарайман. ПАИ экипажӗ ӑна Шупашкар районӗнчи Хыркасси патӗнче тытса чарнӑ. Старик пакунлисене… ӗне ҫапса кайнине пӗлтернӗ. Ватӑскер хӗрарӑма ӗнерен уйӑрайман-ши?.. Халӗ старикӑн ҫул-йӗр правилисене пӑсса ҫынна вӗлернӗшӗн кӑна мар, аманнӑ хӗрарӑма пулӑшманшӑн та явап тытма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗн конференци залӗнче «Чӗвӗлти чӗкеҫе — 10 ҫул. Чӑваш чӗлхин Пӗтӗм Раҫҫейри вӑйӑ конкурсӗ» кӗнекен хӑтлавӗ пулӗ. Ӑна «Чӗвӗлти чӗкеҫ» конкурс 10 тултарнӑ ятпа кӑларнӑ. Унта ҫак ҫулсенче иртнӗ вӑйӑсенчи мӗн пур задание кӗртнӗ. Кӗнекене чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, шкул ачисем валли хатӗрленӗ. Пӗр сӑмахпа, вӑл чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланакансемшӗн усӑллӑ. «Чӗвӗлти чӗкеҫ» пӗрремӗш хут 2004 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗнче иртнӗ. Вӑл Пӗтӗм тӗнчери «Кенгуру» (математика), «Русский медвежонок» (вырӑс чӗлхи) конкурс вӑйӑсем евӗрех. Чӗлхене вӗренесси хӑш-пӗр ачашӑн — тунсӑх ӗҫ. «Чӗвӗлти чӗкеҫ» вара ҫак шухӑша сирет, чӗлхепе кӑсӑкланма хистет. Вӑйӑ конкурса шкулсенче ирттереҫҫӗ. Унти ӗҫсене шкулта лайӑх ӗлкӗрсе пыракансем те, япӑх вӗренекенсем те пурнӑҫлама пултараҫҫӗ. 2004 ҫулта «Чӗвӗлти чӗкеҫ» конкурса Чӑваш Ен, Тутарстан, Пушкӑртстан ачисем хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе — 18 019 ҫын. 10 ҫула пӗтӗмлетсе пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче «Пӗтӗм Раҫҫейри «Чӗвӗлти чӗкеҫ» вӑйӑ конкурс — 10 ҫул. Опыт. Ыйтусем» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Вӑрӑм тунасене дизинфекцилеҫҫӗ Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май вӑрӑмтунасем ӗрчеме пуҫларӗҫ. Вӗсем Шупашкарта та, ялсенче те нумай. Ялта, шел те, вӗсене ятарласа пӗтермеҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакансене вара вӑрӑм тунасенчен хӳтӗлеме тӑрӑшаҫҫӗ. Йышланнӑ вӑрӑм тунасем ҫынсене канмалли вырӑнсенче тапӑннӑран Шупашкар хула администрацинчен пулӑшу ыйтакан сахал мар пулнӑ. Ҫавна май администраци вӑрӑм тунасене дезинфекцилеме йышӑннӑ. Ҫак ӗҫе ӗнер, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пуҫӑннӑ. Ӑна 25-мӗшӗнче вӗҫлӗҫ. Унччен 25 объекта дезинфекцилӗҫ. Вӗсен йышӗнче — скверсем, парксем, бульварсем… Пӗтӗмпе — 639 тӑваткал метр. Харӑсах темиҫе бригада ирхи 3–7 сехетсенче ӗҫлӗ. Ятарлӑ экологи организацийӗ вӑрӑм тунасене ҫӗнӗ препаратсемпе пӗтерет. Вӗсем ҫыншӑн сиенлӗ мар, нормативсемпе килӗшсе тӑраҫҫӗ. Пӗр объекта дезинфекцилеме 1–1,5 сехет кирлӗ. Препаратсем курӑк ҫинче, йывӑҫ ҫулҫисем ҫинче юлӗҫ. Эмел хурт-кӑпшанка пӗтерӗ, ӗрчеме май памӗ. Вӑл ҫулла вӗҫленичченех пахалӑхне ҫухатмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Малашне Чӑваш Енре пурӑнакансем общество транспортӗнче карас телефонпа билетшӑн тӳлеме пултарӗҫ. ЧР Транспорт министерствин официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, общество транспортӗнче тӳллемелли ҫак тытӑма тӗрӗслесе ҫирӗплетнӗ. Мӗнле майпа ӗҫлӗ-ха вӑл? Телефонӑн сим-карттине чип лартмалла-мӗн. Кунашкал чиппа халӗ общество трансортӗнче усӑ кураҫҫӗ (терминалсем). Билетшӑн укҫа тӳлес тесен карас телефона кондукторӑн терминалӗ ҫывӑхне тытмалла. Билет хакне ҫавӑнтах телефон шутӗнчен кӑларӗҫ. Анчах кунашкал тытӑм хальлӗхе вӑйлах аталанман-ха. Ҫакнашкал мелпе карас телефонӑн хӑш-пӗр моделӗ ҫеҫ усӑ курма пултарать. Сӑмах май, кунашкал проект Питӗрте, Екатеринбургра, Новосибирскра, Хусанта пурнӑҫа кӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Фестиваль саманчӗ Славян ҫырулӑхӗн тата культурин кунӗ умӗн Канашра славян азбукине хатӗрленӗ Кириллпа Мефодие халалланӑ «Славян тӗнчи — 2014» IV фестиваль иртнӗ. Кӑҫалхи фестивальте сакӑр номинаци пулнӑ. Ачасем кашни номинацирех пултарулӑхне кӑтартма пултарнӑ. «Чӑнлӑха пӗлес тесен азбукӑран пуҫӑн» ӑс-тӑн вӑййине Канашри тӗп вулавӑшра йӗркеленӗ. Ачасен хӑйсем ҫырнӑ сӑвӑсен «Пирӗн чӗлхе паллӑ та мухтавлӑ!» конкурсӗ Канашри 11-мӗш шкулта иртнӗ. Поэзи вулакансен «Сӑмах патне ҫитерекен ҫул — храм ҫулӗ» конкурсӗ Тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ Ҫветтуй Николай храмӗ ҫумӗнчи Вырсарни шкулӗнче пулнӑ. Фестивальте «Вӑхӑт ҫыхӑнӑвӗ — ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ» сӑнӳкерчӗксен конкурсӗ те иртнӗ. Ҫавӑн пекех эссепе сочиненисен, алӗҫӗсен, ӳкерчӗксен конкурсӗсене йӗркеленӗ. Фестиваль пысӑк концертпа вӗҫленнӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ. Концертра ачасем те, аслисем те юралнӑ-ташланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене сакӑр номинацире палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |