Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Раҫҫейре

Утӑн 27-мӗшӗнче Раҫҫей ҫарпа тинӗс флочӗн кунне паллӑ тӑвӗ. Ҫак кун валли Калининградри тинӗс каналӗнче ятарласа Балти флочӗн карапӗсен парадне хатӗрлеме тытӑннӑ.

Ҫарпа тинӗс парадне флотӑн 9 карапӗ хутшӑнӗ. Вӗсем — «Настойчивый» миноносец, «Бойкий» корвет, «Королев» десантсен пысӑк карапӗ, «Калмыкия» карап, «Гейзер» пӗчӗк ракета карапӗ, «Алексей Лебедев» тральщик, «Кузнецк» ракета катерӗ, «Василий Татищев» ҫыхӑну карапӗ тата «Чебоксары» хурал карапӗ.

Унччен «Про-город» хаҫат «Чебоксары» карапа Чӑваш Енӗн тӗп хулине куҫарасси пирки пӗлтернӗччӗ. Анчах ку кӑткӑс ӗҫ-мӗн.

— Карапӑн хӑй тӗллӗн Питӗре ҫитмелле, унтан ӑна буксира илӗҫ. Шутланӑ тӑрӑх, 80 000 литр топливо кирлӗ пулать. «Чебоксары» карап 1 сехетре кӑна 3 тонна топливо пӗтерет, — тенӗ командир.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/71992
 

Сывлӑх

Йӑлапа килӗшӳллӗн, шӑматкун сывлӑх кунӗ шутланать. Иртнӗ шӑматкун, утӑн 19-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай тата Етӗрне районӗсен тӗп пульницисенче ӗҫлекенсем сывӑ пурнӑҫ йӗркине сарас тӗллевпе велосипедсем ҫине ларса уҫӑлма тухнӑ.

Тухтӑрсем хӑйсен пульници умӗнче старт илсе Сӗнтӗр ҫул пӑрӑнчӑкӗнче тӗл пулнӑ. Унтан вӗсем Таланцев пиччӗшӗпе шӑллӗн ҫурчӗ патне ҫул тытнӑ. Унта Леонид Белов фермер вӗсемпе экскурси ирттернӗ.

Ун хыҫҫӑн велоушкӑн Ильин сӑрчӗ патне кайнӑ. Кунта 340 ҫул каялла утӑн 19–20-мӗшӗсенче Емельян Пугачев ҫарӗ тӑнӑ.

Пӗтӗмпе тухтӑрсем 60 ҫухрӑма парӑнтарнӑ. Медиксем кунашкал ҫулҫӳреве пӗрре мар тухнӑ. Пӗлтӗр ав вӗсем Хӗрлӗ Чутай тата Элӗк тӑрӑхӗсенче пулнӑ.

Сӑнсем (12)

 

Тӗнче тетелӗ Вилӗмсӗр Анисим Асламас
Вилӗмсӗр Анисим Асламас

Паллӑ чӑваш композиторӗ, тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Анисим Асламас ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш Енӗн Хальхи вӑхӑтри историйӗн патшалӑх архивӗн специалисчӗсем web-страница хатӗрленӗ иккен. Шел те вӗсен сайтӗнче нимӗнле уйрӑм старницӑ та асӑрхама май килмерӗ. Культура министерствинче ҫеҫ пӗчӗк уйрӑм пур: www.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=12&id=1836433.

Аса илтеретпӗр, Анисим Асламас 1924 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Вӑрманкас-Асламасра ҫуралнӑ.

Культура министерстви пелтернӗ тӑрӑх web-страницӑна композиторӑн архивӗнчи материалсенчен пухнӑ. Вӗсем архива 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче лекнӗ. Материалсем хушшинче музыка хайлавӗсен нотисем, концертсемпе пултарулӑх каҫӗсен программисем, халиччен кун ҫути курнӑ музыка хайлавӗсен пуххисем, тӗрлӗ вӑхӑтра хаҫат-журналта пичетленнӗ статьясем, автобиографилле аса илӳсем, сӑнӳкерчӗксем пур.

 

Культура

Чӑваш Енӗн Архив фончӗ хӑйӗн фондне паха материалсемпе пуянлатсах тӑрать. Нумаях пулмасть учреждени Чӑваш АССРӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе, художникпа, кинорежиссёрпа, халӗ Мускавра пурӑнакан Эрнст Мокеевпа килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен килӗшӳ тунӑ.

Мокеев хӑйӗн графикине ҫулсеренех Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн Хальхи вӑхӑтри ӳнерӗн центрӗнче кӑтартать иккен. Унӑн документлӑ фильмне кӑҫал Шупашкарти кинофестивальте те конкурссӑр кӗртнӗ.

Режиссёрпа художникӑн архивистсемпе ӗҫлеме те вӑхӑт тупӑннӑ. Архива панӑ материалсем хушшинче унӑн ашшӗн, Матвей Мокеевӑн портречӗсем те пур-мӗн. Матвей Мокеев Пӗрремӗш тӗнче, Граждан, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫисене хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӑл хӑйӗн аслӑ пиччӗшӗн, Феликс Мокеев актерӑн, режиссерӑн сӑн ӳкерчӗкӗсене те панӑ. Эрнст Мокеев хӑйӗн пирки каласа кӑтартакан хутсене те архив валли илсе килнӗ.

Сӑнсем (5)

 

Чӑвашлӑх Экоялта ӗҫсем пыраҫҫӗ
Экоялта ӗҫсем пыраҫҫӗ

Шупашкар районӗнче «Ясна» экологи ялӗ тӑвас ӗҫе темиҫе ҫул каяллах тытӑннӑччӗ. Унти Кӑшавӑш ял тӑрӑхӗнче тума пуҫланӑ ҫав объект ӗмӗрӗ вӑрӑм. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗнӗ ӗҫе тӳрех ҫул паманни те вӑрттӑнлӑх мар. Экоялта чӑваш ялӗ епле пурӑннине кӑтартас шухӑшлӑ.

Халӗ «Яснана» ҫутӑ кӗртме тытӑннӑ ӗнтӗ. Ӗҫӗн пӗрремӗш тапхӑрне вӗҫленӗ те. Трансформатор подстапнцине вырнаҫтарнӑ, кабельсене хурса тухнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра унта шыв пӑрӑхӗ тата канализаци пӑрӑхӗ хума тытӑнасшӑн.

 

Чӑвашлӑх ЧНК ӗҫтешӗсем Байкал кӳлли хӗрринче
ЧНК ӗҫтешӗсем Байкал кӳлли хӗрринче

Кун пирки ЧНК сайчӗ пӗлтерет. Республикӑран инҫе ҫула Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Зинаида Воронова, Сӗнтӗрвӑрри ентешлӗхӗн ертӳҫи тата эстрада юрӑҫи Андрей Кузнецов, Людмила Кинер юрӑҫ тата тинтерех ҫеҫ Чӑваш наци конгресӗнче йӗркеленнӗ информаци службин ертӳҫи Зоя Яковлева тухнӑ.

ЧНК ӗҫтешӗсем Хӗрлӗҫыртан (Красноярскран) инҫех мар вырнаҫнӑ Шуваево чӑваш ялӗнчи Акатуя хутшӑннӑ — республикӑран салам ҫитернӗ, концерта хутшӑннӑ. Хӗрлӗҫыр хулипе пуллашнӑ хыҫҫӑн пирӗн ентешсем Иркутск хулине ҫул тытнӑ.

Байкал (чӑв. Пуян кӳлӗ) кӳлли тӑрӑхӗнче вӗсем вырӑнти чӑвашсемпе тӗл пулнӑ. Уйрӑмах Энтри атте пачӑшкӑ вӗсене пулашса тарать иккен. Шел те, хӑйӗнпе тӗл пулма май пулман. Вырӑнтисем каласа панӑ тӑрӑх вӗсем ҫывӑх вӑхӑтра Иркутскра вырсарни шкулӗ ӗҫлесе каясса кӗтеҫҫӗ мӗн. Ҫавӑн пекех Шупашкар элчисем облаҫӗн тӗп хулинчен 200 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Новолетник ялне те ҫитсе курнӑ.

Новолетник ялӗ 106 ҫул каялла пуҫланса кайнӑ. Тайга варринчех вырнаҫнӑ яла Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ҫынни пуҫласа янӑ пулать.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/144.html
 

Тӗнче тетелӗ

Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп страници паянтан ҫӗнӗлле курӑнать — тӗп пайне самай улӑштартӑмӑр.

Чи пысӑк ҫӗнӗлӗх — тӗп старницӑра пӗр хыпарӑн тексчӗ кӑна малашне пулӗ, ыттисен — ячӗсем ҫеҫ. Вӑл хыпара сайт хӑйех суйлать — халӑха чи кӑсӑклантараканни пулӗ, е тепӗр май каласан халӑх чи нумай вулакан хыпара вырнаҫтарӗ. Кашни кун хыпарсен йышӗ пӗчӗк мар пулнине шута илсе эпир вӗсен ячӗсене сылтӑмра кӑтартрӑмӑр. Унта икӗ кун хушшинчи хыпарсем пулӗҫ.

Ҫавӑн пекех аялта юлашки вӑхӑтра ыттисенчен ытларах ҫутатакан хыпарсен пайӗсем пулӗҫ. Кашни пайра эсир ӳкерчӗкпе хальтерехри хыпара курма пултаратӑр, тата унчченхи виҫӗ хыпара. Пур вырӑнта та хыпарӗ паянхи кунпа пырать пулсан унӑн вӑхӑтне кӑна кӑтартнӑ, ыттисен вара — кунне те.

Хыпарсемпе туллин палашас тесен малашне ячӗ ҫинчи каҫӑпа усӑ курма тивӗ. Шалти сраницӑсене вара улӑштарман, вӗсем ҫаплипех юлнӑ.

Кивӗ калӑплав килӗшет пулсан ӑна сыхласа хӑварнӑ. Сӑмах май, енчен те чылайӑшӗ ӑнах хӑварас тет пулсан — пире пӗлтерӗр ҫеҫ, тавӑратпӑр. Тӗслӗх пек эсперантопа акӑлчан версисене пӑхма пултаратӑр — унта малтанхи калӑплавах (ку унти хыпарсем питӗ кивӗ пулнипе ҫыхӑннӑ).

Малалла...

 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче черетлӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Хальхинче — РФ Ҫыравҫӑсен союзӗн пайташӗн Светлана Гордеевӑн «Карҫинккари кӑмпасем» кӗнеки.

Светлана Гордеева иртнӗ кӗркунне вӑрманта уҫӑлса ҫӳренӗ, кӑмпа шыранӑ. Ҫав вӑхӑтра сӑвӑ йӗркисем ҫуралнӑ. Ҫапла майпа поэт вӑрмантан кӑмпапа ҫеҫ мар, сӑвӑсемпе те таврӑннӑ.

Светлана Гордеевӑна ҫимелли тата наркӑмӑшлӑ кӑмпасене уйӑрма ашшӗ ача чухнех вӗрентнӗ-мӗн. Ашшӗ кӑмпаҫӑ пулнӑ. «Хальхи ачасем кӑмпасене паллаҫҫӗ-и?» Поэта ҫак ыйту канӑҫсӑрлантарнӑ. Ҫавӑнпах кӑмпасем пирки кӗнеке кӑларма шухӑшланӑ.

Ҫӗнӗ кӗнеке ҫимелли тата наркӑмӑшлӑ кӑмпасем пирки каласа кӑтартать. Автор ӳкерчӗксене те хӑйех хатӗрленӗ. Ӳкерчӗксем хӑйне евӗр. Хурӑн кӑмпи ав мунчара хурӑн милӗкӗпе ҫапӑнать.

«Карҫинккари кӑмпасем» кӗнеке икӗ чӗлхепе тухнӑ: вырӑсла тата чӑвашла. Ӑна вырӑсларан чӑвашла Валерий Кошкин поэт куҫарнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ Чатукассисем — уявра
Чатукассисем — уявра

Красноармейски районӗнчи Чатукасси ялӗ утӑн 19-мӗшӗнче 900 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Мероприятие вӗт-шакӑртан пуҫласа ватӑ таранах пухӑннӑ.

Уява ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Михайлов уҫнӑ. Чатукассисене саламлама Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков та ҫитнӗ. Уявра Хисеп грамотисемпе, Тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ.

Чатукасси уявне ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ, унтан тӗрле енне саланнӑ ҫынсем те килнӗ.

Сцена ҫинче «Ҫӑлкуҫ» фольклорпа эстрада ансамблӗ Чатукасси ял тӑрӑхӗнчи «Телей» фольклор ансамблӗ, «Солнышко» ача-пӑча пултарулӑх ушкӑнӗ, «Тевет» фольклор ансамблӗ юрласа халӑха савӑнтарнӑ.

Каҫхине лазер шоу, ташӑ каҫӗ иртнӗ. Унта вара ҫамрӑксем чунтан савӑннӑ.

Сӑнсем (66)

 

Ял хуҫалӑхӗ

Республикари районсенчи ял хуҫалӑхӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри уй-хирелле васкаҫҫӗ. Паян ав Элӗк районӗнчи хӑш-пӗр хуҫалӑх комбайнсене тапратса тырӑ вырма пуҫланӑ.

Кунти «Авангард» тата «Рабия» агрофирма вырмана чи пӗрремӗш тухнӑ. «Рабия» агрофирмӑн 1357 гектар лаптӑк ҫинчи тыр-пула пухса кӗртмелле. Вӗсенчен 500 гектарӗ — кӗрхи культурӑсем. Уй-хирте «Палессе» маркӑллӑ пӗр комбайн тата икӗ «Агрос-530» ӗҫлеҫҫӗ. «Рабия» 1 гектартан 20 центнер тырӑ вырса илет.

«Авангардӑн» 678 гектар тырра вырса кӗртмелле. Хирте «Вектор» тата «Дон-1500Б» комбайнсем ӗҫлеҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3317, 3318, 3319, 3320, 3321, 3322, 3323, 3324, 3325, 3326, [3327], 3328, 3329, 3330, 3331, 3332, 3333, 3334, 3335, 3336, 3337, ... 3931
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере тӑшмансем ура хурасран асӑрханмалла, сирӗн тавра элек сарма пултараҫҫӗ. Сӑмах пама асӑрханӑр. Вӑхӑта ӗҫре ытлашши нумай ирттермелле мар. Чылай ӗҫ пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ эрне. Ӗҫ хыҫҫӑн киле ҫемье патне васкамалла,пӗччен пулмалла мар.