Республикӑра
![]()
Паллӑ ентешӗмӗр Андриян Григорьевич Николаев космонавт летчик пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа 10 ҫул ҫитрӗ. Ӗнер вӑл ҫуралнӑ тӑрӑхра – Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче – Андрияна аса илнӗ. Ҫак кун Асӑну комплексӗнче пин-пин ҫын пухӑннӑ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата сумлӑ ытти хӑна та ҫитнӗ. Митинга «Эткер» этнокультура лагерӗн Муркаш районӗнчи «Вӑрман юмахӗ» сиплев лагерӗнче канакан ачасем – Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи чӑваш диаспоринчен килнӗскерсем – уҫнӑ. Шӑпӑрлансем сӑвӑ вуланӑ, Андриян Григорьевичӑн юратнӑ «Вӗҫ, вӗҫ, куккук» юррине шӑрантарнӑ. Михаил Игнатьев сӑмах илнӗ. Митинга пухӑннисем космонавта аса илнӗ. Митинг хыҫҫӑн Андриян Николаевӑн вил тӑпри ҫине чечексем хунӑ. Хӑнасем Космонавтика музейӗнче экскурсире пулнӑ, Николавсен ҫемйин музей ҫуртне, Космонавтсен аллейине ҫитсе курнӑ. Асӑну кунӗ Космонавтика музейӗнче каҫхи телекӗперпе вӗҫленнӗ. Асӑну комплексӗнче Мускаври асӑну музейӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл вӑхӑтра унта та аса илӳ каҫӗ иртнӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкар районӗнчи Шӑнкас ялӗнче ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Вӑл 543 ҫын пурӑнакан яла медицина пулӑшӑвӗ парӗ. ФАПа кирлӗ медицина хатӗр-хӗтӗрӗпе, сӗтел-пуканпа тивӗҫтернӗ. Унта Алина Геннадьевна Суркина акушерка ӗҫлет. Унӑн медицинӑри пӗтӗмӗшле стажӗ – 28 ҫул. Вӗсенчен 25-шне вӑл ФАПра ӗҫленӗ. Санитаркӑра Руфина Кимовна Бородова вӑй хурать. Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ ҫӗре ЧР Сывлӑх министерствин тӗп эксперт специалисчӗ Н.А.Калашников, Шупашкар районӗн тӗп пульницин тӗп тухтӑрӗ М.Н.Алексеев тата ыттисем хутшӑннӑ. Шӑнкас халӑхӗ ФАП уҫнӑшӑн хӗпӗртесе тав тунӑ. Уяв концертпа вӗҫленнӗ. Халӑха Шӑнкасри культура ҫурчӗн «Шурӑ акӑш» ансамблӗ савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Вӑйӑ картине тухнисем
Чӑвашсем ӗлӗк вӑйӑ картине тӑнӑ, пӗрле юрласа-ташласа савӑннӑ. Вӑйӑ (уяв) картине ҫуркунне тата ҫулла уҫӑ лапмара пухӑннӑ. Тахҫан Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа тӑрӑхӗнче те ҫак йӑлана тытса пынӑ. 1950-мӗш ҫулсенче, клубсем ӗҫлеме тытӑнсан, ҫамрӑксем вӑйӑ картине тӑма пӑрахнӑ. Апла пулин те аслӑ ӳсӗмрисем ҫак йӑлана астӑваҫҫӗ. Нумаях пулмасть Шӑмалак ялӗнче пурӑнакан аслӑ ӳсӗмри ҫынсем ҫамрӑклӑхне аса илсе вӑйӑ картине тӑнӑ, купӑс каласа ташланӑ, юрланӑ. Чӑвашсен ӗлӗкхи йӑли-йӗркине хисеплесе ҫамрӑксем те, ачасем те чӑваш тумӗ тӑхӑнса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫу-ҫӗртме уйӑхӗсенче шкул ачисемпе ача пахчине ҫӳрекенсем регионти ӳсен-тӑран паллисене суйланӑ. «Раҫҫей аллейи» Пӗтӗм Раҫҫей акцийӗпе килӗшӳллӗн республикӑра «Раҫҫей аллейи» пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ. Унта 12 районти (Вӑрмар, Елчӗк, Етӗрне, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Пӑрачкав, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчен), 5 хулари (Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар) 31 вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ. «Раҫҫей аллейи» пултарулӑх конкурсне пирӗн тӑрӑхри ӳсен-тӑранӑн 63 сӑнӳкерчӗкне тӑратнӑ. 14 ача республика палли юман пулмалла тесе шухӑшлать. 6-шӗ пилеше тата ҫӑкана суйланӑ. 5-ӗн – хурӑншӑн, 4-шӗ – хӑвашӑн. 4-шӗ салтак тӳмине палӑртнӑ. Конкурсра курӑкӑн, тӗмӗн 20 ытла тӗсне те тӑратнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене палӑртнӑ. 1-мӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар шкулӗнчи Татьяна Шустова йышннӑ. Шупашкарти 122-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Роман Никитин – иккӗмӗш. Шупашкарти 38-мӗш шкулта вӗренекен Дмитрий Матвеев 3-мӗш пулнӑ. Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкулта ӑс пухакан Мария Ветликова, Шупашкарти 5-мӗш ача садне ҫӳрекен Данила Дмитриев, Красноармейски районӗнчи Пикшик шкулӗн вӗренекенӗ Виталий Михайлов лауреатсен ятне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳри юсанмалли 9-мӗш колони тимӗрҫисем хатӗрленӗ тирпейлӳҫӗ Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳре, хулана кӗнӗ вырӑнта, тимӗртен шӑратнӑ тирпейлӳҫе вырнаҫтарнӑ. Халӗ вӑл килен-каяна кӗтсе илет. Тимӗр тирпейлӳҫӗ – виҫӗ метр ҫӳллӗшскер. Вӑл аллине шӑпӑр тытнӑ. Ӑна Ҫӗрпӳри юсанмалли 9-мӗш колони тимӗрҫисем тимӗр картаран ятарласа Ҫӗрпӳ ярмӑркки пуҫланас умӗн хатӗрленӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Искей Пайтулӗн палӑкӗн эскизӗ Красноармейски районӗнчи Ҫӗньял Упи ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Алексей Васильевич Захаров кӳлепеҫӗ (вӑл, 1949 ҫулта ҫуралнӑскер, хӑй вӑхӑтӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетне пӗтернӗ) чӑвашсен паллӑ поэчӗн, халӑха хӳтӗлеме кар тӑнӑ, Степан Разин ҫарӗнче паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ Искей Пайтулӗн ҫар паттӑрӗн (полковникӑн) палӑкӗн проект эскизне хатӗрленӗ. Ӑна ку проекта хатӗрлеме Чӑваш халӑх писателӗ, Нестер Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ Юхма Мишши ҫыравҫӑ хавхалантарнӑ. Сӑмах май, Пайтул ҫуралнӑранпа кӑҫал 343 ҫул ҫитрӗ. Поэтӑн 340 ҫулхине Трак тӑрӑхне кӗрекен Сурӑмхӗрри ялӗнче (хӑш-пӗр историксем каланӑ тӑрӑх вӑл ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ) анлӑн паллӑ турӑччӗ, ӑна асӑнса йывӑҫ юпа та лартса хӑварнӑччӗ (кунта пӑхӑр http://chuv-krarm.3dn.ru/news/pajtula_capla_chyslarec_suramkherrinche/2011-08-04-228). Ҫак палӑка поэт тата ҫар пуҫӗ ҫуралнӑранпа 350 ҫул ҫитнӗ тӗле вырнаҫтарса лартсан пит аванччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Сасӑлав кӑтартӑвӗсем РФ Ҫутҫанталӑк министерстви тата «Ҫутҫанталӑк» фонд «Раҫҫей аллейи» Пӗтӗм Раҫҫей акцине ирттерет. Кӑҫал ҫулла ҫӗршыври регионсенче сасӑлав иртет, унпа килӗшӳллӗн кашни тӑрӑх хӑйӗн симӗс паллине палӑртӗ. Симӗс паллӑ край, республика, облаҫ ҫутҫанталӑкӗпе, историпе, культурипе ҫыхӑннӑ кирек мӗнле ӳсен-тӑран та пулаять: йывӑҫ, тӗм, чечек. Раҫҫей аллейине Севастопольти Ҫӗнтерӳ паркне вырнаҫтарӗҫ. Чӑваш Республикин симӗс паллишӗн ruspriroda.ru сайтра сасӑлама пулать.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]()
Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньялти «Илем» фольклор ансамблӗ нумаях пулмасть Турханти психоневрологи центрӗнче пулнӑ. Унта пурӑнакансем вӗсене хапӑлласа кӗтсе илнӗ. Зал лӑк тулли пулнӑ. «Илем» фольклор ансамблӗ 1991 ҫулта йӗркеленнӗ. Ун чухне унӑн ертӳҫи мусӑкҫӑ, вӗрентекен, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Владимир Антонов пулнӑ. Паянхи кун та вӑл ушкӑна ертсе пырать. «Илем» фольклор ушкӑнне 1999 ҫулта халӑх ятне панӑ. Вӑл Патӑрьел, Улатӑр, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк районӗсенче, Шупашкарта, Чӗмпӗрте, Мускавра, Чӗмпӗр районӗнчи Чӑнлӑ районӗнче, Тутарстанри Пӑва, Теччӗ районӗсенче концертпа пӗрре мар пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]()
Нумаях пулмасть Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑс ялӗнче Иван Захарович Антоновӑн мӑнукӗсем Наталья тата Сергей Артемьевсем пулнӑ. Мордва ҫыравҫи, журналисчӗ Иван Захарович Антонов Патӑрьел районӗнчи Шӑхач ялӗнче 1919 ҫулта ҫуралнӑ. 1929 ҫулта амӑшӗпе пӗрле Ирҫе Ҫармӑс ялне куҫса килнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче стрелоксен 141-мӗш дивизийӗнче ҫапӑҫнӑ, «Тӑван ҫӗршыв чӗнет» хаҫат редакцийӗн яваплӑ секретарӗнче ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи чи паллӑ хайлавӗсем – «Алексей Иконников сержант», «Автоматчик яланах ҫӗнтерет» тата ыттисем те. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн мордва литературинче унӑн «Пӗрлӗхлӗ ҫемьере» романӗ палӑрнӑ. Иван Антонов – драматург та, критик та пулнӑ. Вӑл вырӑсла та, мордвалла та аван ҫырнӑ. Унӑн чи ҫывӑх юлташӗ мордва ҫыравҫи Василий Зубов журналист пулнӑ. Вӗсем районсене пӗрле тухса ҫӳренӗ. Иван Захаровичӑн хӗрӗн Лидия Ивановнӑн ачисем Натальйӑпа Сергей Ирҫе Ҫармӑсри А.В.Рогожин ячӗллӗ вулавӑша ситсе курнӑ. Вӗсем ҫак ялта пӗрремӗш хут пулнӑ. Вӗсен кунта кукашшӗне асра тытни хавхалантарнӑ. Вӗсем малашне вулавӑшпа, музейпе ҫыхӑну тытасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче Чӑваш кӗнеке издательстви ирттернӗ «Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем» конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе лауреачӗсене чысланӑ. Чӑваш кӗнеке издательстви ҫакнашкал конкурса пиллӗкмӗш хут ирттерет. Ачасем ҫулсерен хӑйсен пултарулӑхӗпе тӗлӗнтереҫҫӗ. Вуласа тухнӑ кӗнеке пирки хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтереҫҫӗ, сӑвӑ,-калав ҫыраҫҫӗ, ӳкереҫҫӗ… Кӑҫал жюри 365 ӗҫе пӑхса тухнӑ. Конкурса Вӑрмар районӗн ачисем те хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче – Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ шкулта вӗренекен Дарья Антонова, Егор Васильев, Аннетта Прохорова, Пысӑк Енккасси шкулӗнчи Мария Павлова, Юлия Иванова. Егор Васильев, 5-мӗш класра вӗренекенскер, «Кӗнеке – ача аллипе» номинацире ҫӗнтернӗ. Чӑваш кӗнеке издательстви ӑна дипломпа, парнесемпе чысланӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |