Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енре ҫынсем паллӑ мар наркотикпе сиенленни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Усал япала тӗрлӗ региона пырса тивнӗ. Тухтӑрсем патне ытларах чух ҫамрӑксем лекеҫҫӗ иккен. Аса илтеретпӗр, ҫав хатӗр наркотиксен йышне унччен кӗмен пулнӑ. Чӑваш Енӗн тӗп наркологӗ Ирина Булыгина каланӑ тӑрӑх, темӗнле япалапа сиенленнисем пирӗн патра чи малтан авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пульницӑна лекнӗ. Кайран вӗсен йышӗ ӳссе пынӑ. Ҫак темиҫе кунта тӗрлӗ япалапа наркӑмӑшланнисем пирки шур халатлисене 46 хутчен чӗнсе илнӗ, ҫав шутран 20 хутӗнче вӗсем пӗр пекрех асапланнӑ, тепӗр майлӑ каласан, паллӑ мар япалапа сиенленнӗ пек туйӑннӑ. Бусыгина ӗнентернӗ тӑрӑх, наркотикпе сиенленессине чарас тата унпа наркӑмӑшланнисене сиплес тесе яваплӑ тытӑмсем, Шалти ӗҫсен министерстви, наркотиксемпе кӗрешекенсем, тухтӑрсем пурте пӗр шухӑшлӑн кар тӑнӑ. Ҫавӑнпах халӗ тухтӑрсем патне ҫав сӑлтавпа лекекенсен йышӗ чакма пуҫланӑ. |
Ял пурнӑҫӗ
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫ ялӗ кашни ҫул авӑнӑн 26-мӗшӗнче ял кунне уявлать. Ӗлӗк ҫак кун ялӑн чиркӳ уявӗ шутланнӑ. Пӗлтӗр шӗнерпуҫсем кивӗ чиркӳ вырӑнӗнче ҫӗннине хута яма пуҫланӑ. Уявра 13 сехетре купалама пуҫланӑ чиркӳ умӗнче кӗлӗ иртнӗ. Унтан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кириллов тата Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Вячеслав Сергеев уява уҫнӑ. Мероприятие Шӗнерпуҫри тата Ӗсмелти Культура, информаци тата туризм центрӗн пултарулӑх ушкӑнӗсем тӑснӑ. Ӗсмелти (Октябрьскинчи) «Ритм» пултарулӑх ушкӑнӗ тата Ҫичӗпӳртри «Кадриль» ташӑ ушкӑнӗ те сцена ҫине тухнӑ. Уявра чиркӗве хӑпартас ӗҫе хастар хутшӑннӑ ҫынсене хисеп грамотисемпе чысланӑ. Куракансем хӑйсем те сцена ҫине тухса чӑваш ташшине ташлама пултарнӑ. Халӑх пӗрле ларса такмаксем каланӑ, купӑста кукӑлӗпе хӑналаннӑ. Уяв салютпа вӗҫленнӗ. Сӑнсем (30) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Спектакльти самант Ыран — Ватӑсен кунӗ. Республикӑри хула-районсенче ку уява паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Канаш районӗнчи Вӑрман Енӗшри драма ушкӑнӗ ҫак кун ватӑ ҫынсене спектакльпе савӑнтарасшӑн. Вӗсем сцена ҫине Н.И.Артемьев пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Вова йӑмри» спектакле кӑларасшӑн. Драма ушкӑнӗ ҫак кунсенче сцена ҫине тухмашкӑн тӗплӗн хатӗрленнӗ. Репетицисем кашни кун 19 сехетрен пуҫласа 21 сехетчен иртнӗ. Пьесӑри рольсене хайлав авторӗ Н.Артемьев, районти тӗп пульницӑн ӗҫченӗ Л.Степанова, Н.Михайлова педагог, газ операторӗ В.Кузьмин, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен Г.Манишев калӑплаҫҫӗ. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Мускавра диагональпе ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсем хута кайнӑ. Сӑнав тӑвас тӗллевпе юпан 1-мӗшӗнче ҫул хӗресленнӗ 10 вырӑна ҫакнашкал тӑвӗҫ. Унтан пӗтӗмлетӗҫ: кунашкал ҫул урлӑ каҫмаллисене ытти хулара малалла пурнӑҫа кӗртмелле-и? Диагональлӗ «зебрӑна» термопластикпа ӳкереҫҫӗ. Ҫак вырӑнсене 250 вариантран суйланӑ. Вӗсен ҫак ыйтусене тивӗҫтермелле пулнӑ: - Транспорт нумай ҫӳремен вырӑн пулмалла. - Ҫав вырӑнта ҫутӑ лайӑх пулмалла. - Транспортсене пур еннелле ҫӳреме чаракан светофор ӗҫлемелле. - Ҫул ҫинче транспорт 4-ран ытларах еннелле каймалла мар. Ҫакнашкал диагональлӗ «зебрӑсене» пула ҫуран ҫӳрекенсен симӗс ҫутӑ ҫутӑласа икӗ хут кӗтмелле мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Чӗмпӗр облаҫӗ бетон ҫулсем тума тытӑнасшӑн. Кун пирки Мускаври стройматериалсене хатӗрлекен холдинг элчисемпе тӗл пулнӑ чухне Сергей Морозов кӗпӗрнаттӑр каланӑ. Бетон ҫула Чӗмпӗртен Дмитровграда тата Самара ҫите тума палӑртнӑ. Ҫитес вӑхӑтра ку ыйтӑва ятарлӑ комисси пӑхса тухӗ. Тӗрӗссипе, регион хӑй тӗллӗн ҫул тума пултараймасть. Бетон ҫула федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫеҫ хута яма пулать иккен. Асфальтпа танлаштарсан, бетон ҫул 80% хаклӑрах ларӗ. Икӗ енлӗ 1 ҫухрӑм ҫул 40 миллиона яхӑн кайса ларӗ. Анчах вӑл ҫирӗп пулӗ-мӗн, 50 ҫула яхӑн юхӑнмӗ. Кунашкал ҫулсем АПШра (60%) тата Германире (40%) пур. Раҫҫейре — 3 процент ҫеҫ. Хальлӗхе Чӗмпӗрте ҫулсене юсамашкӑн укҫа шыраҫҫӗ. Акӑ депутатсен ларӑвӗнче транспорт налукне хаклатма сӗннӗ. Ӑна 2008 ҫултанпа хӑпартман-мӗн. Халӗ Чӗмпӗрте 1 лаша вӑйӗшӗн 10 тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Депутатсем вара 12 тенкӗ таран хаклатма сӗннӗ. Ку сӗнӗве пӗрремӗш вулавра йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Элӗкри ӳркенмен ачасем Хӑй вӑхӑтӗнче «Тимур тата унӑн команди» текен ушкӑнсем пурччӗ. Ку вӑл А. Гайдарӑн ҫавӑн ятлӑ повеҫӗ тӑрӑх йӗркеленӗ пулӑмччӗ. Ачасем ватӑсене пулӑшатчӗҫ, унта-кунта общество ӗҫӗпе аппаланатчӗҫ. Халь те пур-ха ун пеккисем. Анчах урӑхларах хурӑмлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем ту пулин пур ҫӗрте те мар. Элӗкре вара ҫапла ырӑ ӗҫпе аппаланакансем пур. Унти ял тӑрӑхӗсем хушшинчи культурӑпа кану центрӗ ҫумӗнче «Ӑмӑрткайӑк чӗпписем» патриот клубӗ йӗркеленӗ. Ӑна Сергей Иванов ертсе пырать. Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ҫывхарнӑ май ачасем «Пулӑшу алли» акцие хастар хутшӑннӑ. Ӗнер вӗсем ватӑсем патне ҫитнӗ. Арҫын ачасемпе хӗрачасем вӗсене пахча, пӳрт-ҫуртра тирпейлесе пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Казахстанри А.С. Пушкин ячӗллӗ облаҫ вулавӑшӗнче «Пуласлӑх валли вулавӑш» ятлӑ форсайт-конференци иртнӗ. Мероприятие йӗркелекенсем культурӑн ҫак учрежденийӗсене культура эткерлӗхне упракан, хушма вӗрентекен, ӑс-тӑна тата пултарулӑха аталантармалли центр евӗр ӑтвасшӑн иккен. Конференци тӗрлӗ пайран тӑнӑ, ҫав шутра — «ҫавра сӗтел», «онлайн-сесси» тата ытти ҫавӑн йышши мероприятирен. Унта чӑвашсем те хутшӑннӑ. Тӗп докладсенчен пӗринпе Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн ректорӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Андрей Федоров тухса калаҫнӑ. Вӑл, тӗпрен илсен, виртуаллӑ коммуникаци пирки чарӑнса тӑнӑ. Кунсӑр пуҫне Андрей Федоровӑн «Библиотечная блогосфера» кӗнекине хӑтланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкар ГЭСӗ Чӑваш Ен Шупашкар ГЭСне хӑпартасшӑн. Ку ыйту тавра чылай тавлашрӗҫ. Халӗ черетлӗ проект хатӗр. Ӑна экологсене тӗпчемешкӗн парасшӑн. Проектра станци тавралӑха сӑтӑр кӳрессипе ҫыхӑннӑ самантсене татса панӑ-мӗн. Халӗ проектировани уйрӑмлӑхӗ пирки тата шыв управӗн строительствипе ҫыхӑннӑ ыйтусен саккун проектне хатӗрлеҫҫӗ. ЧР Хула строительствин министрӗ Олег Марков ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, шыв управне 68 метр таран хӑпартсан чылай ыйту татӑлать: карапсем ҫӳресси, экологи ыйтӑвӗ. Шыв шайӗ хӑпарсан е типӗ ҫанталӑк тӑрсан та халӑх шар курмӗ-мӗн. Халӑха электроэнергипе тивӗҫтермелли тепӗр ҫӑлкуҫ та пулать иккен. 2013 ҫулта ирттернӗ пухура вара Мари Эл ҫыннисем шыв управне хӑпартассине хирӗҫ пулнине кӑтартнӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, экономика тӗлӗшӗнчен ку тухӑҫлӑ пулнине ҫирӗплетмен, экологи лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси те паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Диана Голицына Раҫҫей эстрада юрӑҫи Алсу Шупашкарти чирлӗ ачана сыватмашкӑн укҫа пухма пулӑшать. Халӗ ачана операци тумашкӑн укҫа нумай кирлӗ. Алсу юрӑҫ Инстаграмра ҫак акцие хутшӑннӑ. Вӑл ҫын хурлӑхӗнчен айккинче юлман, репост тунӑ. 1 ҫулти Диана Голицына Шупашкарта пурӑнать. Вӑл остеопетрозпа аптӑрать. Инстаграм вулаканӗсем те марафона хутшӑннӑ, кӑтартнӑ реквизитсене хӑйсен страници ҫине вырнаҫтарнӑ. Укҫа сахал мар пухмалла — 7 миллион тенкӗ. Анчах пурте массӑллӑ флэшмоб ҫак тӗллеве пурнӑҫлама пулӑшасса шанаҫҫӗ. Алсу реквизитсене хӑйӗн страници ҫине вырнаҫтарсан пухмачра укҫа хӑвӑртрах хушӑнма тытӑннӑ. Йӗркелӳҫӗсенчен пӗри каланӑ тӑрӑх, кӑтартнӑ реквизитсем урлӑ пухӑннӑ укҫа халӗ йӑлтах Дианӑна сиплемешкӗн кайӗ. Ытти ача валли хальлӗхе банк куҫарӑвӗсем ҫеҫ ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Оперӑри самант Оперӑпа балет театрӗ ҫӗнӗ сезона «Нарспи» поэмӑпа уҫнӑ. 55-мӗш сезон уҫӑлнӑ чухне зал лӑк тулли пулнӑ. «Нарспи» оперӑн ҫӗнӗ варианчӗ куракансен кӑмӑлне кайнӑ. Унта халӑх йӑли-йӗркине лайӑх уҫса кӑтартнӑ. Оперӑри кӗвӗ те ҫӳллӗ шайра пулнӑ. Актерсен тумтирӗсем те чаплӑ пулнӑ. Вӗсене йышӗнче пӗрешкелли курӑнман. Тумтире Мускаври ҫӑмрӑк ӳнерҫӗ шухӑшласа кӑларнӑ. Ӑна ку ӗҫре пултарулӑх ушкӑнӗ те пулӑшнӑ. Тумтир енӗпе ӗҫлекен ӳнерҫӗ Нина Федорова каланӑ тӑрӑх, театрта тури чӑвашсен тумтирне ҫеҫ кӑтартаймӑн. Унта — чӑваш костюмӗн паллисем. Сцена та ҫӗнӗ тумтир «тӑхӑннӑ». Декорацисем хӑвасем пулнӑ. Вӑл кашни чӑваш ялӗнчех тӗл пулать. Актерсем оперӑна тӗплӗн хатӗрленнӗ. Константин Ефремов Тӑхтаман рольне 15 ҫула яхӑн калӑплать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ку постановка ӑна ҫывӑх пулнӑ. Оперӑра Тӑхтаман — вӑй питти арҫын. Нарспи сӑнарӗ вара хальхи пурнӑҫпа килӗшӳллӗн пулса тухнӑ. Унан кӑмӑлӗ — ҫирӗп. Сетнер амӑшӗн сӑнарӗ хурлӑхлӑ пулса тухнӑ. Опера финалӗ халӗ Авалхи Грецири трагедие аса илтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.08.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Лукианов Николай Егорович, паллă юрист, общество ĕçченĕ (ЧАП партийĕн йĕркелекенсенчен пĕри). | ||
| «Улатӑр хыпарӗ» хаҫатӑн 20 пинӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |